Комментари хушас

8 Утă, 2015

Ăçталла "юртать" тимĕр шапа?

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш Атăлтан темиçе çухрăмра çеç. Ял çыннисем пулă тытма куллен çÿреççĕ.

Май уйăхĕнче пĕри çыранра тимĕр шапа йăраланнине асăрханă. "Кунта ăçтан лекнĕ-ши?" - тĕлĕннĕ хăй. Хĕлле пурпĕр шăнса вилĕ тесе яла илсе таврăннă, Карапаш библиотекине парнеленĕ. Халĕ Атăл хăни унта пурăнать. Ачасем курма куллен пуçтарăнаççĕ.

Нумайăшĕ Атăлта, унăн юпписенче Европăн шурлăх тимĕр шапи ĕрченине пĕлмест. Вăл Чăваш Ен, Мари Эл, Тутарстан, Чĕмпĕр, Самар, Саратов облаçĕсен тĕлĕнче, ытти çĕрте йăх тăсать. Хĕл каçма юшкăна тарăн кĕрсе выртать те - сывлама, чĕри тапма чарăнать. Унти 3-5 градус ăшă ăна чун упрама çитет.

Çуркунне, хĕвел хĕртме тытăнсан, шывран апатланма тухать. Йĕп вăррин /стрекоза/ личинкипе, вăрăм тунапа /комар/, шыв нăррипе /плавунец/, саранчапа, нумай ураллă хуртпа /кивсяк/, йĕпе кăпшанкăпа /мокрица/, ăманпа, йĕмпĕлтĕкпе /моллюск/ тăранать. Вĕт пулă, симĕс курăк сахал çиет.

Ами 6-8 çулта чухне йăх тăсма хатĕр. 10-15 см тарăнăш хăйăра е тăпрана чавса майра-июнь пуçламăшĕнче - пĕрремĕш, июнь вĕçĕнче - иккĕмĕш, июльте виççĕмĕш йăвана 5-10 çăмарта /кашнин тăршшĕ 3 см/ тăвать. 2-3 уйăхран вĕсенчен вĕт шапасем тухаççĕ. Апат шырама çĕр çине хăпармаççĕ. Хевтесĕрскерсем кĕркунне сивĕрен сыхланса юнашарах тепĕр тарăн мар шăтăк чаваççĕ, унта кĕрсе выртаççĕ. Хĕл каçсан çеç вĕсене пăрахса апат шырама пуçлаççĕ.

Шапа хупăлчакĕн /карапакс/ тăршшĕ 12-35 см, йывăрăшĕ 1,5 кг таран. Тимĕр шапасен ытти тĕсĕсемпе танлаштарсан вăл çĕр çинче самай йăрăрах, шывра хăвăрт ишет, тарăн чăмать. Кашни 30 минутран сывлăш çавăрса яма шыв çине тухать. Çапах та ăсчахсем унсăр шывра 45-47 сехет ишнине палăртнă. Юшкăнра çĕр каçать. Ир-ирех апатланма çырана тухать.

Семен ВАСИЛЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.