Комментари хушас

11 Çурла, 2015

Тĕнчипе паллă тăванăмпа мухтанатăп

1962 çулхи август уйăхĕнче çывăх тăванăмăр Андриян Григорьевич Николаев легендарлă "Восток-3" космос карапĕпе тĕнче уçлăхне вĕçнĕ хыççăн, пирĕн çемье Патăрьел районĕнчи Люля поселокĕнчен Шупашкара куçса килчĕ. Эпĕ ун чухне 3 çултаччĕ.

Августăн 25-мĕшĕнче пире Гагарин урамĕнчи туса пĕтереймен çуртра виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер уйăрса пачĕç. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче çĕнĕ пÿрт ĕçки турăмăр. Атте - Иван Григорьевич, космонавтăн пиччĕшĕ - Чăваш АССРĕн Вăрман хуçалăхĕн министерствинче, анне - Елена Кузьминична - Шупашкарти 10-мĕш вăтам шкулта ĕçлеме пуçларĕç. Эпĕ ялта мĕнле пурăннине лайăхах астумастăп, каярах мĕн пулни вара пурнăçăма илемлĕ те çутă сăрăсемпе пуянлатрĕ.

Кăшт маларах, августăн 10-мĕшĕнче, манăн аттене Шупашкара васкавлăн чĕнсе илнĕ, тепĕр кунне вара çĕршыв тата тĕнче космонавтикин историйĕнче паллă та чаплă пулăм пулнă - Андриян Григорьевич уçлăха çĕкленнĕ. Эпĕ мĕн пулса иртнине ун чухне ăнланман, çапах çутă та вăраха тăсăлакан уяв çитнĕн туйăннине халĕ те астăватăп.

Аттен шăллĕ Андриян Николаев космосран çĕр çине чипер-йĕркеллĕ таврăннă хыççăн тăван тăрăхне килнĕ кун тĕлне мана тата пиччене - Александра - моряксен çĕнĕ костюмне - ун чухне модăраччĕ вĕсем - тăхăнтартнăччĕ. Сăмсасăр карттуссем çине "Хăюллăскер" тата "Моряк" тесе çырнăччĕ. Çĕнĕ çипуç пире питĕ килĕшетчĕ, хамăрăн тăванăмăра кăтартас килетчĕ. Вăл Шуршăла киличчен эпир çурт хапхи умĕнчен пуçласа çул урлă ÿсекен лапсăркка йăмра айĕнче вырнаçнă пусă патне çити шукăльленсе çÿрерĕмĕр, мухтавлă тăванăмăрăн калинкке тăррине вырнаçтарнă пысăк портретне мăнаçланса пăха-пăха илетпĕр хамăр. Эпир те ыттисемпе пĕрлех чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр ăна, анчах, аслисемпе танлаштарсан - ача-пăча ĕмĕчĕсемпе - Андриян пичче пире валли яланах кучченеçпе парнесем илсе килетчĕ.

Андриян Григорьевич сентябрĕн 3-мĕшĕнче Шуршăла килсен мĕн пулса иртни çинчен прессăра анлăн çутатнă. Çакна çеç астăватăп: çын питĕ нумайччĕ, "Килеççĕ!" тесе çĕкленÿллĕн кăшкăрни, йăлтăртатса тăракан хура çăмăл машинăсем, вĕсенчен пĕринче - Андрей пичче. Унтан вăл тăванĕсене хыттăн ыталарĕ, пире пиччепе иксĕмĕре йăтса илсе чуптурĕ, моряк тумне курсан чăнласах та тĕлĕнчĕ-савăнчĕ. Юрă-кĕвĕ хыттăн янăрарĕ. Мухтавлă тăванăмăр тем çинчен питĕ нумай калаçрĕ. Йĕри-тавра пухăннă çынсем унăн кашни сăмахне тимлĕн итлерĕç, пурин пичĕсем те йăл кулăпа çуталчĕç, куçĕсем йăлтăртатрĕç. Калаçу вĕçленсен пурте чылайччен алă çупрĕç, унтан каллех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрама пуçларĕ. Андриян Николаев йышлă хăнасемпе пÿрте кĕрсе кайрĕ, эпир, телейлĕскерсем, урамрах юлтăмăр.

Чылай каярахпа, шкулта вĕреннĕ чухне, астăватăп, хама çĕр çинчи чи телейлĕ çын пек туяттăм, мĕншĕн тесен манăн çав тери тĕлĕнмелле лайăх тăван пур: космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, генерал-майор, унăн ячĕ историе "3-мĕш космонавт" тесе кĕрсе юлнă.

Сергей НИКОЛАЕВ,

3-мĕш космонавтăн тăванĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.