Комментари хушас

24 Утă, 2015

Çĕнĕ Шупашкар хитреленсех пырать

"Çĕнĕ Шупашкар хитреленсе-илемленсе пырать. Нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсем хăтлăланаççĕ. Çакна хулара пурăнакансем те савăнса палăртаççĕ, вĕсем хула хуçалăхĕ малтанхинчен лайăхрах ĕçлеме пуçланипе те кăмăллă", - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлĕ визитпа пулнă хыççăн.

Михаил Игнатьев малтан "Зодчий" компани" ООО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, цехсене кĕрсе курчĕ, хатĕр продукцие пăхса çаврăнчĕ. Ку компани - Атăлçири алăксемпе пусмасем хатĕрлекен чи пысăк предприятисенчен пĕри, вăл 4 фабрикăна пĕрлештерсе тăрать. ООО учредителĕ Владимир Ващенок "Зодчий" уйăхсерен 19 пин ытла алăк хатĕрленине, унăн дилер сечĕ Раççейри 300 хулара пуррине пĕлтерчĕ. Ассортимент та пуян - 100 ытла модель. 2014 çулта компание оборудовани лизингĕн килĕшĕвне тунă чухне пуçламăш тÿлеве хывмашкăн республика бюджетĕнчен 1 млн та 165 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ.

Михаил Васильевич продукци хатĕрлесе кăларассин технологийĕсене пĕрмай лайăхлатса тата производствăна çĕнетсе пыни компание Раççей рынокĕн лидерĕсен йышĕнче пулма май панине палăртрĕ, коллектива тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ. Унтан вăл çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. "Зодчий" ĕçченĕсен ыйтса пĕлмелли нумай пулчĕ: тăлăхсене хваттерпе тивĕçтересси, ЖКХ тарифĕсем, çулсене вăхăтра юсаманни, ялсенче ача-пăча площадкисем çукки /çуллахи вăхăтра нумайăшĕ ачисене яла ăсатать-çке/ т.ыт.те. Михаил Игнатьев тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков кашнинех тĕплĕ хурав пачĕç.

Ĕçлĕ ушкăн çитсе курнă тепĕр объект - "Биологи тĕлĕшĕнчен тасатакан сооруженисем" патшалăх унитари предприятийĕ. Вăл - стратеги пĕлтерĕшлĕ предприяти, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулин ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне тивĕçтерет. Предприяти директорĕ Сергей Анисимов цехсенче вырнаçтарнă çĕнĕ оборудование кăтартрĕ, вĕсем мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Акă, типĕтекен тата термоутилизаци цехĕнчи оборудовани шывсăрлатнă каяша типĕтсе гранулăсене çавăрать - çапла майпа каяш калăпăшĕ 100 хут пĕчĕкленет. Гранулăсене çунтарсан ăшă энергийĕ пулать, унпа газ вырăнне усă кураççĕ. Михаил Игнатьев сооруженисене реконструкцилемелли инвестици проектне Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи аталанăвĕн Стратегине кĕртнине тата ăна приоритетлă наци проекчĕ пек палăртнине пĕлтерчĕ. "Эпир тасатакан сооруженисене тапхăрăн-тапхăрăн реконструкцилерĕмĕр тата çĕнетрĕмĕр. Çĕнĕ технологисем кунта килекен каяш калăпăшне 100 хут пĕчĕклетеççĕ, вĕсемех ырă мар шăршă сарăлассине те чылай чакараççĕ. Кунта инженерипе техника тĕрĕс йышăнăвне тунă, каяшсăр производство йĕркеленĕ. Ку проекта малалла та пурнăçа кĕртĕпĕр", - терĕ журналистсен ыйтăвне хуравланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Унтан вăл предприяти ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Çынсем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç: нумай ачаллисене çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр тивĕçтересси, патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчи хваттерсене тара илесси, нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнче парковка тăвасси, çулсене юсасси тата ытти те. Михаил Игнатьев ЧР "Биологи тĕлĕшĕнчен тасатакан сооруженисем" патшалăх унитари предприятийĕн директорне Сергей Анисимова Чăваш Республикинче электроэнерги, газ, шыв туса илекен тата валеçекен организацисен хушшинче 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышăннăшăн Диплом парса чысларĕ.

Винокуров урамĕнчи 9-мĕш çурт çумĕнчи ача-пăча площадкинче Михаил Игнатьева ачасемпе вĕсен амăшĕсем, асламăшĕ-кукамăшĕсем çавăрса илчĕç. Асăннă çуртра пурăнакан Изольда Гужина, спутник-хулара тахçанах тĕпленнĕскер тата ăна тума хастар хутшăннăскер, микрорайон хитреленсех пынине палăртрĕ, ача-пăча валли тунă çĕнĕ площадкăра çын яланах йышлă пулнине пĕлтерчĕ. Хулана тирпей-илем кĕртме тытăннăшăн ертÿçĕсене тав турĕ. Сăмах май, асăннă площадкăна тума тата унта хальхи йышши вăйă, спорт оборудованийĕ вырнаçтарма 1 млн тенкĕ тăкакланă.

Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене тахçантанпах канăçсăрлантаракан ыйтăва - картиш территорийĕсене тĕпрен юсасси - 2012 çултанпа татса пама пуçланине пĕлтерчĕ. "2012 çултан пуçласа кашни çулах 30-35 картише тата ун патне пымалли çулсене юсатпăр. Эпир ку тĕлĕшпе хамăр çине яваплăх илтĕмĕр - эпир ăна пурнăçлатпăр. 2012-2015 çулсенче Çĕнĕ Шупашкарти 100 картише юсатпăр. Çакна пулах хулара пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ лайăхлансах пырать. Çитес 3-4 çулта тепĕр çавăн чухлĕшĕнче тирпей-илем кĕртĕпĕр", - палăртрĕ Михаил Васильевич. Унтан вăл асăннă программăна кĕртнĕ тепĕр темиçе картише - 10-мĕш Пилĕкçуллăх урамĕн 14-мĕш, Винокуров урамĕн 113-мĕш, Майăн 1-мĕшĕн урамĕн 33-мĕш çурчĕсенне - çитсе курчĕ, унта пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.