Комментари хушас

21 Нарăс, 2014

Çумăр витĕр...

Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ Сочире пулнă. Вĕсем Олимп паркĕнче иртекен концертсене хутшăннă. Нарăсăн 16-мĕшĕнче артистсем хĕллехи вăйăсем иртекен хулан сцени çине пĕрремĕш хут тухнă. Ансамбль ертÿçипе Лилия Прокопьевăпа çыхăнтăм. Сочи халăхĕ, спорт ăмăртăвĕсене курма килнисемпе хăнасем чăваш халăх юрри-ташшине мĕнле йышăнни кăсăклантарчĕ.

- Олимпиада иртекен хулана нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче çитрĕмĕр. Каçхинех сцена çине тухма тиврĕ. Инçе çула кайма хатĕрленсе çĕнĕ костюмсем çĕлеттертĕмĕр. Вĕсем ăшă та илемлĕ пулса тухрĕç. Куракана чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтартăмăр. Халăх тăвăллăн алă çупни, пирĕнпе пĕрле ташлани кăмăла çĕклерĕ. Кунне 2-3 вырăнта концерт лартрăмăр. Эпир Олимп паркĕнче çеç мар, ăмăртусем хыççăн та «чирлеме» пынисене хамăр пултарулăхпа савăнтартăмăр. Нарăсăн 18-мĕшĕнче кунĕпех çумăр çурĕ. Апла пулин те программăна пăхăнса ĕçлерĕмĕр. Сочири концертсем пирĕн тăрăхри ярмăрккасене аса илтерчĕç. Хăш-пĕр тăрăхра алăри музыка инструменчĕсем каласа çеç юрларăмăр, ташларăмăр. Тутар, Кабарда-Балкар, Мари тата ытти республика артисчĕсемпе, «На-на» ушкăнпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. Пуринпе те туслашрăмăр, - кăмăл-туйăмĕпе паллаштарчĕ Лилия Прокопьева.

Шел те, фольклорпа эстрада ансамблĕн юрăçисене пĕр-пĕр ăмăртăва кĕрсе пирĕннисемшĕн «чирлеме» ирĕк паман. Концертсене хутшăннă чухне вĕсен унта-кунта çÿреме вăхăт сахалрах пулнă. Юрать, хулапа паллашма, Олимп объекчĕсене çитсе курма пĕр кун уйăрнă.

Лилия Вавиловна Сочири çирĕп йĕрке пирки те каласа кăтартрĕ. Чăваш сюитине лартнă чухне вĕсене параппанпа шăхлич çеç мар, пăчкă та кирлĕ пулнă. Ăна Олимп паркне илсе кĕриччен темиçе тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ.

Ĕнер «Çавал» хастарĕсем Сочирен таврăнма çула тухнă. Лилия Прокопьева каланă тăрăх - ют хула илĕртсен те чун тăван тăрăхах туртать.


Любовь ПЕТРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.