Комментари хушас

7 Çурла, 2015

Атте-анне çĕр çинче пĕрре

Кăçал Шупашкарта ватăсем валли «Забота» тÿлевлĕ пансионат уçăлнă. Кун пекки халиччен пулманччĕ-ха. Унта вырăнпа выртакансене те йышăнаççĕ.

Ĕлĕк ватă çын çумĕнче яланах çамрăк пулнă. Çавна май вăл тĕреке туйнах. Шел те, халĕ ашшĕ-амăшне пăхакан ача сахал. Укçа тÿлесе пансионата яракан та пур. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Галина Тюлина ?Волкова% вара ашшĕ-амăшне, аппăшĕ-йăмăкне, шăллĕне пăхма Çĕмĕрлерен килнĕ. Кил-çуртри пилĕк инвалидран пĕрремĕш ушкăнри - виççĕн. Ашшĕпе амăшĕ вара вырăнпах выртаççĕ.

Алĕç - чун киленĕçĕ

Галина Владимировна тăван йăваран вĕçсе тухса кайни вăтăр çула яхăн. Çĕмĕрлере унăн ĕçĕ те, хваттерĕ те пулнă. Ашшĕ-амăшĕ патне хăнана çеç килсе çÿренĕ. Çулсем иртнĕçемĕн çывăх çыннисем ватăлнă май чирлеме пуçланă. Кил-çурчĕ те хăйсем пекех «йăвашланнă». Шăпах çаксем хĕрарăмăн чĕрине ыраттарнă та.

«Маларах килме май пулмарĕ. Мĕншĕн тесен тăванăн ачине усрава илтĕм, - калаçăва пуçларĕ вăл. - Пилĕк уйăхри ачана вилĕм аллинчен туртса илтĕм ун чухне. Ÿпке шыççипе чирлĕскерне сыватрăм. Унпа больницăсем тăрăх çÿресе хăшкăлтăм. Çапах та ăна усрава илнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Халĕ Илюша пурте юрататпăр. Вăл пуриншĕн те хĕвел пекех».

Хăйĕн ывăлне пĕчченех çитĕнтернĕ вăл. Саша хальхи вăхăтра Урал тăрăхĕнче контракт мелĕпе хĕсметре тăрать. Амăшĕ унпа чăннипех мухтанать. Илюш вара кăçал 2-мĕш класра вĕренме пуçлĕ. Пĕчĕккĕллех йывăр чирленĕрен хăватлă эмелсемпе сипленĕ ăна. Çавна май вĕсем ачан хăлхи çивĕчлĕхне япăхлатнă. Çапах тăрăшса имлени сая кайман. Халĕ унăн сывлăхĕ лайăхланнине пĕлтерчĕ амăшĕ.

«Илюш виçĕ çулта чухне яла куçса килтĕм. Малтанах çав тери йывăрччĕ. Çитменнине тĕрлĕ сас-хура саракан та тупăнчĕ. Эпĕ атте-аннен пенсине илме килнĕ имĕш. Тарăхнă, йĕнĕ самантсем те пулнă. Çапах та эпĕ йывăрлăха çĕнтерме хăнăхнă. Хама хам алла илтĕм те малалла талпăнтăм. Аттепе аннене, аппана, шăллăмпа йăмăка больницăна вырттарса сиплерĕм. Атте сывлăхĕ ун чухнех япăхчĕ. Халь-халь пурнăçран уйрăлассăн туйăнатчĕ. Унтанпа вара пилĕк çул иртрĕ. Вăл паян кун та сывă. Ватă çынна юратса пăхнин пĕлтерĕшĕ пурах», - малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи.

Чирлĕ çынна пăхма мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлине нуша тÿссе ирттерекен çеç пĕлет. Тепĕр чухне куç та хупаймастăн. Çуратса ÿстернĕ атте-анне умĕнче çĕрĕ-çĕрĕпе ларма е черетпе çывăрма тивет. Кун пек чухне те Галя ахаль лармасть, алĕç тăвать. Вăл çыхнă япаласем лавккаринчен пĕрре те кая мар. «Валя аппапа ăмăртмалла çыхатпăр, - кăмăллăн сăмахлать вăл. - Эпир ку ĕçпе тахçанах «чирленĕ». Тепĕр чухне çывăрма та манатпăр. Чĕнтĕр çыхнă май чунри хуйхă-суйхă пусăрăнать. Алĕç тума ачаллах юрататтăм. Атте-аннерен кăмака çинче вăрттăн юбка-кофта çыхаттăм. Эпир çиччĕн пĕртăван çитĕннĕ. Пире тăрантарма, тумлантарма çăмăл пулман. Манăн вара пĕр-пĕр çĕнĕ япала çыхса тăхăнас килетчĕ».

Чун киленĕçне алăран ямасть. Хăйне валли çеç мар, тăванĕ-пĕтенĕ валли те çыхать. Ытларах вĕсене парнелет. Ялта, районта иртекен куравсене хутшăнма та вăхăт тупать. Кăçал Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра хăйĕн выставкине йĕркеленĕ хастар хĕрарăм. Унта хăй ăсталанă, çыхнă япаласене тăратнă. Ахальтен мар унăн алĕçĕпе паллашма таврари ялсенчен те килеççĕ.

Тепĕр чун киленĕçĕ уншăн - пахча. Чăн та, мĕн тĕрлĕ çимĕç ÿсмест унта. Чечексем вара куçа илĕртеççĕ. Хăйнеевĕр дизайнер та вăл. Акă кивĕ атă та пахчана илем кÿрет. Унăн кунчине тăпра тултарнă, чечек акнă. «Пахчана тухатăп та пĕтĕм хуйхă-суйхă сирĕлет. Пахчаçимĕç тухăçĕ, чечексен илемĕ чуна савăнтарать. Кăçал пĕр тĕп помидортан 37 çимĕç татрăмăр. Хĕле валли нÿхрепе апат-çимĕçпе тултаратăп. Çемье йышлă. Вĕсене çиме сывлăх çеç пултăр», - чунне уçрĕ Галина Владимировна.

Кĕске вăхăтрах вăл ял хушшинче ырă ят çĕнсе илме пултарнă. Халĕ ун пирки никам та усал шухăшламасть. Мĕншĕн тесен пилĕк çул хушшинче ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне çĕнетнĕ, карти-хуралтине йĕркеленĕ. Пушарта çунса кĕлленнĕ мунча-витене çĕнĕрен çĕклеме вăй çитернĕ.

 

Этем этеме Ан пул ытлашши

Атте-аннене пăхасси сăваплă ĕç шутланать. «Вĕсем пире çуратса ÿстернĕ, никама та интерната яман. Мĕншĕн манăн вĕсене ваттисен çуртне ăсатмалла? Ĕçе çухатнине пăхмасăр çывăх тăвана çумран ямастăп. Укçа вăл нихăçан та çитмест. Мана кун çути кăтартнă çыннăмсем вара çĕр çинче пĕрре çеç. Йышлă ача-пăча çуратса ÿстернĕ ашшĕ-амăшне ватлăхра пăхакан çукки тĕлĕнтерет. Вĕсене пĕр шелсĕр ваттисен çуртне кайса яраççĕ. Намăса пĕлмесĕр унта пенси укçи илме çÿрекен те пур. Этемре çынлăх пĕтсе пырать. Ватта ăшă кăмăлран ытла нимĕн те кирлĕ мар», - терĕ Галя пăшăрханса.

Волковсен кил-çуртĕнче паян тăххăрăн пурăнаççĕ. Йăмăкĕн ачисене те хăй çумне пуçтарнă вăл. Вĕсене те юратса пăхать, ĕçлеме вĕрентет. Кил-çурчĕ, пахчи тирпейлĕ. Малашне выльăх-чĕрлĕх тытма ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Качака туяннă та ĕнтĕ. Ватă çыншăн, ача-пăчашăн унăн сĕчĕ сиплĕ пулнине пĕлсех илнĕ ăна. Чи кирли - ашшĕ-амăшĕн чунĕ лăпкă пулни. Вĕсен çумĕнче ют çын мар, тăван ачи-пăчи. Вăй-хал тапса тăнă вăхăтра Владимир Степановичпа Анастасия Васильевна Волковсем те ялта хисеплĕ, сумлă çынсем шутланнă. Кил хуçи ял канашĕн ертÿçинче, ферма заведующийĕнче, хуçалăх бригадирĕнче тăрăшнă, мăшăрĕ вара - ял столовăйĕнче.

Пурнăç хăш çулпа чуптарнине никам та пĕлмест. Вăй-хал йăвашлансан çумра тĕрек пурри ватă çын чунне савăнтарать. Ачисем çеç мар, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕ те пăхать-çке вĕсене. Пĕчĕк Илюш аслисенчен вĕренет. Ватта сума сăвакан хăй те ватă пулакан тени тĕрĕсех. Тăватă ăру килĕштерсе пурăнать çак çуртра. Пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, хисеплеççĕ вĕсем. Кун пек чухне Митта Ваçлейĕн сăвă йĕркисем пуçа килеççĕ:

Ăс патăр ватти,

Вăй патăр яшши.

Этем этеме

Ан пул ытлашши.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.