Комментари хушас

7 Утă, 2015

Нихăçан та манмăпăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканМихаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне, авиаци генерал-майорне Андриян Григорьевич Николаев космонавт- летчике халалласа ирттернĕ астăвăм митингне хутшăннă.

- Космонавт сăнарĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр упранĕ. Унăн тĕнче уçлăхне алла илес ĕçе хывнă тÿпи виçесĕр пысăк. Андриян Николаевăн чун хавалĕ питĕ çирĕп, вăл чăтăмлă, хăюллă, çав вăхăтрах питĕ сăпайлă çын пулнă, - чăваш çĕрĕ ÿстернĕ тĕлĕнмелле çынна ентешĕсем нихăçан та манас çуккине палăртса каланă Михаил Васильевич. - Вăл чи кăткăс тĕллевсене те туллин пурнăçа кĕртме пултарнă. Андриян Григорьевич Чăваш Ене, тăван халăха юратнă. Унăн ячĕ истори страницисенче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. Тĕнче уçлăхне малтисен шутĕнче парăнтарнă ентешемĕрĕн паттăр шăпи çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентет. Çакнашкал ырă тĕслĕхсен витĕмĕ çĕнĕ ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшать.

Митинг хыççăн пухăннисем Андриян Николаев вилтăприйĕ çине чечексем хунă.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.