Комментари хушас

11 Утă, 2015

Тапса тăрать-ха чун хавалĕ

Упире пурăнакан Елена Гаврилова /Николаева/ 1925 çулхи çу уйăхĕнче Яманак ялĕнче кун çути курнă. Лена çемьере асли пулнă. Йывăр пурнăç пирки тăхăр ачаран пиллĕкĕшĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çитменнине иккĕмĕш ачине çуратнă хыççăн амăшĕн сывлăхĕ хавшама тытăннă. Лена çичĕ çула çитсен кĕçĕннисене хăех апат пĕçерсе çитерме тытăнать, килти мĕнпур ĕç ун çине тиенет. Виçĕ вăрçа хутшăннă ашшĕ вунтăватă çул килте пулман.

- Йывăрччĕ ун чухнехи пурнăç, - педучилищĕре вĕреннĕ çулсене аса илет Елена Николаевна. - Шартлама сивĕ хĕлсенче общежитие ăшăтма вутă çукчĕ. Пĕр вырăн çине виççĕн выртса çиелтен матраспа витĕнсе ăшăнаттăмăр. Çăкăр пулман, эрнере пĕрре яла кайса кăшман, çĕрулми пĕçерсе килнĕ, çавна çикелесе пурăннă. Çапах та вĕренсе тухрăм вĕт!

Педучилище хыççăн ăна Упи шкулĕнчи пуçламăш класс учительне ĕçлеме илеççĕ. Хăйĕн тивĕçне яланах ырă та тÿрĕ кăмăлпа туса пынă, ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшнă. Чылай медальпе наградăланă Елена Николаевнăна. Тĕрлĕ мухтав хучĕн шучĕ те çук. Мăшăрĕпе пилĕк ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ унăн 16 мăнук, мăнукĕн 14 ачи.

Çулсем иртсен те вăхăта парăнасшăн мар-ха Елена Николаевна. Упи ялĕнчи «Сурпан» фольклор ушкăнне çÿрерĕ вăл, хăй çырнă сăввисене шăрантаратчĕ, кашни кун тенĕ пекех библиотекăна кĕнеке-хаçат вулама утатчĕ. «Сурпан» фольклор ушкăнĕпе концертсене çÿренĕ çулсене ăшă кăмăлпа аса илет Елена Николаевна.

Ялти пурнăç нихăçан та çăмăл пулман: çурт-йĕр çавăрмалла, ача-пăча çитĕнтермелле, выльăх усрамалла. Анкарти таврашĕнче те ĕçĕ самай. Çапах та пуçа усман Елена аппа, нихăçан та нимĕнле ĕçрен те хăраман. Паянхи кун ытларах килте кăштăртатать, чăхсем усрама та вăй çитерет. 90 çула çитнĕскерĕн сăвăсем çырма паянхи кун та чун хавалĕ пур. Хăйне телейлĕ туять вăл çак самантсенче, пурнăçа философ куçĕпе тишкерет, çирĕп кăмăлпа малалла пăхать.

Глафира ИЛЬИНА.

Красноармейски районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.