Юрăçăн çăлтăрлă çулĕ
Ял çумĕнчех - çавра кÿлĕ. Вунулттăри Петя, юрлама юратаканскер, кимĕпе çав кÿлĕ варрине ишсе кĕрет те каçсерен ял халăхне вырăс халăх юррисене юрласа савăнтарать. Пĕрин хыççăн тепри шăранаççĕ чуна тыткăнлакан кĕвĕсем: "Вижу чудное приволье", "Когда я на почте служил ямщиком", "Тонкая рябина", "На муромской дороге..."
Никульевка салин çыннисем кÿлĕри концерта хаваспах итлеççĕ.
- Анна, ку ывăлна артист пулмах çуратнă пулĕ эсĕ. Авă, епле меллĕ илтерет... Кĕввисене те питĕ çыпăçуллă тытса пырать, сăввисене те йăлтах астăвать, - теççĕ вĕсем.
- Ара, хам та юрăран уйрăлмастăп та, хамах хыврĕ пуль ĕнтĕ, улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ те, - йăвашшăн тавăрать вĕсене Анна Степановна, колхозри паллă агрономăн, Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ Дмитрий Петрович Заломновăн мăшăрĕ. - Кам пуласси пирки мĕн калама пĕлес ĕнтĕ халĕ? Пире пурпĕрех: артист пулсан артист пултăр, рабочи пулсан рабочи пултăр. Сывлăхне упратăр та этем чысне ан çухаттăр... Çавă пурнăçра чи хакли...
Ÿнер хăвачĕ, çынна хăй аллине çавăрса илчĕ пулсан, вĕçертместех çав. Петĕр те, шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пензăри вырăс халăх хорне юрлама вырнаçнăскер, малалла вĕренме те музыка училищинех кĕрет. Унтан - Чулхулари консерватори. Вокал уйрăмне вунпĕр вырăна çĕр çын пынă. Заломнов йывăр конкурс витĕр тухса аслă шкул студенчĕ пулса тăрать.
Унăн преподавателĕ Екатерина Иофель сасăпа ĕçлес енĕпе паллă ăста шутланнă. Майĕпен, пĕчĕк тĕллев хыççăн пысăкраххи патне ăнăçлă çавăтса пынă вăл çамрăк юрăçа. Лайăх ăнланнă Екатерина Константиновна: кирек мĕнле таланта та искусствăн анлă çулĕ çине тухма пулăшу кирлĕ. Çав пулăшăва йышăнма, хăйĕн ĕçĕпе аталантарма пултаракан çирĕп характер кăна çитĕнÿ тума вăй-хал çитерет. "Пулла шывран туртса кăларма та майне пĕлни кирлĕ", - тенĕ халăхра. Ÿнер ăсталăхне туптасси вара - уйрăмах яваплă тивĕç: вăлта тытса шыв хĕрне анса ларма кашниех пултарать пулсан, опера театрĕн сцени çине тухса Евгений Онегин партине юрласси - пиншер çынран пĕрин ăраскалĕ. Хăйĕн тĕллевĕ çине çак шайпа пăхма хăнăхтарни студента ÿсĕм çулĕ çине кăларнă. Педагогпа, Яков Россин концертмейстерпа, ырми-канми ĕçлени Петр Заломнова професси пахалăхĕн пысăк вăрттăнлăхĕсене алла илме май параççĕ. Юрăç сасса тĕрĕс тытса пыма хăнăхать, кĕвĕри шухăш-кăмăла хăй туйăмĕпе чун кĕртме вĕренет.
1970 çулта çамрăк солист Шупашкарти оперăпа балет театрне килет. Театрĕ хăй те çамрăк пулнă-ха ун чухне: Борис Марков пек пуçаруллă та хастар çынсем вăй хунипе наци культурин ĕшнинче тин çуралнă хитре йывăç пек илĕртÿллĕн ешерсе ларнă вăл. Çăлкуç пек тапса тăрать юрăçсен, ташăçсен, оркестр вăйăçисен хавхаланăвĕ, ара, вĕсене пÿрнĕ-çке авалхи халăхăн пĕрремĕш оперисемпе балечĕсене тĕнче умне кăларма! Мĕн тери тивлетлĕ те яваплă вăхăт! Çапла Федор Васильевăн "Шывармань", "Хамăр ялсем", Григорий Хирбÿн "Нарспи", Аристарх Орлов-Шуçăмăн "Çăлтăрлă çул", Анисим Асламасăн "Çеçпĕл" оперисем пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ сцена çине, Тимофей Фандеев, Геннадий Максимов, Александр Васильев тата ытти чăваш композиторĕ хăйсен пысăк калăпăшлă хайлавĕсене çыраççĕ.
Çавăнпа пĕрлех труппа классика произведенийĕсене те лартать. Баритон сасăллă Петр Заломнов чăваш репертуарĕнче те, П.Чайковский, С.Рахманинов, Д.Россини, С.Гулак-Артамовский, Д.Верди, Ш.Гуно, А.Бородин тата ытти классикăлла оперăсенче те тĕп партисене юрлать, спектакльсене хăйĕн вăйлă та илемлĕ сассипе, ĕнентерÿллĕ вăййипе витĕм кÿрет.
Пĕр ăнăçупа та лăпланса лармасть юрăç, хăйĕн умне пысăкрах та пысăкрах тĕллевсем лартса пырать. Аслă юлташĕсенчен Мефодий Денисовран, Тамара Чумаковăран, ытти театр ăстинчен вĕренет. Çав тĕллевпех вăл Раççейри Гнесинăсен ячĕллĕ музыка академийĕнче пĕлĕвне ÿстерет, паллă композиторсен юррисемпе романсĕсемпе концерт программисем хатĕрлесе çĕршыв тăрăх çÿрет. Унăн юррисене Шупашкарти, Мускаври радиопа телекурав редакцийĕсем фонд валли çырса илеççĕ, вĕсем эфирта тăтăшах янăраççĕ, магнит альбомсем пулса пысăк тиражпа саланаççĕ.
Кăçал Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ Петр Заломнов пирĕн оперăпа балет театрĕнче ĕçлеме тытăннăранпа 45 çул çитрĕ. Уяв каçĕнче Петр Дмитриевич ятарласа ун ячĕпе лартнă "Севильский цирюльник" оперăра халăха хаваслă та çивчĕ ăслă, нимĕнле лару-тăрура та пуçне усман Фигаро сăнарĕпе савăнтарчĕ.
- Тавтапуç! - тесе пуç тайрĕ ăна пухăннă халăх, малашне те тăван театр сцени çинче курнăçма яланах хатĕр пулнине пĕлтерчĕ.
Тĕрлĕ премисен лауреачĕ, Чăваш Патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ çĕнĕ юрăçсем хатĕрлес енĕпе те ырми-канми тăрăшать, талантлă çамрăксем пурришĕн чунтан хĕпĕртет. Пăхма кăмăллă пулчĕ: юбилей спектаклĕнче хăй вĕрентнĕ Иван Снигирев тенор тата Андрей Николаев бас пĕрле юрларĕç, пысăк ăсталăх кăтартрĕç.
Шанас килет: çăлтăрлă çулпа сулмаклăн утакан халăх артисчĕ пире хăйĕн хавхалануллă та йыхравлă сассипе малашне те савăнтарсах тăрĕ.
Юрий СЕМЕНТЕР.