Комментари хушас

21 Нарăс, 2014

Украина каччипе мăшăрлансан та... туйра чăваш кĕпи тăхăннă

Чăваш хĕрĕпе Украина каччи пĕрлешни, туйне халăх йăли-йĕркине пăхăнса ирттерни пирки ăнсăртран пĕлтĕм. Пикене Интернетри социаллă сайтсенчен пĕринче шыраса тупса çыру вĕçтертĕм. Вăл нумай кĕттермерĕ: хурав çийĕнчех килчĕ. Ольга Антоненкăпа /хĕр чухнехи хушамачĕ Портнова/ çапла майпа паллашрăмăр. Пĕр-пĕрин патне çыру хыççăн çыру вĕçтертĕмĕр. Халĕ, «ÇХ» тусĕсем, сире унпа паллаштаратăп. Ольгăна мухтамалли сăлтав сахал мар. Чăваш чĕлхине, тăван халăхне юратаканскер туйра наци тумне тăхăнса вырăссене, еврейсене... тĕлĕнтернĕ.

“Анне акăш пек ташлатчĕ”

Ольга Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Уплер ялĕнче çуралнă. Вăл - йышлă çемьерен. Портновсем сакăр ачана кун çути парнеленĕ. Оля - чи кĕçĕнни. Ăна шăпа çĕр-шывăн тĕп хулине, Мускава, илсе çитернĕ. Халĕ вăл упăшкипе Алексей Антоненкăпа унта пурăнать.

- Эпир, чăвашсем, ытларах - çамрăксем, атте-анне пехилне манса пыратпăр. Чăваш каччисемпе хĕрĕсем туя чăвашла сахал йĕркелеççĕ. Ку чуна ыраттарать. «Çын пуласси - ачаран, лаша пуласси тихаран паллă», - тенĕ ваттисем. Манăн шухăшпа - çын мĕнлерех ÿсесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Манăн анне тарават, сăпайлă хĕрарăмччĕ, чăваш халăх юррисене шăрантарма юрататчĕ, такмаксем калама кăмăллатчĕ. Çакна ялта пурăнакансем пĕлетчĕç, аннене туйра юрлама чĕнетчĕç. Вăл мана хăйĕнпе пĕрле илсе каятчĕ. Туй маншăн асамлă çĕр-шыв пек туйăнатчĕ. Чăваш кĕпине тăхăннă анне шурă акăш пек ташлатчĕ. Çакна курсан манăн та ун пек пулас килетчĕ, - чунне уçрĕ Ольга çырура. Ăна амăшĕ Валентина Портнова 40 çулта çуратнă. Шел те, вăл халĕ çутă çак тĕнчере çук.

- Чăнах та, чăваш хĕрĕ темĕнле чаплă шурă кĕпе тăхăнсан та уншăн чăваш тумĕнчен пахараххи, илемлĕреххи çук. Халăхăмăр хитре çак тумтире пĕр кунра шухăшласа кăларман. Çĕр-çĕр пин кун иртнĕ. Пĕррехинче эпĕ вырăссен тумне тăхăнтăм, анчах вăл темĕнле илĕртÿллĕ пулсан та ман çинче хитре курăнмарĕ. Грузин хĕрне грузин тумĕ каять, вырăс пикине - вырăс кĕпи. Çавăнпа туйра чăваш кĕпине тăхăнма шухăшларăм. Тĕрĕссипе, пирĕн халăх кăна мар, вырăссем те хăйсен йăли-йĕркине манса пыраççĕ, - çырчĕ Ольга Антоненко.

Грузин хĕрне грузи тумĕ каять, вырăс пикине - вырăс кĕпи. Çавăнпа туйра чăваш кĕпине тăхăнма шухăшларăм. Тĕрĕссипе, пирĕн халăх кăна мар, вырăссем те хăйсен йăли-йĕркине манса пыраççĕ, - çырчĕ Ольга Антоненко.

Несĕлсенчен юлнă «мул»

Туй Мускавра иртнĕ. Мăшăрĕ Алексей те паллă çак кун украин тумне тăхăннă. Вырăссен фата хывмалли йăла пур. Çакна евĕрлесе Алексейăн амăшĕ Ольгăн чăваш саппунне хывса Украина саппуне çыхтарнă. Вăл венчете шурă кĕпепех тăнă, чăвашсенне ун хыççăн тăхăннă. Туйра Ольгăн аппăшĕсемпе хĕр тусĕ те пирĕн халăх кĕпине тумланнă. Уплер хĕрĕн çакнашкал уяв йĕркелесе халăха тĕлĕнтерес тĕллев пулман, вăл кун пек туй йĕркелени тĕрĕсрех пулать тесе шухăшланă çеç. Хăнасем, паллах, тĕлĕннĕ, «Кун пек туйра пулса курманччĕ-ха», - текеленĕ. Савăнăçлă уявра пурте савăннă, чăваш юррине янăратсан вара Украина вырăсĕсем те, тутарсем те, еврейсем те ура хуçса ташланă.

- Вĕсем чăвашсенчен те лайăхрах ташларĕç пулĕ, - савăнăçне пытармарĕ Ольга Антоненко. - Качча каяс умĕн упăшка тăванĕсем валли виçĕ çул картинăсем тĕрлерĕм. Туйра парнелерĕм. Алешăн арăмĕ тĕрлеме пĕлни вĕсене питĕ савăнтарчĕ. Çак ĕçе мана анне вĕрентнĕ, ăна - кукамăшĕ. Асанне те ăста тĕрленĕ. Вăл эпĕ çуралас умĕн çĕре кĕнĕ. Атте мана ун пирки каласа кăтартатчĕ. Асанне 5 çултах амăшĕнчен тăлăха юлнă. Амăшĕ ача çуратнă хыççăн сивĕ сăра ĕçнĕ те ÿпке шыççипе чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Асаннене кукамăшĕ патне пурăнма янă. Хĕр пĕвне кĕрсен ăна качча илекен пулман. «Унăн хитре кĕпе те çук», - тенĕ. Асатте вара унпа çемье çавăрнă. Асанне туй кунĕнче хăй тĕрленĕ кĕпине тăхăнсан ял халăхĕ тĕлĕнсе пăхнă: «Тăлăх çак хĕр çакăн чухлĕ тĕрленĕ-и?» Эппин, мана асаннерен «мул» юлнă. Вăл - чăваш тĕрри. Ку маншăн ылтăнран та пахарах.

Ольга халĕ пушă вăхăт сахалрах пулнăран ытлах тĕрлеймест. Украина каччипе чăваш хĕрĕ епле тĕл пулнă-ха? Вĕсене пĕр хĕр чиркÿре паллаштарнă. Ольга мăшăрне Турă Амăшĕнчен кĕл туса илнĕ тесе шухăшлать. Вăл Алексея пĕрремĕш хут курсанах ăнланнă - шăпа пÿрни!

- Эпир Алешăпа икĕ çул аппăшĕпе пиччĕшĕ пек çÿрерĕмĕр, венчете тăрсан çеç арлă-арăмлă пурăнма тытăнтăмăр. Хĕр тасалăхне пысăк вырăна хуратăп. Манăн упăшка та маттур. Арçыннăн та хĕр тасалăхне упрама пĕлмелле, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Ольга Антоненко.

«Сăмах çын чунне кăтартать»

Ольга Мускавра чăвашсене тăтăшах тĕл пулать. Хăшĕ-пĕри чăвашла калаçма намăсланать-мĕн. Оля çакна тăван атте-аннене питрен сурнипе танлаштарать.

- Пирĕн истори, культура, искусство пур. Çаксене эпир мĕншĕн манатпăр-ха? Чăваш туйĕ туса чи малтанах ХАМĂН ХАЛĂХА сума сăвас терĕм. Вырăссем те хăйсен культурине манаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, вĕсемпе калаçнă чухне «хорошо», «ладушки», «добро» сăмахсем вырăнне «окей» тенине час-часах илтетĕп. Ку кăна мар: «клево» тата ытти çакнашкал сăмах тăтăшах янăрать. Çынран тухакан сăмах мĕн вăл? Вăл унăн чунĕ мĕнлереххине кăтартать, - хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ Ольга. Унăн мăшăрĕ Алексей Чăваш Енре килсе курнă ĕнтĕ. Уплер ялĕнче пулнăскер тарăн варсенчен тĕлĕннĕ. Оля çуралса ÿснĕ ял çырма-çатраллă.

- Уплер çывăхĕнчи çырма тăрăх шыв юхать, йывăçсем типсе хăрмаççĕ. Мăшăрăма çакă тĕлĕнтерчĕ, - сăмаха вĕçлерĕ Украина йĕкĕтне качча тухнă чăваш хĕрĕ.

Ольга Антоненко Мускавра темиçе çул пурăнать пулин те унăн чунĕнче чăвашлăх ялкăшать. Вăл ашшĕ-амăшĕ парнеленĕ тăван чĕлхене кирек ăçта кайсан та манмасть. Несĕлĕсенчен куçнă чăваш чĕлхи уншăн - хаклă тупра. Уплер хĕрĕ тăван халăха юратнăран, йăла-йĕркене хисепленĕрен туйра чăваш тумĕ тăхăннă. Çакнашкал çынсем ытларах пулинччĕ.


Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.