Энтриелсен «Чĕкеçĕ» чăвашла «чĕвĕлтеттĕр»
Августăн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Йĕпреç тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах Энтриелĕнчи К.Е.Евлампьев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулпа паллашрĕ. Михаил Васильевича тата унпа пĕрле килнĕ Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членне Вадим Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне Юрий Попова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçине Лев Куракова кунта ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Йĕпреç район пуçлăхĕ Александр Яковлев, район администрацийĕн ертÿçи Николай Чугаров, Энтриел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев, шкул директорĕ Андрей Треньков кĕтсе илчĕç. Энтриелсемшĕн çак кун асра юлĕ - шкул çумĕнче 25 ача вырнаçмалăх «Чĕкеç» садик уçăлчĕ.
Энтриелĕнчи К.Е.Евлампьев ячĕллĕ 100 вырăнлă шкул - вĕр-çĕнĕскер. Ăна федерацин яла аталантармалли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн 2012 çулта кăна хута янă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кунта пурĕ 53 ача пĕлÿ илнĕ. Кăçал вара сентябрĕн 1-мĕшĕнче шăнкăрав сасси тепĕр икĕ ачашăн янăрĕ. Халĕ, акă, ятарлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн шкул çулне çитменнисен ушкăнне уçма май тупнă. Михаил Игнатьевпа хаклă хăнасем ачасем занятисем ирттермелли, çывăрмалли пÿлĕмсене кĕрсе курчĕç. Ача-пăча площадкипе паллашрĕç. Михаил Игнатьев шкул коллективне, вĕренекенсене тата ял çыннисене саламланă май паянхи кун ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма мĕнпур услови тунине палăртрĕ. «Çĕнĕ ача сачĕсем вĕренÿпе аталану хатерĕсемпе пуян. Пурлăх базине пуянлатма та укçа-тенкĕ уйăратпăр. Шантарнине яланах пурнăçлатпăр эпир. 2010-2014 çулсенче Чăваш Енре 40 садике çĕнетсе хута ятăмăр, 20 пин ытла хушма çĕнĕ вырăн уçрăмăр. 2015 çул вĕçлениччен тата 7 учреждени уçăпăр, 2 пин ытла хушма вырăн тăвăпăр», - шантарчĕ вăл.
Хăнана Энтриелсен çамрăк ăрăвĕ чăваш çипуçĕпе, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. «Ялта çĕнĕ шкул уçăлнăшăн питĕ хĕпĕртенĕччĕ эпир виçĕ çул каялла. Эпĕ те 45 çул каялла кунти шкултах вĕреннĕ. Халĕ хам вĕрентетĕп. Халĕ ача сачĕн ушкăнне уçни те пысăк пулăм. Воспитани ĕçĕшĕн питĕ аван ку. Эпир, вĕрентекенсем, республика ертÿлĕхне вĕренÿпе воспитани ĕçне тĕпе хунишĕн, пысăк тимлĕх уйăрнишĕн тав тăватпăр», - терĕ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Анатолий Николаев. «Пуçлăхсен ĕçне халăх яланах вĕсем вĕренÿпе медицина ыйтăвĕсене мĕнле пăхни тăрăх хакланă. Чăваш Енре юлашки çулсенче чылай садикпе шкул çурчĕ уçăлчĕ. Медицина учрежденийĕсем те хута кайрĕç, чылайăшне юсаса çĕнетрĕç. Малашне те çак çултан пăрăнмасса шантарать республика ертÿлĕхĕн паянхи ĕç-хĕлĕ», - хăйĕн шухăшне палăртрĕ Лев Кураков академик.
Михаил Игнатьев мероприятие ятарласа пухăннă ял çыннисемпе курса калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Энтриелсене, уйрăмăн илсен ача амăшĕсене, медицинăпа сиплев ыйтăвĕсем канăçсăрлантараççĕ. Сăмахран, Йĕпреç больницинче УЗИ аппарачĕ, ытти оборудовани кивелни, тин çуралнă ачасене ятарлă специалистсем вырăнтах йышăнманни, Шупашкара ăсатни пăшăрхантарать. Михаил Васильевич çамрăк амăшĕсене ку ыйтăва уçăмлатасси, тивĕçлĕ йышăну тăвасси çинчен каларĕ.
Энтриелĕнчи çĕнĕ шкул та, ача сачĕн уйрăмĕ те илемĕпе, тирпейлĕхĕпе, хăтлăхĕпе тыткăнларĕ килнисене. Пÿлĕмсенче те, шкул картишĕнче те чечексем ешереççĕ. Шел, çак чаплă пĕлÿ çуртне çÿрекен ача йышĕ хальлĕхе сахалрах-ха.
Михаил Васильевич Йĕпреç тăрăхĕнче çитсе курнă тепĕр учреждени - психоневрологи интерначĕ. Вăл республикăра чи пысăккисенчен пĕри. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, психоневрологи интерначĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Тюрин паллаштарчĕç. Михаил Игнатьев чирлисен палатисене, столовăйне, сиплев пÿлĕмĕсене, котельнăя кĕрсе курчĕ, кунта ĕçлекенсемпе сăмахларĕ. Асăннă çуртра маларах ваттисен çурчĕ пулнă-мĕн. 1976 çултанпа вара кунта психикăпа неврологи чирĕсемпе аптракансен интернатне хута янă. Вăл 22 зданипе сооруженирен тăрать. Территорийĕ - 11 гектара яхăн. Интернатра 405 çын хăтлăхпа хÿтлĕх тупнă. Вĕсенчен чылайăшĕ кунта нумай çул пурăнать. Асăннă сиплев учрежденийĕнче паян 160 çын вăй хурать. Вĕсем кунта пурăнакансем хăйсене килти пекех ирĕклĕ, лайăх туйччĕр тесе май пур таран условисем туса пама тăрăшаççĕ. Чирлĕ пĕр çынна тытса тăма патшалăх уйăхне 20 пин тенкĕ уйăрать. «Сире пурсăра та пархатарлă ĕçĕршĕн, тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăхшăн тав тăватăп. Юсав ĕçĕсем хыççăн интернат самай улшăннă. Ăна халĕ республикăра чи лайăххисен йышĕнче теме те пултаратăп. Чирлисем валли мĕнпур услови туса панă. Территори те пысăк. Унта пахчаçимĕç, чечексем ÿстерни - паха», - терĕ Михаил Васильевич. Интернатра ĕçлекенсем те ăна чылай ыйту пачĕç, республикăри халăх сывлăхĕпе çыхăннă ыйтусене тĕпе хунăшăн тав турĕç.
Çак кунах Михаил Игнатьев Йĕпреçри «Спартак» стадионта Чăваш Республикинчи ĕç коллективĕсен III Спартакиадине уçнă çĕре те хутшăнчĕ. «Сывă та вăй-халлă çын кăна йывăрлăхсене çĕнтерме, малалла аталанма пултарать. Эпир халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарса пыратпăр. Юлашки çулсенче 50 спорт объекчĕ хута ятăмăр. Йĕпреçсене чаплă стадион парнелерĕмĕр. Кунта чун киленичченех футболла выляма пулать. Спорт объекчĕсене малашне те тăвăпăр. Сире пурсăра та çĕнĕ çĕнтерÿсем, çĕнĕ наградăсем çĕнсе илме сунатăп», - спортсменсемпе пухăннисене ырă сунчĕ вăл.
Раиса ИВАНОВА