Комментари хушас

3 Утă, 2015

Мĕнле чĕрчун-ши?

«Хресчен сасси» хаçата чылай хушă çырăнса илетĕп. Усăллă сĕнÿсемпе çĕнĕ хыпарсемшĕн, пире, ватă çынсене савăнтарнăшăн тав тăватăп. Сирĕн пата чун ыратнипе, куляннипе çыратăп.

Пирĕнпе юнашарах - шыв, улăх, вăрман. Кăшлакан чĕрчун иртнĕ çулхи кĕркунне пирĕн хуçалăха тапăнчĕ. Ăçтан килсе кĕчĕ вăл, пĕлместпĕр. Анкартинче кăшласа пăхман пахчаçимĕç хăвармарĕ. Хĕлле вара сарай çинчи утта арпа пек вĕтетрĕ. Халĕ пахчара алхасать. Ура пуссан çĕр лăшт анса каять. Тĕллĕн-тĕллĕн тăпрана çÿлелле мăкăртса кăларать. Çĕр айĕпе пысăк канав туса хăварать. Кушак пĕрне тытнă та тирне çимен. Хырăм айĕ сарăрах тĕслĕ, çăмĕ мамăк пек. Мĕнле хăтăлмалла-ши унран? Капла пире пахчаçимĕçсĕр хăварать.

Андрей Иванов. Пăрачкав районĕ, Кожевенное сали.

Хисеплĕ Андрей Иванович! Çырса кăтартнă тăрăх - сирĕн пахчана çĕр йĕкехÿри пырса кĕнĕ. Вăл уй шăшийĕпе танлаштарсан самай пысăк, пĕвĕ 25 сантиметра çитет, çав шутра хÿри - 6-13 см. Пахчана, уй-хире, улăха çаратса хăварассипе ăна çитекен çук-тăр.

Çĕр йĕкехÿри шыв хĕрринче ?лайăх ишет, апат шыраса чăмать%, çĕр ăшĕнче, сарайра та пурăнать. Кăшлакан чĕрчун тĕрлĕ тĕслĕ пулать: хура, сăрă-хăмăр, хăмăр-хура тата ытти те. Вăл вăрăпа кăна мар, ÿсен-тăран тымарĕпе, çулçипе, тымарçимĕçпе тăранать. Çавăн пекех йывăçсен - панулми, çĕмĕрт, хăва - тымарĕсене уйрăмах килĕштерет. Вăл кăшланă пысăках мар йывăçсем хăвăрт ÿкеççĕ. Шывра ÿсен-тăран, пĕчĕк чĕрчунсем ?шăши, шапа, хурт-кăпшанкă, пулă, рак тата ытти те% çиет.

Йĕкехÿре хăй пурăнакан шыв çывăхĕнчи пахчара мĕнпур çимĕçе юрăхсăра кăларать. Йăвине çĕр ăшĕнче тусан вара айăн-çийĕн çавăрттарать. Çĕр айĕпе тем вăрăмăш шăтăк чавать. Юнашарах каюра пулсан йĕкехÿре вăл чавнă шăтăкпа усă курать - ÿсен-тăран тымарĕ патне хăвăртрах çитме. Пахчаçăсем вара юрăхсăра тухнă çимĕçшĕн каюрана ятлаççĕ. Анкартинче пачах урăх чĕрчун хуçаланнине пĕлмеççĕ. Çĕр йĕкехÿрин ами çулталăкра 5 хут, 2-8 çура таран çăвăрлама пултарать.

Эсир шыв, улăх, вăрман хĕрринче пурăннă май сирĕн пахчана çĕр йĕкехÿри иленнĕ. Кăшлакан чĕрчун юхăннă лаптăка кăмăллать, торф, турат, тислĕк купи айне пытанать. Унăн йăвине тăпра тĕмескипе танлаштарма май пур, анчах вăл лаптăкрах. Тухса кĕмелли вырăна туратпа, çÿпĕ-çапăпа, çулçăпа пытарать.

Мĕнле хăпмалла сăтăрçăран? Пахчана, вăл чавнă вырăна, капкăн лартмалла. Тупнă йăвана кăштах чаваççĕ, капкăн вырнаçтарса çиелтен тăпра сапаççĕ.

Тепĕр мел – пахчана ультрасасăллă хатĕр вырнаçтарни. Çын илтеймен сасă чĕрчунсене хăратать. Енчен лаптăка йĕкехÿре айăн-çийĕн çавăрттарнă пулсан йĕри-тавра наркăмăшлă илĕртмĕш хурса тухмалла: «Дифа-Нео» тырăпа хатĕрленĕскер, «Дива» парафин брикечĕ ?ăна нÿрĕклĕх пысăк пулсан усă кураççĕ%, «Ratron Glftwelzen» препарат.

Çавăн пекех халăх мелĕпе те усă курма пулать:

1. Йăвана наркăмăшлă илĕртмĕш хумалла. Ăна çапла хатĕрлемелле: тырра «Этилфенацин» препаратпа йĕпетмелле ?1 кг тырра 30 г препарат%, йĕкехÿре йăвине 10 г хутăша вăрăм авăрлă кашăкпа хумалла.

2. Йывăç туни йĕри-тавра 10 см тарăнăш канав чавмалла. Торф тĕпренчĕкне краççынпа йĕпетсе канава тултармалла.

3. Кролик тирне çунтарса йĕкехÿре шăтăкне хумалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.