Комментари хушас

26 Нарăс, 2014

Турист çулĕ такăрлантăр

Чăваш Енре туризма аталантарас енĕпе йĕркеленĕ Координаци канашĕн анлă ларăвне икĕ министерство - ЧР Культура тата Физкультурăпа спорт - ĕçченĕсем хутшăнчĕç. 2013 çулхи раштав уйăхĕччен яваплă çак тивĕçе физкультурăпа спорт министерстви пурнăçласа пыратчĕ. Пĕлтĕрхи раштавăн 21-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ кăларнă "Чăваш Республикинче патшалăх управленине лайăхлатассипе çыхăннă мерăсем çинчен" указпа килĕшÿллĕн туризм ыйтăвĕпе малалла ЧР Культура министерстви ĕçлеме пуçларĕ.

Канаш ларăвĕнче иртнĕ çул асăннă ыйтупа мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕç. Ун пирки физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев доклад турĕ. Алексей Николаевич палăртнă тăрăх - Координаци канашĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçланă. Мĕнле ĕçсем пирки сăмах пырать-ха? Тĕп мероприятисен шутĕнче - республикăри турорганизацисем Мускавра йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери "Интурмаркет - 13" курава, Чул хулари "Атăлçие уç" фестиваль-презентацие, Пĕтĕм тĕнчери "Аслă Атăл" автокаравана хутшăнни. Автокараван континентсен хушшинчи "Чейĕн аслă çулĕ" турист маршручĕпе çула тухнă.

Республикăра хальхи вăхăтра 130 ытла турфирма /2013 çулта - 125/. Вĕсем иртнĕ çул 134 пине яхăн çын ыйтăвне тивĕçтернĕ /9 пине яхăн ытларах/. Чикĕ леш енне 34 пин çын кайса килнĕ /4 пин ытларах/. Турист организацийĕсем паянхи кун тĕлне 630 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Чăваш Ен çыннисем малтанхи пекех Египет, Турци, Таиланд, Греци, Европа çĕр-шывĕсенче канма кăмăллаççĕ. Иртнĕ çул Шупашкар юхан шыв портне туристсен 405 теплохочĕ чарăннă. Çак кăтарту 2013 çулхинчен самай пысăк. Пассажирсен шучĕ те малтанхинчен 17 пин çын ытларах. Пĕлтĕр республика çыннисене пурĕ 38 млн тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу кÿнĕ пулсан, çав шутра туризм отраслĕ енĕпе - 1500 млн тенкĕ /çиччĕмĕш вырăн/.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов вара туризма аталантарас тĕлĕшпе кăçал мĕн тума палăртни пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Республика правительстви туризм пĕлтерĕшне шута хуни шанăç çуратать. Культура министерствинче малашне çак ыйтупа 4 çын ĕçлĕ, çавна май ятарлă сектор туса хунă. Сектор кураторĕ - министр çумĕ Иван Иванов.

Иртнĕ çул федерацин тĕллевлĕ "Раççей Федерацийĕнче шалти тата тулашри туризма аталантарасси /2011-2018 çулсем/ программине "Этническая Чувашия" турист кластерĕн проектне кĕртнĕ. Ăна пурнăçа кĕртсен пирĕн республикăна туристсене явăçтарсси темиçе хут ÿсĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 7,5 млрд тенкĕ. Çав шутран 1,7 млрд тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрма палăртнă, Чăваш Ен бюджетĕнчен - 300 млн тенкĕ, ыттине - уйрăм инвесторсем.

Вадим Петрович палăртнă тăрăх, çывăх вăхăтри тĕллевсенчен пĕри - çул хĕрринчи сервиса /автомобильсен федераци трассисене, çавăн пекех Атăл хĕрринчи хутлăхсене/ йĕркене кĕртес тĕлĕшпе инвестици проекчĕсем хатĕрлеме хавхалантарасси, ял, экологи, культура, сывлăха çирĕплетекен туризма аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлесси.


Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.