Комментари хушас

26 Нарăс, 2014

Сăпках çакар мар-ха...

Хулио Торри философăн çакăн пек каларăш пур: «Хĕрарăма пÿрнĕ çут çанталăк вăйĕ аçа-çиçĕмпе, çилпе, электричествăпа тан». Йывăрлăхсем хĕрарăма тата вăйлăрах тăваççĕ, çирĕплетеççĕ. Хĕрарăма эпир çут çанталăкăн черчен çуррийĕ тетпĕр пулин те, чăнах та, унăн вăй-хăватĕнчен, тÿсĕмлĕхĕнчен, чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Кирлĕ чухне вăл тулли миххе кăна мар, арçынна хăйне те нимĕн те мар йăтса çĕклеет... Çавăн пек вĕсем - пирĕн чăваш хĕрарăмĕсем. Анчах паян сăмахăм вĕсем пирки мар-ха. Чăваш арĕн кăмăлĕ, характерĕ, тыткаларăшĕ çинчен сăмах пуçарасшăн.

Мĕн авалтан чăваш çемйисенче ача-пăчана: «Арçын - çемье пуçĕ, кил хуçи /çав вăхăтрах хĕрарăм хуçи те/ тесе вĕрентнĕ. Ахальтен-им халăхра: «Качча кайиччен хĕр - ашшĕн, çемьеленсен мăшăрĕн ирĕкĕнче»,- тесе калаççĕ. Ăна хисеплесе, чуп туса, упраса кăна тăмалла иккен. Этемлĕхĕн вăйлă çуррине ытлашшипех мухтаканĕсем, чыслаканĕсем вара: «Хĕрарăм турри - арçын»,- теççĕ. Чимĕр-ха, капла эпир арçынсене ытлашшипех, виçесĕр ачашласа яман-и? Çакă паян кăна пуçланнă пулăм мар, унăн тымарĕ чылай тарăн. Ара пепке çут тĕнчене килсенех ăна уйăрса пăхма тытăнатпăр. Хĕр ачана «кĕмĕлпе» кăна танлаштаратпăр, арçын ачана вара «ылтăн» тетпĕр. Ылтăн çутăрах та хаклăрах пулнă пек ывăлĕ те амăшĕшĕн çывăхрах. Упăшкине чунтан юратакан кирек епле хĕрарăм та мăшăрне тата та хăпартлантарас, хĕпĕртеттерес тесе арçын ача çуратма ĕмĕтленет. Эх, ачасене çапла уйăриччен пепке çут тĕнчене сывă килнĕшĕн, таса пулнишĕн ытларах хĕпĕртесчĕ. Пÿлĕхçе тав тăвасчĕ. Пурнăçăмра темĕн те курма, илтме тÿр килчĕ. Хăш-пĕр арçын арăмĕ хĕр ача çуратсан: «Каллех пĕç тăрăх юхтараканнине илсе килтĕн»,- тесе кăмăлсăрланнине асăрханă. Çав вăхăтрах ывăлĕсем мар, хĕрĕсемех çитĕнсен ашшĕсене пăхаççĕ. Чылай чухне хунямăшĕпе хуняшшĕне те кинĕ пулăшать, хавхалантарать, йывăрлăхĕсене татса пама витĕм кÿрет. Ывăлĕ амăшне мунчара çумастех. Кинех вĕткеленет, хыпкаланать. Анчах вăхăтĕнче ăна ывăлĕпе танах хисеплемелле, юратмалла пулнине питĕ кая юлса кăна ăнланса илетпĕр çав.

«Ачамсене /арçын ачапа хĕр ача/ ÿстернĕ чухне ытларах ывăл кăмăлне тивĕçтерме тăрăшаттăм. Çитĕнсен те Олега нумайрах пулăшаттăм. Хĕрĕме темшĕн уйăрса хăварнă çав. Ывăл авланчĕ те манран сивĕнчĕ. Йăлт арăмĕн ирĕкне кĕрсе ÿкрĕ. Маларах хăйĕн вăрттăнлăхĕсене те каласа параканскер халĕ пач калаçми пулчĕ. Çуралнă кунпа мана парне панăшăн та кинĕм сăмахланă. Халĕ хĕрĕм куçĕнченех пăхатăп. Вăлах сиплет, пăхать. Эх хĕрĕме малтанах пулăшмалла пулнă та. Ытла та кая юлса ăнланса илтĕм çав ăна»,- çапла ÿкĕнсе каласа пачĕ мана пĕлĕшĕм. Хăш-пĕр хĕрарăм ывăлĕ авлансан кинне ытларах юратнăшăн та кĕвĕçет. Кĕрÿпе кине те çемьесенче раснарах йышăнатпăр-çке. Хĕр яланах кинрен лайăхрах. Кĕрÿ вара ывăл пекех калама çук хаклă, хисеплĕ çын. Кĕрĕвĕ килсен хĕрĕн амăшĕсем чупса кăна çÿреççĕ, темĕн кăларса хума та хатĕр.

Пĕлĕшĕмсем виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Тĕпренчĕкĕсене ытла та юратнăран кил-тĕрĕшри, пахчари ĕçĕсене йăлт хăйсем тунă. Апат çиме ларсан чăх, хур тукмаккисене вĕсене тыттарнă. Анчах ку ырă кÿни мар. Ĕç тĕлне пĕлмен арçынпа арăмĕсене те пурăнма йывăр. Апла тăк - эпир хамăрах, хĕрарăмсемех, арçынна пăсатпăр. Мĕн пĕчĕкрен арçын ачана ытларах ĕçлеттермелле, çирĕп пулма хăнăхтармалла, кирлĕ чухне ятламалла та. Ятланăшăн вăл ашшĕ-амăшне юратма пăрахмасть. Çитĕнсен тĕрĕс воспитани панăшăн тав тăватех! Арçын хуçалăх ыйтăвĕсене татса пама пултартăр. Хĕрарăм вара ăна ăнланса хавхалантарса пытăр. Хаклă хĕрарăмсем, чиперуксем, ырăскерсем, айтăр-ха арçынна «сăпка çакма» пăрахар! Йĕри-тавра пăхан та - йĕркеллĕ, çирĕп, тĕреклĕ те кĕрнеклĕ арçын юлмарĕ те вĕт. Çемçешкескерсем ним тăвайман енне эрех ĕçеççĕ. Йывăрлăхран хăтăлмалли çул-йĕр пĕр çавă çеç вĕсен. Арçын ачана та хĕр ачаран уйăрса ытларах савма пăрахар. Ывăлсене ыранхи пурнăç валли тĕрĕс хатĕрлер. «Ачаш хĕртен - ясар пулать, ачаш ывăлтан вăрă пулать»,- тесе ахальтен сăмах кăларман ĕнтĕ.

Пĕтĕмлетерех калас тăк - арçынпа та йывăр, арçынсăр та çăмăл мар. Апла та капла та тÿсмелле. Çакнашкал хĕрарăм шăпи.


Анна Васильева.

Вăрнар районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.