Комментари хушас

3 Утă, 2015

Тăрăшсан çитĕнÿ пулатех

Район Акатуй-Сабантуйĕнче ялхуçалăх производствинче малта пыракансене çуллен чыслаççĕ. «Звезда» ЯХПК çĕнтерÿçĕсен йышне тăтăшах кĕрет. Анат Туçасем малти вырăна 15 çул алăран вĕçертмеççĕ. Çитĕнÿ вĕсене савăнтарать. Хуçалăхăн 410 пуç ĕне-выльăх. Вăл шутра сăвакан ĕне - 160. Иртнĕ çул кашнинчен 5500 килограмм сĕт сунă.

- Авăнмасăр, вăй хумасăр çитĕнÿ пулмасть. Ăратлăха лайăхлатма тăрăшатпăр. Тĕп кĕтÿре - хура-ула ĕнесем. Пăруланă хыççăн талăкра 12 килограмран ытларах сĕт антараканнисене çеç кĕтÿре хăваратпăр, - паллаштарать хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Валентина Щукина.

- Çитĕнÿ çăлкуçĕ - кадрсенче, - тет хуçалăх ертÿçи Валерий Кузнецов Валентина Александровна сăмахне малалла тăсса. - 25 çултан кая мар ĕçлекен А.Крысова, Р.Мясникова, Л.Киргизова, В.Нурсова дояркăсен çитĕнĕвĕ пысăк. Ытти çул та вĕсем 5 пин килограмран иртнĕ. Ĕçне кура - хисепĕ. Валентина Петровна «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Антонина Петровна ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп хутне, Людмила Федоровна Тав çырăвне илнĕ. Рената Васильевнăна район администрацийĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

Çамрăксене те ĕçе явăçтарма тăрăшаççĕ. Динара Перепелкина - вăр-вар, тĕп дояркăсене канура улăштарать.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче харсăрсем татах пур: П.Крысов курăк турттарать, Н.Перепелкина 6 уйăхран иртнĕ пăрусене пăхать. Наталия Геннадьевна уявра район администрацийĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ. Г.Мясниковăпа Н.Плешкова пăру пăхаççĕ. Выльăхсен талăкри ÿтхушаслăхĕ 700-800-шер грампа танлашать.

- Ĕне сĕчĕ - чĕлхи çинче. Фермăра выльăх апачĕ енчен хĕсĕк мар. Кăçал нумай çул ÿсекен курăка пĕрре çулсах 200 тонна типĕтсе тюкларăмăр, 800 тонна ытла сенаж хыврăмăр. Паянхи кун рациона сăвăма кура пусыпка, хĕвелçаврăнăш нимĕрĕ, витамин хутăшĕ, тăварпа шур тăм виçеллĕ паратпăр,- тет Валентина Щукина.

Çулталăкра кашни ĕнерен пĕрер пăру илме тăрăшаççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра кĕтĕве 44 çамрăк выльăх - пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан 6 пуç ытларах - хушăннă. Умри тĕллеве пурнăçласан тата çулталăкра ĕçе 320 кун тухсан пĕрер пăру парса хавхалантараççĕ.

Коллектив çитĕнĕвĕнче Г.Андреева техник-осеменатор тÿпи пысăк. Галина Филаретовна хăйĕн ăсталăхне республикăри конкурссенче те кăтартать, призлă вырăнсене тивĕçет. Выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн Н.Солдатова ветеринар яваплă.

«Звезда» кооператив - республикăри тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри. Сысна ферми те пур. Иртнĕ çул çĕнĕ амасене çитĕнтерчĕç.

«Йĕрке пулсан çитĕнÿ килетех. Шăпах çак принципа мала хураççĕ хуçалăхра», - тет Анат Туçасен хастарлăхне палăртса Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Красное Знамя» ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ Петр Никифоров. «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Валерий Кузнецов ертÿçĕн опычĕ пысăк. Вăл хуçалăх лавне туртма тытăннăранпа 20 çула яхăн.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА.

Патăрьел районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.