Комментари хушас

21 Нарăс, 2014

Çап-çамрăк мăшăра ватăлтарнă инкек

Пушар вăрă-хурах кăна мар, вăл нимсĕр хăварать... Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Хурама Тăварта пулнă инкек пĕтĕм çĕр-шыва кисретрĕ. “Хĕрлĕ автан” ташши Татьянăпа Владимир Алексеевсене пурăнмалли çуртсăр, çак таранччен пухнă пурлăхсăр кăна мар, пирĕшти пек чипер икĕ ачасăр та тăратса хăварнă. “Çак çĕр çинче мĕн чухлĕ пурăнасси этем çураличченех паллă”, - теççĕ. Нивушлĕ шăпа Наташăпа Лена Алексеевăсене çавăн пек кĕске кун-çул пÿрнĕ? Вĕсем пурнăçпа тин çеç паллашма пуçланă-çке. Пĕрин - тăватă çулта, теприн виççĕ те тултараймасăр пурнăçĕ татăлнă. Калама çук хăрушă! Питĕ шел. Вĕсем ытти тантăшĕпе пĕрле ÿссе аталанаймĕç, пысăк ĕмĕтсемпе çунатланса, çемье çавăрса ача-пăчаллă пулаймĕç, ашшĕ-амăшне савăнтараймĕç...

Ÿкессе пĕлсен...

“Ÿкессе пĕлсен тÿшек сарăттăм”, - тет ăслă чăваш. Татьянăпа Владимир та пушар тухасса пĕлнĕ пулсан ачисене пăрахса хăвармĕччĕç, хăйсем те ниçта та ура ярса пусмĕччĕç. Ял çыннин пахчара та, кил-тĕрĕшре те ĕç нумай, инкек куçа курăнса килмессине кашниех пĕлет пулсан та пĕчĕк ачасене пÿртре никамсăр хăваракан сахал мар.

- Выльăхсене апат пама тухсан ачасем пÿртре хăйсемех вылятчĕç-ха, анчах яла тухнă чухне нихăçан та хăйсене кăна хăварманччĕ, халь, пĕртен пĕрре, хăвартăмăр, - тута хĕррисене аран хускатрĕ Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнчен качча килнĕ, 25 çултах икĕ ачасăр юлнă Татьяна.

Кил хуçи арăмĕ пĕччен ÿснĕ, ашшĕпе амăшĕн урăх ача пулман. Çитменнине, виçĕ çул каялла унăн амăшĕ çĕре кĕнĕ. Владимир вара ултă ачаллă çемьере çитĕннĕ. Паллах, уйрăмлăх пур. Йышпа пурăнма чылай çăмăлрах - инкекре хуйха çурмалла пайлама, савăнăçшăн пĕрле хĕпĕртеме пулать. Çавăнпах Алексеевсем сак тулли ача пирки ĕмĕтленнĕ. Виççĕмĕш хут çие юлсан та Татьянăпа Владимир савăннă çеç. Кĕçех вĕсен нумай ачаллă çемье пулмаллаччĕ. Пысăк хуйхăллă хĕрарăм халĕ - ача çуратас умĕнхи отпускра.

Нарăсăн 6-мĕшĕ. Çанталăк сивĕ тăнипе Алексеевсем тĕпренчĕкĕсене садике яман. Ара, вĕсене кÿршĕ яла - Турхана - леçмелле-çке. Почтальонра ĕçлекен Татьянăн çыхăну уйрăмне документсем леçмешкĕн тухма тивнĕ, мăшăрĕн те сăлтав тупăннă.

- Асли вăрăм сăмахсене йывăррăн каланăран ытлах пуплеместчĕ, кĕçĕнни вара пĕр чарăнмасăр сăмах ваклатчĕ. Ун чухне те пире: “Хăрамастпăр. Кайса килĕр. Чипер”, - тесе ăсатрĕ, - калаçу çăмхине тăсма аран хал çитерчĕ кил хуçи арăмĕ.

 

“Кăмака хутрăр-им?”

Вĕсем килтен 10 сехет те 55 минутра тухса кайнă. Турхана çитсе документсене хăварнă, каялла тухма пуçтарăннă - 11 сехет çурăра кÿрши Светлана шăнкăравланă. “Эсир кăмака хутса хăвартăр-им? Мачча тăрринчен тĕтĕм тухать”, - тенĕ вăл. Çамрăк мăшăрăн сехри хăпнă. Татьяна: “Чуп-ха, унта ачасем”, - тесе кăшкăрнă. Алексеевсем яла çиçĕм хăвăртлăхĕпе вĕçтерсе çитнĕ, анчах шала кĕреймен - алăкран та, чÿречесенчен те çулăмăн вăрăм чĕлхи тапса тухса ăнран янă, кăштахран çурт çи витти йăтăнса аннă. Тĕрĕссипе, кÿршĕ хĕрарăмĕ чупса çитнĕ тĕле те çурта кĕме май пулман - çăра тĕтĕм йăсăрланнă, шалта ача сасси илтĕнмен.

- Ял çыннисем пухăннăччĕ, вĕсем пушар хуралне шăнкăравланине пĕлтерчĕç пулин те тепĕр хутчен çыхăнтăм. Урана аран-аран итлеттерсе сарайри выльăхсене - ĕнене, пĕчĕк пăрăва, пушмак пăрăва, тăватă сурăха, сыснана, чăхсене - кăларса ятăм, - хăрушă куна аса илчĕ Татьяна.

Ун хыççăн вăл, пысăк хырăмлăскер, аптăраса ÿкнĕ, хуйха пула шурса кайнă Владимирăн васкавлă медпулăшăва чĕнсе ăна больницăна леçме тивнĕ.

...Наташăпа Лена кухньăри сĕтел айне пытаннă. Иккĕшĕн те алли-урин хăш-пĕр пайĕ çеç юлнă, ытти йăлтах çунса кайнă. Апла пулин те тĕне кĕртнĕ хĕр пĕрчисене чиркÿ йăли-йĕркине пăхăнсах пытарнă... Икĕ тупăкпах.

 

Чунĕ сисмен-ши?

- Сирĕн шухăшпа - вут мĕнрен тухнă? - ыйтрăм пуçне те çĕклеймен арăмĕпе упăшкинчен.

- Ачасем: “Мультфильм пăхатпăр”, - тенĕрен плазма телевизора ярса хăвартăмăр, çавăнтан тухнă пулсан кăна, - хуравларĕ Татьяна.

- Эх, кил картине тухакан алăка та уçаятчĕç-çке, ма чупса тухмарĕç-ши? Кушак çури ав çулăмран хăраса тĕп сакайне сикнĕ, чĕрĕ юлнă. Пушар хыççăн ăна кăлартăмăр, - чунран кулянса калаçрĕ кил хуçи.

Çапла, ачасем пушарта яланах кравать е сĕтел айне пытанса лараççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулнă. Мĕншĕн кушак çурин инкекрен хăтăлма ăс çитет, ачан вара çук?

Кирек мĕнле хуйхă умĕн те усала систерекен паллă пулать теççĕ. Ĕлĕкхи çынсем пушар тухасса йытă-кушак туйнине ĕнентереççĕ. Алексеевсене тĕлĕк те тĕлленмен-ши?

- Нимĕн те сисмерĕмĕр, туймарăмăр. Çĕнĕ çул умĕн йытă улакалатчĕ-ха, юлашки вăхăтра вилнĕ аннене те тĕлĕкре тăтăшах куртăм. Анчах çаксем инкек систернине тавçăрмарăм, - чуна çÿçентерсе калаçрĕ Татьяна.

Çамрăк мăшăр хăйсем çинче мĕнле тум пулнă - çавăнпа юлнă. Кил хуçи ав кивĕ калушпа кăна. Юрать, пĕр тăванĕсем хуйхăра пăрахман. Халĕ вĕсем Владимирăн пиччĕшĕ Василий патĕнче пурăнаççĕ.

“Çурта страхланăшăн укçа парĕç-ха”, - тейĕ вулакан. Çук, пĕлтĕр кил-çурта страхланă пулсан та вĕсен çăмăллăха шанма çук. Страхланă тапхăр иртни - икĕ эрне.

 

Шупашкартан та шăнкăравланă

- Лайăх хыпар вăхăтра çитет, усалли вара хăвăрт сарăлать, - палăртрĕç Турхан ял тăрăхĕн ĕçченĕсем. - Тепĕр кун ир-ирех Шупашкартан шăнкăравларĕç, инкек курнă çемьене мĕнле пулăшма май пурри пирки ыйтрĕç. Çавăнпа Алексеевсен счетне ял тăрăхĕн администрацийĕн Интернетри сайтне вырнаçтартăмăр. Пулăшакансем пурри савăнтарать. Ялта та предприятисем пур, вĕсем хăйсен коллективĕсенче укçа, тумтир, савăт-сапа пуçтараççĕ. Татьяна почтальонра ĕçленĕрен çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракансем те пулăшаççĕ - хаçат кÿрсе килекен машинăна кирлĕ япаласем хурса яраççĕ.

Эпĕ пынă чухне те ял тăрăхĕн администрацине Мария Самарина кĕчĕ. “Алексеевсене пирĕн çемьерен кăшт пулăшу пултăр”, - тесе 1 пин тенкĕ парса хăварчĕ.

“Йăнăш пĕрре пулать”, - теççĕ халăхра. Татьянăпа Владимир ачасене йăпăртлăха хăварса килтен тухнăшăн мĕн ĕмĕрĕпех ÿкĕнĕç, хăйсене ятлĕç. Ир тăрсан та, каç выртсан та сарă çÿçлĕ хĕр пĕрчисем айкашни-выляни, утма-калаçма тытăнса савăнтарни, чĕвĕл-чĕвĕл пуплени... асран тухмĕ, вĕсен пурнăçĕ çапла ир татăлни ашшĕ-амăшĕн чĕрине çĕçĕпе чикнĕн ыраттарĕ... Садикре Çĕнĕ çулхи уявра ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксем Татьянăн сумкинче юлнă, вĕсене пăхнă май мăшăр куçĕнчен пĕр харăсах çутă-çутă тумламсем юхса анчĕç...

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.