Комментари хушас

5 Çурла, 2015

Лав вырăнтан хускалчĕ...

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ку ырă хыпара республикăри строительство комплексĕн предприятийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ ларăва уçнă чухне пĕлтернĕччĕ. Сăмах Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн федерацин Атăлçи регионĕнчи субъектсен ĕç тăвакан влаç органĕсемпе канашласа Шупашкар ГЭСĕн строительствине вĕçлемелли план-графика хатĕрлесе çитермелли тата унта палăртнă ĕçсене пурнăçлама тытăнасси çинчен кăларнă Хушу пирки пырать.

Проекта вĕçлесси - Шупашкар ГЭСĕн шыв управĕн шайне палăртнă чикке /68 метр/ çитересси - патшалăх пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăл çĕршывăн промышленноç тата ялхуçалăх продукцийĕн çуррине хатĕрлекен тата туса кăларакан 39 регион пурнăçĕпе тата ĕç-хĕлĕпе çыхăннă. Раççей Президенчĕ асăннă ыйтăва 2009 çултах çĕкленĕччĕ. Ун чухне вăл шыв шайне 68 метра çитерме май пуррине тишкерме сĕнчĕ, çавăн хыççăн Раççей Правительстви "РусГидро" компание проект документацине хатĕрлеме хушрĕ.

Раççей Президенчĕн сĕнĕвĕпе тата çĕршыв Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн "Атăлçи энергетикин инженер центрĕ" АУО - Шупашкар гидроузелне туса пĕтерессишĕн яваплă генеральнăй проектировщик - кирлĕ мĕнпур документа хатĕрлесе экспертиза витĕр кăларнă. Шупашкар гидроузелĕн шыв шайне хăпартни Чулхула облаçĕпе Чăваш тата Мари республикисенче çутçанталăка мĕнле витĕм кÿнине тишкерес тĕллевпе 2011 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2013 çулхи апрельччен Халăх итлевне /публичные слушания/ ирттернĕччĕ. Çак çивĕч ыйтупа кăсăкланакан кашни çын обществăн йышăну пÿлĕмĕсенче, "Атăлçи энергетикин инженер центрĕн" официаллă сайтĕнче тата "Отметка 68" порталта унăн пĕтĕмлетĕвĕпе паллашма, хăйĕн шухăшне палăртма, сĕнĕвне пама канăç паман ыйтăвне уçăмлатма пултарчĕ.

Енчен те Шупашкар ГЭСне тулли хăватпа ĕçлеттерсе ярас тесен пысăк шыв-шурлă тапхăрта Чулхула облаçĕнче, Чăваш тата Мари республикисенчи пурăнакан 17 пин çын умне тухса тăракан хăрушлăха сирме инженери хÿтĕлев сооруженийĕсем тумалла. Унсăр пуçне Чулхула тăрăхĕнчи Дзержинскри хими каяшĕсен свалкине, вăл вара Раççейре капашсăр чи пысăкки, тасатса тирпейлемелле. Проектра палăртнă тĕп мероприятисен пĕр пайне Шупашкар ГЭСĕн шыв шайĕ мĕнле пулнине пăхмасăрах пурнăçа кĕртмелле.

Раççей Президенчĕпе Правительствин йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн "РусГидро" компани проект документацине вăхăтра хатĕрлесе ăна Патшалăх экологи экспертизине сĕннĕ. Право йĕркинчи "шăйрăка" /строительствăна тытăниччен ăна укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли çăлкуçа палăртма тата çĕрпе усă курмалли право докуменчĕсене хатĕрлеме май çук/ пула Патшалăх экологи экспертизи документаци РФ тавралăха упрамалли саккунĕ ыйтнине хирĕçлени çинчен пĕлтерсе йышăну кăларнă. Экспертизăн чылай хирĕçле пĕтĕмлетĕвĕ проект пахалăхĕпе е пахалăхсăрлăхĕпе мар, федерацин тата регион патшалăх влаç органĕсен компетенцине кĕрекен ыйтусемпе çыхăннă.

"РусГидро" компани хушупа килĕшÿллĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшать. Патшалăх экспертизи витĕр тухмалли документсене тишкермелли тапхăрсене çирĕплетсе Раççей Экономика аталанăвĕн министерствине тепĕр хут çитернĕ. "Атăлçи энергетикин инженер центрĕ" АУО та Патшалăх экологи экспертизин асăрхаттарăвĕсене шута илнĕ, вĕсене пĕтернĕ: тавралăха упрамалли тата кÿрекен сиенлĕхе пĕчĕклетмелли мероприятисене яваплăха туйса хатĕрленĕ. Хăйсен енчен нумай çĕнĕлĕхпе хушăм кĕртнĕ.

Проект документацине хатĕрлес технологи процесĕ малалла пырать. Лавĕ вырăнтан тапранчĕ ĕнтĕ...

Специалистсем палăртнă тăрăх - Шупашкар ГЭСĕн шыв шайне 68 метра çитерни чылай ыйтăва татать. Экспертсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Усăллă хушма шыв калăпăшĕ Атăлăн шыв бассейнĕн уссине пысăклатма, шурлăхланассине чакарма, юшкăнланассине пĕтерме, кайăк-кĕшĕк, пулă йышне ÿстерме, шыв транспорчĕн ĕç-хĕлне лайăхлатма май парать. Чи кирли - Раççей энерготытăмĕ 1,5 млрд кВт/сехет хушма электроэнерги илсе тăма тытăнĕ.

Юрий СТЕПАНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.