Комментари хушас

28 Утă, 2015

Тивĕçсене туллин пурнăçласа

Июлĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă.

Михаил Игнатьев А.Силуанова пĕрле нумай вăхăт ăнăçлă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн, республика пуçарăвĕсене çул парса пынăшăн тав тунă.

Тĕлпулура палăртнă тăрăх - Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ социаллă пурнăç ыйтнине тивĕçтерет, тăкаксен 99,9 процентне патшалăх çирĕплетнĕ республика программисемпе килĕшÿллĕн уйăраççĕ. «Социаллă сфера ĕçченĕсен, ветерансен, инвалидсен, нумай ачаллă çемьесен умĕнчи тивĕçĕсене туллин пурнăçлатпăр», - тенĕ Михаил Васильевич.

РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе республикăна 2015 çулта федераци бюджетĕнчен çулталăкне 0,1% тÿлемелли 3,2 млрд тенкĕ бюджет кредичĕ уйăрнă. Çакă банксенчен хаклăрах коммерци кредичĕсем илессинчен хăтарнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев РФ финанс министрне Антон Силуанова республика бюджечĕн уйрăмлăхĕсемпе паллаштарнă. А.Силуанов информацие пур енлĕн хакласа, тĕрлĕ аргумента, тишкернисене шута илсе кăçал Чăваш Республикине хушма бюджет кредичĕ уйăрассипе килĕшнĕ. Укçа-тенке кредитсемпе татăлма, малашне банк кредичĕсене улăштарма ярĕç, çакă патшалăх парăмне тивĕçтерсе пулакан тăкаксене чакарма, бюджет дефицитне хуплама май парать.

Антон Силуановпа Михаил Игнатьев çавăн пекех Чăваш Республикине Республикăри ĕçпе тивĕçтерес сферăри ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли программăпа палăртнă мерăсене пурнăçа кĕртме хушма субсидисем уйăрас ыйтусене сÿтсе явнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа регион ертÿçи çапла каланă: «Эпĕ хамăрăн ĕçлĕ тĕлпулу кăтартăвĕсемпе кăмăллă. Эпир бюджетсен хушшинчи хутшăнусене лайăх ăнланатпăр. Палăртнă тĕллевсене çывăх вăхăтра пурнăçлатпăр».

Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - кĕркунне республика бюджетне тÿрлетÿсем кĕртĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа РФ финанс министрĕн Антон Силуановăн тĕлпулăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Унта РФ финанс министрĕн заместителĕ Леонид Горнин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина хутшăннă. Пухăннисем республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тата килĕшÿсене пурнăçламалли çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.

А.ВАСИЛЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.