Комментари хушас

22 Нарăс, 2014

Çамрăк учительсене шкул илĕртмест

Иртнĕ кĕçнерни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсемпе тата унтан вĕренсе тухнă çамрăк специалистсемпе тĕл пулчĕ.

«Обществăра вĕренÿ тытăмĕн ĕçĕ-хĕлне хурлакан чылай. «Ывăл-хĕре педагогика аслă шкулне вĕренме ямаллах-ши?» - иккĕленет ашшĕ-амăшĕ. Самана улшăннă тапхăрта учитель авторитечĕ çухалнин витĕмĕ халĕ те сирĕлсе пĕтеймен-ха.

Вĕрентекен ят-сумне ÿстерес тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланать: учитель шалăвĕ ÿсет, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли çăмăллăхпа усă курма май пур. Шкулсене хальхи йышши тĕрлĕ хатĕрпе тивĕçтереççĕ, ялти вĕренÿ учрежденийĕнче те хăтлăх тĕлĕшĕнчен хуларинчен кая мар. Çапах диплом илнисем шкула ĕçе вырнаçма васкамаççĕ», - палăртрĕ Михаил Васильевич.

«Педагогикăра кадрсем ватăлса пыни вăрттăнлăх мар, çамрăксем 3% кăна. Пурнăç çулне шкулпа çыхăнтарма ачасенчен хăрани чăрмантарать ахăртнех», - пăшăрханчĕ ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов. Чăн та, çакна хăшĕ-пĕри хирĕçлеме пăхрĕ-ха. Çамрăк учительсем пурте пĕр саслăн: «Ачасемпе ĕçлеме килĕшет, вĕсене юрататпăр, пĕртте хăрамастпăр. Коллектив та питĕ лайăх», - тесе ĕнентерме тăрăшрĕç.

Çамрăк специалистсене чи хумхантараканни - çурт-йĕр ыйтăвĕ. Шăпах ун тавра чылай калаçрĕç те. Патшалăх тĕрлĕ программи пирки пĕрремĕш хут çакăнта илтнисем те тупăнчĕç. Çапах та пурнăçпа тан пыракансем те пур-ха. Акă, сăмахран, Шупашкарти 27-мĕш шкулти кĕçĕн класс учителĕ Мария Родионова хăйĕн савăнăçĕшĕн влаçрисене тав турĕ.

«Эпĕ шкулта виççĕмĕш çул ĕнтĕ, икĕ ставкăпа ĕçлетĕп. Хваттер илес тесе пĕлтĕр çулла çине тăрса тăрăшрăм. Йăлтах ăнăçрĕ - нимĕн хăрамалли те çук иккен, ума тĕллев лартмалла çеç. Кредит ставкине патшалăх субсидилерĕ, кивçене саплаштарма шалу çителĕклĕ. «Пурте сирĕн алăра», - хамăн вĕренекенсене те çапла вĕрентетĕп эпĕ», - ыттисене те хăйĕнчен тĕслĕх илме чĕннĕн илтĕнчĕç унăн сăмахĕсем.

Патăрьел каччи Юрий Выросов кăçал алла диплом илсен тăван районне таврăнасшăн. «Сывлăх сыхлавĕнче «Земство тухтăрĕ» проект ăнăçлă ĕçлет, «Ял учителĕ» текеннине хута яма май çук-ши? 1 миллион тенкĕ сисĕмлĕ укçа çапах та...» - кăсăкланчĕ Юрий Леонидович.

«Шел те, эсир асăннă программа тухтăрсен дефицитне тĕппипех пĕтерме пулăшаймарĕ-ха. Хальлĕхе çавăн йышши тепĕр проекта пурнăçа кĕртме май çук. Муниципалитет шайĕнче Патăрьелсем çамрăксене пысăк пулăшу кÿреççĕ. Унпа усă курса кил-çурт çавăрнă тĕслĕх чылай. Çавăнпа та тăван тăрăхра тĕпленме хатĕрленсе тĕрĕс тăватăр», - хавхалантарчĕ çамрăка Михаил Игнатьев.

Республика ертÿçине педагогикăра яшсем сахалли те кăсăклантарчĕ. Педуниверситетăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен проректорĕ Валерий Алексеев пĕлтернĕ тăрăх - студентсен йышĕнче каччăсем 25% яхăн, хăш-пĕр факультетра, сăмахран, физикăпа математика уйрăмĕнче 80% çитет.

5-мĕш курс студентки Ирина Петрова ача сачĕн воспитателĕ пулма ĕмĕтленет. Çамрăк специалистсене социаллă пулăшу парас программăпа килĕшÿллĕн Çĕрпÿ район администрацийĕ ăна уйăхсерен стипенди те тÿлет. Ирина ĕçлеме палăртнă ача сачĕ çĕкленет кăна-ха. Пике алла диплом илнĕ çĕре хута каятех вăл.

«Шалу шутласа панă хута алла илтĕм - 5600 тенкĕ тухать. Шкулта ачасем сахаллине кура эрнере 11 сехет кăна ĕçлетĕп...» - чун ыратăвне пайларĕ Сĕнтĕрвăрри пики Анастасия Демидова. «Хăшĕ-пĕри 26 сехет ĕçлет, çав вăхăтрах теприсен урок шучĕ çитмест. Çамрăксене ку енĕпе кÿрентерме юрамасть», - хута кĕчĕç студент-учителе. «Манăн та сехетсем тулли марччĕ, анчах та шкул директорĕ лару-тăрăва питĕ ăнăçлă татса пачĕ - организатор тивĕçне пурнăçлама шанчĕç. Вĕсем те, эпĕ те кăмăллă», - хушса хучĕ ĕçтешĕ.

«Тулли ставкăпа ĕçлетĕп. Вĕрентекенĕн вăтам ĕç укçи 20 пин тенке яхăн теççĕ. Манăн расчетка çинче, тĕслĕхрен, шалу - 4400 тенкĕ», - сăмах илчĕ физкультура учителĕ, 5-мĕш курс студентки, Елена Юркина. «Аванспа пĕрле-и? Тепĕр чух, темшĕн, ăна шалу вырăнне шутлама манаççĕ...» - тĕлĕнчĕ Владимир Иванов министр.

Чăнах та, хĕр аванса хушман-мĕн. «Шалу пĕчĕкки аслă пĕлÿ илни çинчен калакан документ çуккипе те çыхăннă», - ăнлантарчĕç ăна. Физкультура учительне ачасен урока çÿрес кăмăл çукки пăшăрхантарать. Класри 30 вĕренекенрен 10-шĕ спорт тумне ятарласа тăхăнса килмест-мĕн... «6-7 клас ачисем чупма-сикме хирĕçлени тĕлĕнтерет паллах. Эпир спортпа туслă, пĕр-пĕр кун сирĕн урока пырса курăпăр-ха», - шÿтлесе те чăнласа калаçрĕ Михаил Игнатьев. «Пирĕн колледжа та пырăр-ха. Эпĕ унта акăлчан чĕлхи вĕрентетĕп. Хамран аслă студентсемпе ĕçлеме тивет, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл мар», - калаçăва хутшăнчĕ тепĕр специалист.

Влаç представителĕсемпе çамрăксен хушшинче çураçулăх тата кăмăллă хутшăну çуралчĕ. Çавăнпа та-и, тен, чун ыратăвне уçма именмерĕç, чылай ыйту хускатрĕç. Шупашкар районĕнчи Çĕньялти шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекен Оксана Ильина калани вĕренÿ министрне тĕлĕнтерчĕ те. «Шкулсен пурлăх базине пуянлатма патшалăх укçа уйăрать-и? Сăмахран, манăн класра йĕркеллĕ хăма çук - линолеум сăрланăскер кăна. Унта пурă та начар çырать. Улăштарма ыйтатăп та: «Укçа çук», - теççĕ. Тата проектор шыра-шыра хăшкăлатăп...» - терĕ хĕр.

Тĕл пулу савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ. Пултаруллисене ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни çинчен калакан сертификат пачĕç. «Юратнă ĕçшĕн хавхалантарни пирĕншĕн пысăк чыс», - тав турĕ çамрăксен ячĕпе Анна Журавлева вĕрентекен.

Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.