Комментари хушас

26 Нарăс, 2014

Аделина Сотникова - Чăваш Енĕн ылтăн хĕрĕ

Унăн ятне халĕ Раççей кăна мар, пĕтĕм тĕнче пĕлет. Вăл - пăр çинче эрешлесе ярăнакан хĕрсенчен чи пултарулли те чи сумли. Пике Чăваш Енре пурăнакансемшĕн те çывăх: 17 çултах Олимп тÿпине çĕкленнĕ спортсменка - Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн /1919-1994/ мăнукĕн хĕрĕ.

Александр Кочетов - вăрçă паттăрĕ

Александр Кочетов Улатăрта çуралса ÿснĕ, унăн ашшĕпе амăшĕ ĕмĕрĕпех заводра ĕçленĕ. Ывăлĕ çумне те пĕчĕклех «куршанак çыпăçнă». ФЗУ шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн 17-ри яш Улатăр станцийĕн деповĕнче машинист пулăшуçинче вăй хунă, çав вăхăтрах хулари аэроклубра вĕреннĕ. 1938-1940 çулсенче - Энгельсри вĕçев училищин курсанчĕ, унтан Киеври çар округĕнче службăра тăнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта кайнă. Летчик-истребитель, звено тата авиаци эскадрилйин командирĕ пулнă. Тÿпене 488 хут хăпарнă, тăшманăн 34 самолетне сирпĕтнĕ. Кăнтăр-хĕвел анăç фронтĕнче çапăçнă. Мускава, Сталинграда, Севастополе хÿтĕлеме хутшăннă.

"1944 çулта Крыма фашистсенчен хăтарнă хыççăн 25-ри летчик тăван тăрăха килсе кайнă. Пĕтĕм халăх ăна ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ, çавăн чухнех вăл депона /хăйĕн пĕрремĕш ĕç вырăнне/ кĕрсе курнă. Вăрçă паттăрне курса хавхаланнă çынсем самолет туянма укçа-тенкĕ пухма тытăннă. Хула халăхĕ пуçтарнă укçапа каярах 12 самолет вĕçеве тухнă", - аса илет иртнине Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Антонина Чепаксина.

Фронтра паттăрлăх кăтартнăшăн Александр Кочетова сумлă чылай наградăпа чысланă. "Герой ятне ăна 1944 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче панă, - пĕлтерчĕ истори наукисен докторĕ Иван Бойко. - Вăл - Ленин, Хĕрлĕ Ялав /икĕ хут/, I степень Тăван çĕр-шыв вăрçин /3 хут/ орденĕсен тата вун-вун медаль кавалерĕ. Унăн ячĕпе Шупашкарта тата Улатăрта урамсем хисепленеççĕ. Кадетсен шкулĕ те унăн сумĕпе мухтанать. Совет Союзĕн Геройĕн ятне ЧАССР Паттăрлăх тата Ĕç Мухтавĕн хисеплĕ кĕнекине кĕртнĕ".

Вăрçă хыççăн саппасри майор Улатăра таврăннă. Чылай çул хулари пăравус машинисчĕсен шкулĕн пуçлăхĕн çумĕнче, ДОСААФăн районти аэроклубĕнче звено командирĕнче ĕçленĕ. Шупашкара куçса килсен вăл малтан радиотехника шкулне ертсе пынă, каярах - стрелоксен спорт клубĕн пуçлăхĕ.

Мăн кукашшĕ пекех хăюллă

Александр Кочетов вăрçă паттăрĕ пулнă, унăн мăнукĕн хĕрĕ Аделина Сотникова спорт аренинче хастарлăхпа тата ăсталăхпа тĕлĕнтерсе Олимп чемпионки ятне тивĕçрĕ. Ку таранччен пирĕн çĕр-шыври хĕрарăм фигуристсенчен /пĕччен ярăнассинче/ никам та ылтăн медаль çĕнсе илмен. Çапларах вăл - паянхи паттăр.

Çамрăк спортсменка мăн кукашшĕне нихăçан та курман, хĕр çывăх çынни вилсен /1994/ тепĕр икĕ çултан çуралнă. Аделинăн амăшĕ Ольга спортсменка пулнă: акробатикăпа туслашнă, анчах йывăр суранланнă. Чемпионкăн ашшĕ Дмитрий, сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскер, нумай çул ШĔМ тытăмĕнче ĕçленĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Хĕр ача 4 çулта чухне пĕрремĕш хут коньки çине тăнă, "Кăнтăр" пăр катокĕнче /Мускавра/ пирвайхи утăмĕсене тунă. Тепĕр виçĕ çултан вăл ЦСКАна куçнă, унтах ăна Раççей тата Европа чемпионки, пултаруллă тренер Елена Буянова /Водорезова/ асăрханă, хăйĕн хÿттине илнĕ /2004/.

2008-2009 çулсенче Аделина Сотникова Раççей ăмăртăвĕнче тата çĕр-шыв чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Каярах юниорсен тĕнче чемпионатĕнче гран-прие виçĕ хут тивĕçнĕ. Вăлах - Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ /2013, 2014/, Раççейĕн виçĕ хут чемпионки, 2012 çулта çамрăксен Олимпиадинче кĕмĕл çĕнсе илнĕ. Кăçал медальсен пухмачĕ чи сумлă наградăпа пуянланчĕ - Олимп вăййисен "ылтăнĕ". Пысăк çитĕнÿпе палăрнă спортсменкăна РФ Президенчĕ В.Путин Туслăх орденĕпе чысларĕ. Халĕ вăл - РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ.

Фигуристсен хушшинче хĕре вундеркинд теççĕ, мĕншĕн тесен вăл 13-рех чи кăткăс каскадсем тума тытăннă. Паянхи кун Олимп чемпионки Пĕтĕм тĕнчери конькипе ярăнакансен союзĕн рейтингĕнче 6-мĕш вырăнта.

"Ку çитĕнÿ патне Аделина чылай çул талпăнчĕ. Çавăнпа çăмăлах пулмарĕ ăна. Командăсен ăмăртăвне ăна хутшăнтармарĕç, мăнукăм пăшăрханчĕ пулин те пуç усмарĕ. Пĕр енчен лайăх та - кашни кун спортзала çÿрерĕ, тренировка хыççăн тренировка. Эпир, çывăх çыннисем, ăна хавхалантартăмăр, хăвăншăн ярăн терĕмĕр. Телее, ăна ăнчĕ", - пĕлтернĕ пирĕн ентешĕмĕр, Сергиев-Посадра пурăнакан кукамăшĕ Ангелина Кочетова /Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн хĕрĕ/.

"Аделина мăн кукашшĕ пекех хăюллă та маттур, нимĕнле йывăлăхран та хăрамасть. Ача чухне те ачаш пулман, ашшĕ-амăшне итленĕ. Чăннипе, унăн вĕсен çумĕнче ларма та вăхăт çукчĕ: кашни кун каток çине васканă. Пăр çинче эрешлесе ярăнасси уншăн - пĕтĕм пурнăç", - тенĕ Ангелина Александровна. Çавăн пекех вăл Чăваш Ене мăнукĕпе килсе курасси пирки те пĕлтернĕ: "Улатăрта икĕ çул пулман. Аделинăна пĕчĕккĕ чухне илсе килеттĕмĕр, ăмăртусене çÿреме тытăнсан унăн вăхăт сахалланчĕ, халĕ хам та сайра хутра куратăп".

Улатăрта Александр Кочетовăн çывăх çыннисене хаваспах кĕтеççĕ. Унта вĕсен тăванĕсем пур: Анатолипе Любовь Федотовсем. Вĕсем тĕнчипе паллă тăванĕпе мухтанаççĕ, ăна ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунаççĕ. "Аделина çав тери маттур. Пире пысăк çитĕнÿпе савăнтарчĕ. Вăл Олимп вăййисен арени çине тухиччен хумханнипе ыйхă килмерĕ, уншăн турра кĕл турăмăр. Пирĕншĕн вăл Александр Васильевич пекех чăн-чăн паттăр", - хавхаланса калаçрĕ Анатолий Николаевич.


Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.