Комментари хушас

3 Утă, 2015

Çын аллинчи кукăль тутлăрах

Тÿпене ир-ирех хура пĕлĕтсем карса илчĕç. Çумăр пăт-пат тумласа та илчĕ.

- Эсир пирĕн тăрăха çумăр хăваласа килтĕр пулас, - шÿтлесе кĕтсе илчĕç Патăрьел тăрăхĕнче.

ÇЕМЙИПЕХ ПĔР ТУРТАРА

Июнь уйăхĕнче ку тăрăхра çумăр ÿкменпе пĕрех. Çил хытăрах вĕрсен уйсенче тусан пĕлĕт пек çĕкленет. Çакă çĕр ĕçченĕсене хăратать, пăшăрхантарать: капла тухăç илсе пулĕ-и?

- Вырăн вырăнпа çукалать-ха, анчах пирĕн пата çитеймест вăл, - терĕ «Корма» пĕрлешÿн ертÿçи Иван Владимиров. - Юрать, лаптăка шăваратпăр. Унсăрăн севок сухан та шăтса тухмĕччĕ.

5 гектар йышăнать вăл. Кăçал çĕр типме пуçласанах шăварма тытăннă - вăрлăха шăтса тухма нÿрĕк кирлĕ çав. Лаптăка ĕлĕкхи пек çÿлтен сирпĕтмеççĕ. Çĕнĕ мелпе, шыва тумлатса шăвараççĕ.

Пысăк лаптăка çынсем çумкурăкран тасатаççĕ.

- Гербицид туянса тăкакланас темерĕмĕр. Малтанхи хут 60-70-е яхăн çын çумлама тухрĕ. Халĕ 15-16 кăна. Ĕçе килес текен нумай, анчах урăх йышăнмастпăр, - каласа парать ертÿçĕ.

Хĕрхенекене хĕрлĕ йытă çиет тенĕ. Укçа перекетлеме хăтланни хакла ларнă. Çумкурăка катмакпа тасатнă май çынсем шыв шлангĕсене лектерсе юрăхсăра кăларнă. Вĕсене улăштарма сахал мар тăкакланнă. Ĕçлекенсене аякри ялсенчен техникăпа турттарнине, кунне икĕ хут апат çитернине тата 700-шер тенкĕ тÿленине шута илсен тăкак татах ÿсет.

- Çакна çумласа тухсан лаптăка тек кĕртместпĕр, - терĕ Иван Владимиров.

- Хальхи вăхăтра севок лартни тупăшлă-и? - кăсăкланатпăр эпир.

- Лайăх ĕçлесен пĕр гектартан 200-250 центнер тухăç илме пулать. Кăçал ытти пахчаçимĕçпе пĕрлех севок та хакланса кайрĕ. Çуркунне акă Патăрьелĕнчи пасарта килограмĕ 100 тенке çитрĕ. Эпир вара ăна Красноярск, Волгоград, Ростов тăрăхĕсене ăсататпăр. Туса илни сутăнсах тăрать.

Хуçалăхăн усă куракан çĕр 390 гектар. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, выльăх апачĕ туса илеççĕ. 40 пуç ĕне. «Унăн йышне ÿстермелле те, анчах условисем йывăртарах. Çĕр çителĕксĕр», - терĕ ертÿçĕ.

Темиçе çул каяллах вырăнти хуçалăх панкрута тухсан Иван Владимиров унăн çĕрĕсене, пурлăхне илсе тепĕр хут ĕçлеттерсе ярас шухăшлă та пулнă-ха. Анчах лава пĕччен туртма вăй çитереймессе ăнланса шухăша пăрахăçланă.

- Ывăлăм юриста вĕренетчĕ. Çавăнпа пĕчĕк хуçалăхпах ĕçлеме шутларăм. Андрей диплом илнĕ хыççăн хула пурнăçĕ килĕшменнипе тăван тăрăха таврăнса пĕрле ĕçлеме кăмăл турĕ. Ирина хĕрĕм те кунтах тăрăшать. Халĕ уй-хирте ыттисемпе çумкурăк çумлать, - тĕллесе кăтартрĕ çынсем енне арçын. - Çемьепех пĕр лава туртасса пĕлнĕ пулсан вырăнти арканнă хуçалăха хăрамасăрах хам çине илеттĕм. Шел, чавса çывăх та çыртаймăн. Халĕ мĕн пуррипе çырлахма тивет.

Янттине куç хывсан

Çĕр ыйтăвĕ ĕлĕкренех çапăçтарнă. «Корма» пĕрлешĕве те паян канăç памасть вăл. Унăн усă куракан çĕр 500 гектар ытла. Çав шутра харпăрлăхра 100 гектар, ытти - арендăра. Шел, пулăхлă çĕр лаптăкĕ сахалланса пырать. Пĕрлешÿ Туçа ял тăрăхĕнче пурăнакансен çĕрне арендăна илнĕ.

- Темиçе çул усă курмасăр выртнă çĕр юхăнса кайнăччĕ. 2013 çулта ял пухăвĕнче ăна пилĕк çула арендăна илме килĕшрĕмĕр. 85 гектара йĕркене кĕртме укçа, вăй-хал самай кирлĕ пулчĕ. Çеремленсе хытса ларнă лаптăкра техника та ванать. Кăçал çурхи тулă акасшăнччĕ, анчах ял çыннисем чĕрĕлсе тăчĕç тейĕн, пай çĕрĕсем пирки асаилчĕç. Ял тăрăхĕпе, пирĕнпе калаçмасăр-ыйтмасăр эпир акма хатĕрленĕ лаптăкра çĕр пайлама тытăннă. Мĕншĕн вĕсем хуçасăр выртаканнине мар, пĕрлешĕвĕнне куç хывнă? Ун пеккисем те пайтах-çке. Нушаланса йĕркене кĕртнĕ лаптăкра тухăç илсе курайманни чĕрене ыраттарать, - пăшăрханса пĕлтерчĕ Иван Петрович. - Çитменнине арендăна илнĕ вăхăт та тухман.

Çын аллинчи кукăль тутлăрах тенĕ. Пĕрлешÿн 70 гектарне харпăрлăха куçарнă хыççăн хăшĕ-пĕри унта пырса та курман темелле. Вĕсене тепĕр хут çумкурăк пусса илме тытăннă. Хуçалăх та Вăтаел çывăхĕнче пайлаймасăр юлнă 15 гектарĕпе усă кураймасть.

- Уншăн техника хăвалама тăкаклă. Унсăр пуçне эпир акса хăварсан çынсем ăна та куç хывĕç. Янтти астарать çав. Çын ĕçленине аякран пăхса тăма çăмăл. Пĕрне кура тепри пай çĕрне илет, анчах вăй-хал çитсе пыманнипе икĕ-виçĕ çултан е маларах ун çине алă сулать. Халĕ ĕлĕкхи мар, кÿршĕ-арша шанса лараймăн. Хăвăн техника пулмасан çĕр ĕçне туса пыма кансĕр, - терĕ Иван Владимиров. - Эпир вĕсен çĕрĕпе усă курнăшăн налук тÿленĕ, çынсемпе чĕртаварпа татăлнă. Кун пек лару-тăрăва районти «Звезда», «Исток» тата ытти хуçалăхсем кĕрсе ÿкрĕç: сухаласа акнă уйсене çынсем хĕрсех пайлаççĕ. Эпир халăха хирĕç мар, анчах çакă пăшăрхантарать: мĕншĕн пай çĕрĕсене пĕр вырăнта, ирĕклĕ уйра уйăрмалла мар? Мĕншĕн сухаласа акнă лаптăка унтан-кунтан «вакламалла»? Касăк-кĕсĕк юлнă çĕрте эпир те ĕçлейместпĕр. Кашни ĕçĕн йĕрки пулмалла. Хуçалăх ертÿçисен, уйрăм çынсен, çĕр чиккине палăртакансен ыйтăва пĕрле татса памалла. Шел, пирĕн тăрăхра ун пек йĕрке çук.

Чун ыратăвне уçса панă май ертÿçĕ тÿпене карса илнĕ хура пĕлĕте сăнарĕ. Кĕтни каллех харама кайрĕ. Çумăр пăт-пат ÿккеленĕ хыççăн пĕлĕтсем сирĕлме тытăнчĕç. «Тусана та пусараймарĕ», - хаш сывларĕ Иван Петрович. Пăрăхсенчен вара шыв шапăртатса юхрĕ. Типме ĕлкĕрнĕ çĕр ăна антăхсах çăтрĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.