Комментари хушас

17 Утă, 2015

«Акконд»: Раççейри чи лайăх 5 кондитер фабрики йышĕнче

Çак кунсенче "Акконд" кондитер фабрикинче "ДежаВю" бисквитлă десерт хатĕрлекен çĕнĕ линие савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Акционерсен обществин генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов фабрикăра юлашки вăхăтра çĕнĕ технологиллĕ темиçе лини хута янине аса илтерчĕ, халĕ ĕçе кĕртекенни бисквитлă десертсене хатĕрлессине самаях пысăклатнине палăртрĕ. "Десертсен производствине пысăклатма тата çĕнĕ лини уçма хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 200 миллиона яхăн тенкĕпе танлашрĕ. Хушма 70 ĕç вырăнĕ йĕркелерĕмĕр", - терĕ Валерий Николаевич. Вăл предприятире хăйсем кăларакан продукци пахалăхне питĕ çирĕп тĕрĕсленине каларĕ.

Михаил Игнатьев "Аккондра" ĕçлекен­семпе черетлĕ хут тĕл пулма питĕ кăмăллине палăртрĕ. Шупашкарти фабрика Раççейри чи лайăх 5 кондитер компанийĕ йышĕнче пулнине, тĕнчери производительсемпе конкуренцие кĕме шикленменнине каларĕ. "Акконд" брендпа кăларакан продукци пысăк пахалăхпа палăрса тăрать, çакна ăна çынсем хапăлласах туянни те, сумлă наградăсем парса чыслани те çирĕплетет. Эсир продукци ассортиментне çулсеренех анлăлатса-пуянлатса пыратăр. Çакă чи малтан ертÿçĕн тата пĕтĕм коллективăн яваплăхне кăтартса парать. Эсир хăвăр ума лартнă тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçлатăр," - терĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан кондитер фабрикинче ĕçлекенсене Шупашкарта иртнĕ сумлă ăмăртусен - Европăри çăмăл атлетика командисен чемпионачĕн - официаллă партнерĕ пулнăшăн тав турĕ. Нумай çĕрте пĕлекен тата федераци пĕлтерĕшлĕ предприяти çеç кун пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисен партнерĕ пулма пултарать. Михаил Игнатьев ăмăртусене хутшăннă Раççей спортсменĕсене "Акконд" канфечĕсем питĕ килĕшнине пĕлтерчĕ, фабрикăра вăй хуракансене хăйсен ĕçне чунран парăннăшăн мухтарĕ.

Предприяти паянхи кун 500 тĕрлĕ кондитер изделийĕ кăларать: канфет-печени, десертсем, вафли, крекер т.ыт.те, вĕсене Раççейĕн пĕтĕм регионне тата чикĕ леш енчи 18 çĕршыва ăсатаççĕ. Хальхи вăхăтра фабрика кунсерен 300 тоннăна яхăн продукци хатĕрлет, çулталăкне - 55 пин ытла тонна. Акционерсен обществишĕн инвестици ĕç-хĕлĕ аталану çул-йĕрĕнчен пĕри пулса тăрать: кăçал малтанхи çур çулта инвестицисем 435 млн тенкĕпе танлашнă. Предприяти хăйĕн производство вăй-хăватне çулсеренех вăтамран 15: ÿстерсе пырать.

Çĕнĕ линие хĕрлĕ хăйăва касса уçнă хыççăн хăнасем вăл мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Валерий Иванов производствăн кашни саманчĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Кăмăл пуррисене бисквитлă десерта, ытти çимĕçе тутанса пăхма сĕнчĕç. "ДежаВю" пурне те килĕшрĕ: тутлăскер çăварта ирĕлет.

Михаил Игнатьев коллективпа тĕл пулчĕ, ăна предприятире ĕçлекенсем тĕрлĕ ыйту пачĕç. Вĕсем ĕçе хаваспах çÿренине пĕлтерчĕç, çапах çывăхри транспорт тата çул инфратытăмне лайăхлатма сĕнчĕç, каçхи сменăран тухакансен чăрмавсемпе тĕл пулма тивнине систерчĕç. Çамрăк хĕрарăм ачи çÿрекен садикри бассейна ĕçлеттерсе яма çук-и тесе кăсăкланчĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕ валли укçа пухнă чухне сахал тупăшлă çемьесене çăмăллăх пама палăртман-и тесе ыйтакансем те пулчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан тата Шупашкар хула пуçлăхĕ кашнинех хурав пачĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.