Комментари хушас

24 Утă, 2015

Япăх ĕçлесе тăшмансене савăнтармалла мар

ЧР Министрсен Кабинечĕ черетлĕ ларура 19 ыйту пăхса тухрĕ. Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Правительство членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ малтанхи виçĕ ыйтăва уйрăмах хĕрÿ сÿтсе яврĕç.

Финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова муниципалитет йĕркеленĕвĕсене 2016, 2017 тата 2018 çулсенче республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе пурнăçланакан приоритетлă ĕç-хĕл переченĕ çинчен хатĕрленĕ проектпа паллаштарчĕ. Списока Чăваш Ен патшалăх программисемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ 13 проекта кĕртнĕ. Çак шутра - граждансене авари хăрушсăрлăхĕ кăларса тăратакан çурт-йĕртен куçарасси, çамрăк çемьесене çурт лартма е туянма социаллă тÿлевсем парасси, ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатасси, шыв системисен строительстви /реконструкцийĕ/ тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕл.

Министрăн пĕрремĕш çумĕн сăмахĕсенче муниципалитетсене лекекен нухрат калăпăшĕ пысăк пулас çукки палăрчĕ. Çакă республика Ертÿçине тивĕçтермерĕ ахăртнех. "Ку виçесене муниципалитетсем хăйсем мĕнле йышăнчĕç? - кăсăкланчĕ Михаил Васильевич. - Е хистесе йышăнтартăр-и?" "Никама та хистемен", - хурав çапларах пулчĕ. "Паллах, ку документ догма мар. Федераци мĕн чухлĕ укçа уйăрнине, доллар курсĕн вылянăвне тата ыттине те шута илсе унта улшăнусем кĕртме пултаратпăр", - лару-тăрăва оптимистла хакламаллине палăртса каларĕ М.Игнатьев.

Чăваш Республикин 2016-2017 çулсенчи социаллă-экономика аталанăвĕн прогнозĕн тĕп кăтартăвĕсене икĕ тĕрлĕ лару-тăрăва шута илсе палăртнă. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каланă тăрăх - пĕрремĕшĕнче экономика ăнăçлах аталанайманнине тĕпе хунă. Иккĕмĕшĕ пысăк проектсене пурнăçа кĕртме, импорта улăштарма тата бизнес тухăçлăхне ÿстерме, инвестици климатне лайăхлатма, экономика аталанăвне вăйлатма условисем туса хума май килсен вырăнлă пулĕ."Хальхи вăхăтра электрооборудовани производстви, хими промышленноçĕ, машиностроени тытăмĕ лайăх кăтартусемпе палăрса тăраççĕ, - терĕ министр. - Анчах ку çителĕксĕртерех. Трактор заводĕнче лару-тăру улшăнсан аван пулĕччĕ. Ялхуçалăхĕ тикĕс аталанса пырать. Ку сферăра санкцисен ырă витĕмĕ палăрать. Сĕт, какай туса илесси 15-20 процент ÿснĕ. Укçа-тенкĕ тупăшĕ пысăклансан кăтартусене лайăх енне улăштарма май килĕ".

Документ проектне тимлĕ пăхса тухнă хыççăн Михаил Васильевич хальхи вăхăтри кăтартусене, уйрăмах промышленноç тытăмĕнче, аграри сферинче, малашлăхри ÿсĕм шайне пĕчĕклетсе кăтартнине палăртрĕ. "Чăх-чĕп тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе ÿсме майсем çитĕлеклех. Сухаламан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнин витĕмĕ те япăх пулассăн туйăнмасть. Ялхуçалăх продукцийĕ сутăнать. Ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене патшалăх пулăшать. Чăваш Республики аграри регионĕ пулнă май финансировани нихăçан та чакмасть. Лару-тăрăва пессимистла хаклама юрамасть. Эпир япăх ĕçлени американсемшĕн, ыттисемшĕн ăнăçлă. "Эсир пире санкцисемпе пусарасшăн-тăр. Эпир вара тăрăшарах ĕçлĕпĕр, хамăрах мĕнпур Раççей халăхне тăрантарăпăр", - темелле пирĕн", - прогноз кăтартăвĕсене тÿрлетме сĕнсе палăртрĕ республика ертÿçи. Михаил Васильевич "Единая Россия" парти членĕсене те лару-тăрăва сăнаса тăма хушса хăварчĕ. "Амбициллĕ тĕллевсем лартмалла", - тесе хавхалантарчĕ.

Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхĕпе çыхăннă лару-тăрупа ЧР сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 66 медицина организацийĕ ĕçлет. Вĕсенче 17 пин ытла тĕрлĕ сыпăкри медперсонал вăй хурать. Поликлиникăсене 2014 çулта çулталăк тăршшĕнче чирлисем 14 миллиона яхăн хут пынă. Т.Богданова палăртнă тăрăх - социаллă проектсене, сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăсене пурнăçа кĕртни юлашки пилĕк çулта вилекенсен шутне 8 процент, инсульта пула пурнăçран уйрăлакансен шутне 15 процент таран чакарма май килнĕ. "Республикăри медицина ĕçченĕсем 1561 çын пурнăçне çăлса хăварнă. Тин çуралнă 1050 ачана вилĕм аллинчен туртса илнĕ", - терĕ министрăн пĕрремĕш çумĕ.

Пĕчĕк виçепе çуралакан ачасен пурнăçне сыхласа хăварас тĕлĕшпе республика федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнта тăрать. Раççей регионĕсен хушшинче - иккĕмĕш. Шыçă чирĕсене малтанхи тапхăрта, сиплеме май пур вăхăтра, тупса палăртасси те палăрмаллах ÿснĕ. Çакă скрининг тата профилактика программисене анлăлатнинчен нумай килнине палăртрĕ Т.Богданова.

Хальхи вăхăтри çивĕч тепĕр ыйту - тулаш сăлтавсенчен /çул çинчи аварисем, шывра путни, çакăнни т.ыт.те/ ачасем пурнăçран уйрăлни. "2014 çулта çак сăлтавсене пула 74 ача вилнĕ. Кăçалхи çур çулта - 32, - терĕ Т.Богданова. - Ачасен сывлăхне хÿтĕлеме миллиардсем хыватпăр. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çитменрен вĕсене çухататпăр".

Т.Богданова çавăн пекех сывлăх сыхлав отрасльне ятарлă техникăпа тивĕçтерни, халăха медицина пулăшăвĕ парассине мĕнле йĕркелени тата ытти çинчен каласа кăтартрĕ. "Республикăра 85 ФАП хута ятăмăр. Çакă çынсене вăхăтра тата тивĕçлĕ пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ илме май парать. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси 1,4 хут ÿсрĕ. Амăшĕпе ачин сывлăхне сыхлакан служба ĕçĕ палăрмаллах лайăхланчĕ, - терĕ вăл. - Халăха сиплеме çамрăк специалистсене явăçтарма тăрăшатпăр. Кăçал шкул пĕтернĕ 85 ача медицина пĕлĕвĕ илме кăмăл тунине пĕлтерчĕ. Направленипе вĕренсе тухнă хыççăн вĕсен обязательнăй йĕркепе пилĕк çул ĕçлемелле пулĕ".

Медицина тытăмĕ комплекслă ĕçлени çынсен кунçул тăршшĕне вăрăмлатма пулăшнине республика ертÿçи те палăртрĕ. "Сывлăх сыхлавне аталантарма 5 миллиард тенкĕ хыврăмăр. Мĕнпур медицина учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, хальхи йышши оборудованисем вырнаçтарнă, - терĕ Михаил Васильевич. - Миллиардсем тăкаклани кăна çителĕксĕр. Ырă кăмăл та кирлĕ. Чирлисем тухтăрсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлччăр. Пациентсене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе çеç тивĕçтернипе кăна мар. Тимлĕх, сисĕмлĕх, чун, кăмăл-сипет пирки те манас марччĕ".

Ларура çавăн пекех халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси тата ĕçлемен пенсионерсене компьютерпа ĕçлеме вĕрентесси çинчен хатĕрленĕ йышăнăва пăхса тухса çирĕплетрĕç. Документпа килĕшÿллĕн 2015 çулта Кÿкеçри ваттисемпе инвалидсен интернат çуртне юсама, Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн стационар уйрăмне техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерме тата пенсионерсене компьютера алла илме хăнăхтарма палăртнă. Социаллă программăна пурнăçа кĕртме уйăракан калăпăш 3,381 миллион тенкĕпе танлашать. "Çапла майпа 330 çыннăн пурăнмалли условисене лайăхлатма тата 85 пенсионера компьютерпа ĕçлеме вĕрентме май килĕ", - пĕлтерчĕ ЧР сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Богданова.

Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма май паракан хушма мерăсен программине пурнăçлама 2015 çулта 58 млн тенкĕне яхăн уйăрма палăртнă. Правительство членĕсем çак ĕç-хĕл йĕрки çинчен калакан документа та çирĕплетрĕç. Аса илтерсе хăварар: çÿлерех асăннă программа икĕ енлĕ пурнăçланать. Пĕрремĕшĕ - ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур çынсене вăхăтлăх ĕç тупса парасси. Иккĕмĕшĕ - çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ ĕçченсене çĕнĕ професси пĕлĕвĕ илме пулăшасси.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле ветерансене патшалăх парне кÿнĕччĕ. Вĕсем общество транспортĕнче пĕр хушă тÿлевсĕр çÿрерĕç. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов вăрçа хутшăннă çынсене тÿлевсĕр илсе çÿренĕ транспорт предприятийĕсене кăçал 1 млн тенкĕ субсиди уйăрма май паракан документпа паллаштарчĕ. "Кая юлман-и? Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине хăçан уявларăмăр? Предприятисем кĕтеççĕ вĕт. Е темле бюрократа çаврăнса пыратпăр-и?" - республика Ертÿçин сăмахĕсенче документа вăхăтра туса хатĕрлеменшĕн кăмăлсăрланни, ÿпкелешни палăрчĕ.

"Чулхула чукун çулĕ - "РЖД" ОАОн филиалĕ тата "Чăвашавто-транс" предприяти килĕшÿ тунăччĕ, - пĕлтерчĕ транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов. - Вĕсем Вăрмарти чукун çул вокзалне "РЖД"ăн харпăрлăхĕ шутланакан Улатăрти поликлиника çурчĕпе тата çĕр лаптăкне, Канашри ача-пăча тата гинекологи уйрăмĕсен çурчĕсемпе çĕр лаптăкне улăштарма калаçса татăлнăччĕ. Улăштару килĕшĕвне пурнăçланă май "Чăвашавтотранс" регистрацилес тата налуксене тÿлес тĕлĕшпе тăкакланнă". Ларура çак тăкаксене республика бюджетĕнчен саплаштарма предприятие субсиди уйăрма май паракан документа çирĕплетрĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.