Эпĕ сана кĕтетĕп...
ЭРНЕКУН. Шухăшламан çĕртен тĕлпултăмăр санпа. Чылай çын автобусра паллашнине илтнĕ-ха, анчах манăн кун пек ăсталăх çук. Юлташăм вара таçта та такампа та пĕр чĕлхе тупаять. Халĕ те эсĕ сăмах чĕнессе кĕтмерĕ - калаçу пуçарчĕ. Тĕрĕссипе, сана ларкăч çине вырнаçсанах асăрхарăм. Çавăнпах эпĕ те кăмăлăма кайнă каччăпа хутшăнтăм. Çапла çула кĕскетрĕмĕр. Часах кашниех палăртнă вырăнсене çитрĕмĕр. Каялла та пĕрлех таврăнма сĕнтĕн эсĕ, анчах май килместчĕ. Çавăнпах каç кÿлĕм тĕлпулма сĕнтĕн.
Каçхине, чăн та, курнăçрăмăр санпа. Эпир тусăмпа иккĕн пулнине шута илсе эсĕ те юлташна чĕннĕччĕ. Çапла тăватсăмăр илемлĕ çанталăкпа киленсе çуран уçăлса çÿрерĕмĕр. Паллашнине уявлама кафене те кĕтĕмĕр.
Малтанах эсĕ Наташăпа иксĕмĕртен хăшне ытларах куç хывнине ăнланаймарăм та. Кăмăлăма кайрăн пулин те сана пĕрре курсах савмарăм паллах. Куçран пăхса калаçнă май ытамунта киленме ĕмĕтленмерĕм.
Эсĕ шăпах мана куç хывни киле таврăнма вăхăт çитсен палăрчĕ - ăсатма сĕнтĕн. Алюш вара Наталие çавăтрĕ. Çапла алла-аллăн тытăнса утрăмăр. Çурт умне çитсен те сывпуллашма васкамарăн эсĕ. Эпĕ те тарса кĕмерĕм.
Меллĕ самантпа усă курса пилĕкĕмрен ачашшăн ыталарăн. Çупăрларăн та - темле ăшă хум пырса çапрĕ. Тутупа пит çăмартинчен çепĕççĕн сĕртĕнсен чĕрем темле канлĕхпе тулчĕ. Юнашар тин паллашнă йĕкĕт мар, ĕмĕр-ĕмĕр пĕлекен савни - чунăма çав тери çывăххи те хакли - тăрать тейĕн. Питех те лăпкă та ырă пулнăранах ытамунтан вĕçерĕнессĕм те килмерĕ. Мĕн пулчĕ - хам та ăнланмарăм. Санăн кашни сĕртĕнĕвÿ ухмаха кăларчĕ. Çавăнпах чуптума та ирĕк патăм. Çапла, сăпайлă хĕрсем тин паллашнă йĕкĕтсемпе хăйсене кун пек тытмаççĕ. Анчах эсĕ маншăн самантрах тăванла чун пулса тăтăн-çке.
Çук-çук, аташмарăмăр эпир. Тул çутăлма тытăнсан çеç уйрăлтăмăр пулин те пĕр-пĕрне çепĕççĕн ыталаса пылаккăн чуптунипе çырлахрăмăр. Ыранччен сывпуллашрăмăр.
ШĂМАТКУН. 11.30. Кăнтăрла çеç-ха, эпĕ вара эсĕ шăнкăравласса кĕтсе ывăнтăм. Манмарăн-ши? Сăмахна тытăн-ши?..
14.00. Тинех кĕтсе илтĕм. Аранах санăн сассуна илтрĕм. Ытла та ырă-çке! Хамăн телейĕме хам та ĕненейместĕп. Ĕç нумаййине пĕлтертĕн. Пушансан систерме шантартăн, тĕлпулăва чĕнтĕн. Утса мар, чупса çÿретĕп тейĕн. Санпа калаçни темшĕн телей кÿрет.
20.00. Çур сехетрен çитетĕп терĕн. Сана ĕмĕр кĕтнĕн туйăнать. Сехет йĕппи çав тери вăрах шăвать. Ларассăм та, тăрассăм та килмест. Кун пекки пурнăçăмра пулман-тăр.
ВЫРСАРНИКУН. Иртенпе ĕнерхи каçа пуçран кăлараймастăп. Пĕрмай сан çинчен шухăшлатăп. Вăраннăранпа çеç-и? Ыйхăм та килмерĕ. Сан ытамунтан уйрлсан та темччен çав ачашлăхпа, çепĕçлĕхпе килентĕм. Çакă чăннипех манпа пулса иртнĕн те туйăнмасть. Тутлă ыйха та ир енне çеç путрăм.
Тимĕр урхамахупа хула тăрăх ярăнтарнă хыççăн Атăл хĕрне илсе антăн. Унăн шăплăхĕ-шавĕпе, кайăксен юррипе килентĕмĕр, чунсен пĕр пайне уçрăмăр. Тутлă канфетпа хăналарăн. Маншăн чи хакли вара - эсĕ юнашар тăни, çумна пăчăртани, çÿçĕмпе выляни, пÿрнÿсемпе питĕме сĕртĕнни... Акă вăл, акă ман телейĕм!
Паян та шăнкăравлама шантартăн.
Сакăр сехет те çитрĕ ĕнтĕ. Тавралăха каç сĕмĕ çапрĕ. Эсĕ вара çаплипех çук...
21.30. Аранах кĕтсе илтĕм. Анчах ахаль çеç шăнкăравларăн. Паян тĕлпулăва чĕнмерĕн. Куншăн кăштах пăшăрхантăм та. Анчах питех кулянма кирлĕ мар пулĕ текен пĕтĕмлетÿ турăм: ара, эсĕ шантарнине пурнăçларăн-çке - шăнкăравларăн.
ЮНКУН. Ĕнер те, виçĕмкун та сассуна патăн. Манăн ĕçсемпе, сывлăхăмпа кăсăклантăн. Ĕç нумаййине пĕлтертĕн. Çавăнпах уçăлма та чĕнмерĕн. Куншăн кулянма пăрахрăм. Чи кирли - мана манмастăн. Эппин, эпĕ саншăн ахаль пукане çеç мар. Çакна шанатăп. Унсăрăн куллен аса илнĕ пулăттăн-и?
Акă паян пулăшрăн та. Ĕçсемпе хула тепĕр вĕçне çитсе килмелле пулчĕ те - унта хăвăртах илсе çитертĕн.
КĔÇНЕРНИКУН. Санпа калаçасса кунĕпех кĕтрĕм. Ахалех. Каçхине вара телефон шăнкăртатнине илтмен те. Хирĕç шăнкăравлани те телей кÿмерĕ - аппарат сÿннĕ. Çав тери пăшăрханатăп. Епле-ха капла?
ЭРНЕКУН. Шăп. Телефон янăрамасть. Паллашнăранпа эрне çитрĕ. Эпĕ вара сана ĕмĕр пĕлетĕп тейĕн. Çав тери тунсăхлатăп. Мĕн-ши ку? Юрату-ши? Калама та пултараймастăп. Анчах сан çинчен пĕрмай шухăшлатăп. Акă халĕ те ыйхăм килмест. Эсĕ вара... сас памастăн.
ШĂМАТКУН. Вăхăт нумаййине шута илсе Атăл леш еннех çитрĕмĕр. Çынсем шыва кĕнине сăнарăмăр, хумсемпе килентĕмĕр. Темех калаçмарăмăр. Ара, пĕрешкел чунсем пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланаççĕ-туяççĕ-çке. Çавăнпах пире те юнашар ларни те ырăлăх кÿчĕ. Шел, пĕрле чухне вăхăт çав тери хăвăрт иртет. Куç хупса ĕлкĕриччен таврăнма та вăхăт çитрĕ.
ЮНКУН. Кăмăл ахаль те аванччĕ. Шăнкăравларăн та - пушшех лайăхланчĕ. Хаклă çын сассине илтни телей кÿретех. Эсĕ вара тахăш самантра тăван чун пулма ĕлкĕртĕн. Çак телей çеç ан арканинччĕ...
ТУНТИКУН. Шăнкăравламастăн. Пушă маррине чухлатăп, анчах кĕтетĕп. Малтанхи пекех асапланмастăп паллах - пурпĕр чĕрем вăркать.
ЮНКУН. Виççĕмĕш кун асапланатăп. Мĕншĕн шăнкăравламастăн? Ăçта çухалтăн? Эпĕ сана кĕтнине, сансăр тунсăхланине пачах туймастăн-им?
КĔÇНЕРНИКУН. 10.00. Çĕркаç куç хупаймарăм. Сан пирки шухăшларăм. Тунсăхлатăп-çке. Чун-чĕрем ытла çуннăран сана манма тĕллев лартрăм.
15.00. Капашсăр телей! Тупăнтăн!!! «Ăçта çухалтăн? Пăшăрхантăм», - темесĕр чăтаймарăм. Каçару ыйтрăн. Ĕç çав тери нумай иккен. Акă халĕ те виçĕ эрнелĕх аякри хулана тухса кайма тивнине пĕлтерме шăнкăравлатăн. Эпĕ сана çухатасран, пăшăрханасран шикленетĕн.
Çапла, эпĕ сансăр тунсăхлатăп. Эсĕ çук чухне кулянатăп. Тавах сана шăнкăравланăшăн. Эппин, эпĕ - пушă вырăн мар.
Хăвăртрах таврăнсам! Эпĕ сана кĕтетĕп...
ТАРУК.