Комментари хушас

7 Утă, 2015

Тĕп юсав валли нухрат хывмаллах

ЧР парламенчĕн спикерĕ Юрий Попов ертсе пынипе Правительство çуртĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерес ыйтупа регионсен хушшинчи семинар-канашлу иртрĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва Киров, Оренбург, Ульяновск облаçĕсенчи, Мари Эл, Удмурт республикисенчи саккунсем йышăнакан органсен представителĕсем, ЧР Правительство членĕсем, хуласен администраци пуçлăхĕсем пухăнчĕç.

Юрий Алексеевич семинар-канашлăва уçнă май сÿтсе явакан ыйту питĕ çивĕч те пĕлтерĕшлĕ пулнине, специалист-профессионалсем хăйсен пуян опычĕпе тĕплĕнрех паллаштарасса шаннине, унпа ĕçре малашне усă курасса палăртрĕ. "РФ Çурт-йĕр кодексĕн çуртсене тĕпрен юсас ыйтупа çыхăннă саккунсене хушăм-тÿрлетÿ кĕртсе лайăхлатмалла, ăнлантару ĕçне вăйлатмалла, информацие халăх патне вăхăтра та тĕрĕс çитермелле. Харпăрлăхçăсен тĕп юсав ирттерме квитанципе килĕшÿллĕн нухрат хывмаллах. Пирĕн вара час-часах пухăнса çивĕч ыйтусене татса памалла", - терĕ спикер.

РФ Çурт-йĕр кодексĕн 166-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çуртри пĕрлехи пурлăха - инженери тытăмне /электроэнерги, ăшă, газ парса тăрасси, вĕри, сивĕ шывпа тивĕçтересси тата юхтарса кăларасси/, лифт оборудованине, шахтине, çурт тăррине, мал енне, никĕсне, путвалти пÿлĕмсене юсамалла. Харпăрлăхçăсен ăна пурнăçлама 169-мĕш статьяпа килĕшÿллĕн кашни уйăхрах взнос тÿлемелле.

Ĕçлĕ тĕлпулура ЧР строительство министрĕ Олег Марков, парламент спикерĕн заместителĕ - Экономика политики, агропромышленноç комплексĕпе экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, "Нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕп юсав ирттерес енĕпе ĕçлекен республика фончĕ" коммерциллĕ мар организацийĕн гендиректорĕ Олимпиада Епифанова çивĕч ыйтусем хускатрĕç. Ыйтусем халăха чăнласах тарăн шухăша яраççĕ. Патшалăх хваттерсене хистесе тенĕ пекех приватизаци тутарчĕ. Çынсен çак ĕçпе чупа-чупа тăккаланма тиврĕ. Юнашар пурăнакан çемьесенчен пĕри муниципалитет хваттерĕнче кун кунлать, теприн вăл харпăрлăхĕ шутланать. Çуртăн пĕрлехи пурлăхĕпе пĕртанах усă кураççĕ. Пĕри тĕп юсавшăн уйăхсерен укçа тÿлет, тепри - çук. Çакна мĕнле ăнланмалла? Е тата çамрăк çемье банка кивçене кĕрсе стенисене якатман-илемлетмен хваттер туянать. Ăна тĕп юсавшăн тÿлеме квитанци пырса параççĕ. Кредитпа та татăлмалла, пурăнма куçиччен хваттере çĕр-çĕр пин тенкĕлĕх юсамалла, взнос тÿлемелле... Ăçта кайса кĕмелле унăн? Тепĕр тесен вĕр çĕнĕ çурт харпăрлăхçисене тĕп юсав пачах та интереслентермест. Семинар-канашлу татăлман нумай ыйту çуратрĕ. Ульяновск, Оренбург облаçĕсен Саккунсем йышăнакан Пуху председателĕсем Анатолий Бакаев, Сергей Грачев тĕп юсав ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусене федерацин Атăлçи округĕнчи патшалăх влаçĕн саккунсем йышăнакан органсен ертÿçисен ассоциацинче пăхса тухса РФ Çурт-йĕр кодексĕн хăшпĕр статйине хушăм-улшăну кĕртсе лайăхлатса çитермешкĕн РФ Патшалăх Думине тата Правительствине ярса пама сĕнчĕç. Ку сĕнĕве мероприятие хутшăнакансем ырласа йышăнчĕç. Пĕр регионта халăх тĕп юсавшăн укçа тÿлесси вăтамран 70 процентран иртнĕ пулсан, тепринче вăл 30 та кармашмасть. Взнос 79 субъект пуçтарать. Кăтарту Раççейĕпе вăтамран 62,3 процента çитнĕ. Чăваш Енре лару- тăру йывăр. Олимпиада Епифанова пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай хваттерлĕ çуртсен харпăрлăхçисен 45,6 проценчĕ çеç тĕп юсавшăн укçа куçарать. Эппин, регион уйрăмлăхĕсене шута хурса Чăваш Ен парламенчĕн Çурт-йĕр кодексĕн саккунĕсене çĕнетсе лайăхлатас енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле, массăллă информаци хатĕрĕсем урлă ăнланма ансат информаци çине-çинех памалла. Харпăрлăхçăсен вара тÿлевпе вăхăтра татăлма тăрăшмалла.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.