Паттăр çинчен хывнă сăмах
Вунă çул каялла Мускавра Чăваш Енре çуралса ÿснĕ офицерсен «Тăван çĕршывăн ывăлĕсем» общество организацийĕ йĕркеленнĕ. Юлташлăхăн ĕç-хĕлне Николай Гаврилов генерал-лейтенант та хастар хутшăнать.
Пĕрлĕх членĕсем çамрăк ăрăва патриотизм тата çар воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ. Вĕсем тăван республикăна час-часах килеççĕ, шкул ачисемпе тата çамрăксемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Çакнашкал мероприятисем хĕрсемпе каччăсене çар профессине суйласа илме, служба тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçлама хавхалантараççĕ.
Кирек хăш патшалăх та патриотизм ыйтăвĕсене пысăка хурать. Çак ыйту Греци ăсчахĕсене те, Вăтам ĕмĕрсенчи философсене те шухăшлаттарнă. Ун пирки паянхи писательсемпе политиксем те нумай калаçаççĕ. Патриотизм - нумай енлĕ тата кăткăс ăнлав. Патриотлăх туйăмĕ тăван çĕршыва, халăха, чĕлхене, атте-аннене, вĕрентекенсене юратнинче, историе, аваллăха хисепленинче, малашлăха шаннинче палăрать. Манăн шухăшăмпа, патриотизм вăл - тăван халăхшăн кашни кун тăрăшни, унăн ырлăхĕшĕн хăвăнтан мĕн килнине туни.
Патриот пулма вĕрентейместĕн, мĕншĕн тесен никама та вăйпа юраттараймăн. Тăван çĕршыва тата атте-аннене эпир чунтан юрататпăр. Пирĕн республикăра нефть те, газ та çук, Чăваш Ен çÿллĕ тусемпе те, улăх-çаранпа та мухтанаймасть. Апла пулин те вăл пирĕншĕн питĕ хаклă тата çывăх, пирĕн тăрăхăн тĕп пуянлăхĕ - тăван халăхăн пуян йăли-йĕрки тата унăн паттăр ывăл-хĕрĕ.
Çынсем çут тĕнчене пурте пĕрешкел килеççĕ. Анчах кашниех пурнăç çулне расна утса тухать. Пĕрисем хăйсене уйăрса панă сыпăка шăппăн, нимĕнле йĕр хăвармасăр хыçа хăвараççĕ. Теприсем ырă ĕçĕсемпе халăх асĕнче юлаççĕ. Çакăн пеккисем çинчен мăнукĕсем юрăсем хываççĕ, вĕсен ячĕсемпе урамсемпе хуласем хисепленеççĕ. Вĕсемпе мухтанаççĕ, вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ.
Чăваш Енре Раççей Паттăрĕпе Николай Федорович Гаврилов генерал-лейтенантпа чăннипех те мухтанаççĕ. Вăл - легенда пулса тăнă çын. Чăваш çĕрĕнче ун пирки пирĕн герой тата пирĕн ентеш теççĕ. Пирĕн паттăр тĕнчере пуринчен малтан МИ-8 вертолетпа икĕ полюса - кăра Антарктидăна тата унран нимрен те кая мар Арктикăна - парăнтарнă.
Николай Гаврилов Канаш районĕнчи Янкăлчра çуралса ÿснĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Шанчăклă юлташ, пархатарлă ывăл пулнă. 1975 çулта Сызраньти летчиксен аслă çар авиаци училищине вĕренме кĕнĕ. Унта вĕреннĕ çулсенче Гаврилов курсант лайăх енчен кăна палăрнă. Тăватă çултан хĕрлĕ диплом илнĕ хыççăн СССР КГБ Чикĕ çарĕсен Хĕвелтухăç округĕн вертолет чаçне службăна лекнĕ.
1979 çулсен вĕçĕнче Совет Союзĕ Афганистана çарсем кĕртнĕ. Интернационалистсен йышĕнче пирĕн ентеш Гаврилов лейтенант та пулнă. Çарта ирттернĕ сакăр çул хушшинче вăл вертолет командирĕнчен МИ-8, МИ-24, МИ-26 вертолетсен эскадрилйин командирне çитнĕ. Тăшман вут-хĕм сапнă кăткăс самантсенче пурнăçне те шеллемесĕр Николай Гаврилов 3 пин хут ытла тÿпене çĕкленнĕ.
Çак çулсенче пухнă опыт çар офицерне 1987 çулта Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-çар академине вĕренме кĕмешкĕн хистенĕ. Унтан вăл 1990 çулта хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Пурнăçра тата çарта пухнă ăс-тăн, опыт кĕçех хăйĕн уссине кăтартнă. 1992 çулта Н.Гаврилов Чикĕ çарĕсен ăслăлăх тĕпчев тата сăнав центрĕнче ĕçлеме пуçланă. Çар техники вĕçĕмсĕр çĕнелсе пырать. Профессионал пулас тесен ăсталăха ÿстерсе пымалла. Çакна тĕпе хурса Николай Гаврилов 1993 çулта летчик-испытательсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1-мĕш класлă летчик-испытатель пулса тăнă.
Тĕпчев уйрăмĕнчи çулсем пĕрин хыççăн тепри шуса иртнĕ. Н.Гаврилова тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата служба тивĕçĕсене пысăк шайра туса пынăшăн «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ» хисеплĕ ят панă. Ентешĕн паха çак енĕсене тĕпе хурса Тăван çĕршыв ăна Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх службин Авиаци управленийĕн пуçлăхĕн яваплă должноçне шанса панă. Ку 1999 çулта, Раççейĕн кăнтăр пайĕнче вут-кăвар ялкăшма пуçланă вăхăтра пулса иртнĕ. Çак çулсенче подразделени летчикĕсем çĕршыв чиккисене хÿтĕлесе мĕнпур операцие хутшăннă, «Альфа» тата «Вымпел» ушкăнсене террористсене хирĕç операцисем ирттерме пулăшнă, çынсен пурнăçне çăлнă.
Гаврилов генерал ертсе пыракан подразделени летчикĕсем питĕ хăйне евĕрлĕ ĕçсемпе палăрнă. Вĕсем Çĕр чăмăрĕн икĕ полюсне, Эльбрус тăвĕ тăррине анса ларнă. Çав вăхăтра тĕнчере никам та кунашкал паттăрлăх тума хăват çитереймен. Гаврилов летчик Кирилл Патриарха - Инçет Хĕвелтухăçне, Монако кнеçне II Альбера Çурçĕр полюсне илсе кайнă.
Паллах, Николай Гавриловăн çарти ĕçĕсем уйрăмах тава тивĕçлĕ. Ятарлă задание пурнăçланă чухне паттăрлăхпа палăрнăшăн Николай Гаврилов полковнике Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2002 çулхи январĕн 14-мĕшĕнчи указĕпе «Раççей Федерацийĕн Геройĕ» ятпа тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе чысланă. 2005 çулта РФ Президенчĕн указĕпе Н.Гаврилов полковнике - генерал-майор, 2007 çулта генерал-лейтенант званине панă.
Питĕ нумай çитĕнÿ тата çĕнтерÿ, нумай енлĕ пуян пурнăç... Апла пулин те Гаврилов генерал чăваш çĕрĕн мухтавлă ывăлĕсен ырă йăли-йĕркине малалла тăсассине темрен те мала хурать. Вăл чăн-чăн патриот, мĕншĕн тесен сăмахпа мар, ĕçĕпе çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва тата тăван Чăваш Ене юратма вĕрентет. Николай Гаврилов тăрăшнипе хăйсен ĕмĕрне вĕçсе ирттернĕ вертолетсем республикăри хуласемпе ялсенчи тÿремсене мухтавлă истори палăкĕсем пек илемлетрĕç. Çакă та Тăван çĕршыва юратнине кăтартакан пархатарлă пулăм.
Раççей Геройĕ вĕреннĕ шкула ахальтен мар унăн ятне панă. Шкулта Çар тата ĕç мухтавĕн музейне уçнă. Кунта Паттăрăн пурнăç çулне уçса паракан материал нумай упранать. Çар службине ăнăçлă вĕçленĕ МИ-8 вертолет тăван шкул территорийĕнче вырăн йышăннă.
Службăра тăнă çулсенче те Николай Федорович тăван шкулĕпе çыхăну татман. Вăл пулăшнипех ĕнтĕ унта кадет класĕсем уçăлнă. Ачасемпе тĕлпулăва килсен вăл паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ. Шкула укçа-тенкĕпе те сахал мар пулăшнă. Бюджетра çурта тĕпрен юсама нухрат çитмен чухне Николай Федорович пархатарлă çак ĕçе хăйĕн укçине хывнă.
Генерал питĕ лайăх ăнланать: сывă общество - çирĕп патшалăх никĕсĕ, халăх вăйĕ. Çак пахалăхсене шкулпа общество кăна мар, чиркÿ те аталантарма пулăшать. Николай Федорович çине тăнипе Янкăлчра часавай никĕсне хывнă. Хальхи вăхăтра кĕлĕ çурчĕ пулăшу кĕтет. Турă пулăшнипе тата ырă çынсен вăй-халĕпе часавай ĕçлеме пуçласса шанас килет.
Генерал сывă пурнăç йĕркине тата çамрăксене спорт воспитанийĕ парассине пысăка хурать. Çулсерен И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн спорт комплексĕнче Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕн, Раççей Геройĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисемшĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ иртет. Унта çĕршыври чылай регионти вун-вун спортсмен хутшăнать. Çав кунсенче Чăваш Ене Олимп чемпионĕсем, Раççей Геройĕсем, космонавтсем, авиаци ветеранĕсем, артистсем нумайăн пухăнаççĕ.
Тăван çĕршыв çар генералĕн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Николай Гаврилов чи чаплă наградăсене - Ленин тата Хĕрлĕ Çăлтăр, III степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсене, Совет Союзĕн тата Раççей Федерацийĕн медалĕсене тивĕçнĕ.
Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă. Мухтава тивĕçнĕ генералăн тата чăн-чăн этемĕн пурнăçĕ пире, çĕнĕ ăру çыннисене, куллен хавхалантарса тăрать. «Тăван çĕршыва юратăр. Йăх-тымарсăр çын нумай пурăнаймасть» - çак сăмахсем Николай Федоровичăн юратнă каларăшĕ. Вĕсем пирĕншĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Евгений СЕРИН