Комментари хушас

30 Çĕртме, 2015

«Т Плюс»: ячĕ çĕнĕ, парăмĕсем кивĕ

Асрах-ха, çулталăк каялла Мускавра иртнĕ, шăпах энергокомпани ребрендингне халалланă пресс-конференцире журналистсене залри велосипед тĕлĕнтернĕччĕ. «Пьесăн пĕрремĕш актĕнче стена çинче пăшал çакăнса тăрать-тĕк - юлашки актра вăл перетех...» Калаçу вĕçĕнче КЭС Холдинг гендиректорĕ Борис Вайнзихер литература классикĕн çак сăмахĕсене тÿрре кăларчĕ. Альберт Эйнштейн «Пурнăç - велосипедпа çÿренĕ пек: ÿкес мар тесен чарăнмасăр малалла каймалла» тенине аса илтерчĕ те холдинг гендиректорĕ велосипед утланса залран ярăнса тухрĕ. Халь çĕнĕ хыпар çитрĕ, вăл, КЭС ертÿçисем çирĕплетнĕ тăрăх, шăпах малалла талпăнассипе пĕр кĕвĕллĕ: акционерсен пухăвĕн йышăнăвĕпе «Атăл тăрăхĕнчи ТГК» ятне улăштарнă - вăл «Т Плюс» публичнăй акционер обществи пулса тăнă.

Атăл тăрăхĕнчи ТГК тытăмне пирĕн Шупашкарти ТЭЦ-2, Çĕнĕ Шупашкарти ТЭЦ-3, Чăваш магистраль ăшă сечĕсем кĕретчĕç те - «компани ребрендингне мĕншĕн пуçарнă?», «потребительсемшĕн мĕн улшăнĕ?» текен ыйтусем ăнсăртран мар. Вĕсене хуравлама «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн директорне Юрий Цешковские сĕнтĕмĕр.

- Малтанах çапла палăртам: икĕ республика территорийĕнчи маларах Атăл тăрăхĕнчи ТГКна кĕнĕ энергопредприятисем «Т Плюса» ăнăçлă куçрĕç, - çирĕплетрĕ Юрий Анатольевич. - «Атăл тăрăхĕнчи ТГК» АУОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕ «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕ пулса тăчĕ.

Холдинг аталанăвĕн çĕнĕ çул-йĕрне унăн ертÿçисем çулталăк каялла палăртнăччĕ: активсен портфельне аталантарасси тата виçеллĕ тăвасси, тытăма, ĕç процесĕсене шайлаштарасси, çĕнĕ рынок стратегине пурнăçласси - вăл пысăк хуласенче, энергоресурссемпе нумай усă куракан центрсенче, çине тăрса ĕçлессине тĕпе хурать. 2014 ç. декабрьте КЭС Холдингăн генераци компанийĕсене - «ТГК-5», «ТГК-6», «ТГК-9», «Оренбургри ТГК» АУОсене, çавăн пекех «КЭС» АХОн управляющи компанийĕсене тата юсавпа сервис компанийĕсене «Атăл тăрăхĕнчи ТГК» АУО никĕсĕ çинче пĕрлештересси вĕçленчĕ. Çакна вертикаль мелĕпе пĕтĕçтернĕ çĕнĕ компани йĕркелес тĕллевпе тунă. Вăл инвестици енĕпе илĕртÿллĕрех, финанспа технологи тĕлĕшĕпе шанчăклăрах. Тытăм енĕпе ансатрах тата уçăмлăрах, управлени тăкакĕсене чакарнă компани туса хунă.

Çав вăхăтрах «Атăл тăрăхĕнчи ТГК» ят компани объекчĕсен географийĕпе те пĕр килместчĕ. Унăн тытăмне Уралти /Оренбург тата Свердловск облаçĕсенчи, Пермь крайĕнчи/, Коми Республикинчи, Владимир облаçĕнчи станцисем те кĕреççĕ, вĕсем пирки «Атăл тăрăхĕнчи» тееймĕн. Çавăнпа компание кĕске те пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ ят пама йышăннă - «Т Плюс». «Т» - температура палли, «тепло» сăмахри пирвайхи саспалли. «Ç» вара ăшă температури кăна мар, компани ÿсĕм-аталану çулĕпе малалла ăнтăлнине те кăтартать. Çĕнĕ компани никĕсĕ çинче хăйнеевĕр энергетика супермаркечĕ йĕркеленет, унта шывпа, газпа тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем те кĕреççĕ.

«Т Плюс» ПАО 2014 ç. КЭСăн сбыт компанийĕсене пĕтĕçтернĕ «ЭнергосбыТ Плюс» АУОпа, ытти хăшпĕр компанипе пĕрле «Т Плюс» Ушкăн пайĕ пулса тăрĕ. Сăмах май, Мари Элта тата Чăваш Енре «ЭнергосбыТ Плюс» АУОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалне туса хунă, вăл ăшă энергийĕшĕн укçа пухассишĕн яваплă, унчченхи пекех пирĕн филиал ячĕпе ĕçлет.

- Ÿсес тенине ырламалла, анчах потребительсемшĕн мĕн улшăнать?

- Ребрендинг компани тытăмĕнчи улшăнусене кăна мар, потребительсемпе тытакан хутшăнусен пахалăхĕ çĕнелнине те çирĕплетме тивĕç. Пĕрлештернĕ энергокомпани халăха ресурссен пĕтĕм пуххипе тивĕçтерĕ, энерги перекетлес енĕпе тивĕçлĕ йышăнусен операторĕ, потребительсен умĕнчи пĕрлехи яваплăх центрĕ пулса тăрĕ. Клиентсем компани çĕнелнине, меллĕрех пулнине курса ĕненĕç.

- Халь пурин те энергипе тивĕçтерес енĕпе сирĕнпе çĕнĕ килĕшÿсем тумалла пулать-и?

- Нимĕн те тумалла мар. Вăйра тăракан мĕнпур килĕшÿпе çĕнĕ компани киввин прависене йышăннă. Унчченхи килĕшÿсем вăйрах юлаççĕ. Ресурс парса тăрасси, тарифсем, правилăсем, офиссен адресĕсемпе телефонĕсем - унчченхисемех. Эпир тÿлевсене куçарнă чухне çĕнĕ реквизитсем палăртма сĕнсе пĕлтерÿсем ярса патăмăр. Анчах клиент компанин кивĕ ятне, юридици адресне кăтартсан та укçа пирĕн пата пурпĕрех çитĕ. Банксемпе калаçса татăлнă: çитес уйăхсенче вĕсем кивĕ адреспа куçарнă тÿлевсене пирĕн патах ăсатĕç. Клиентсемшĕн счетсем улшăнни те чăрмав кÿмĕ - вĕсене вăхăтра тÿлеме ан манччăр кăна.

- Манаççĕ-им?

- Энергетика отраслĕнче потребительсен парăмĕпе çыхăннă ыйту çивĕчлĕхĕ паян çуралнăскер мар. 2015 ç. июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енпе Мари Элти потребительсен пирĕн филиал умĕнчи пĕтĕмĕшле парăмĕ 1,36 млрд тенкĕпе танлашнă. Çак виçен пысăк пайĕ, 1,19 млрд тенке яхăн - пирĕн республикăри предприятисемпе организацисен тÿпи. Чи пысăк парăмли çав-çавах - «Коммуналлă технологисем» ООО, çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне вăл усă курнă энергоресурссемшĕн пире 584 млн тенке яхăн тÿлесе татман.

- Посредникрен, КТран, хăпса управляющи компанисен сирĕн филиалпа тÿрремĕнех килĕшÿсем тумалла марччĕ-и вара?

- Çапла, вĕсем пирĕн пата куçрĕç - тĕп хула администрацийĕн Шупашкар хулинче компани ĕçлекен зонăра пире ăшăпа тивĕçтерекен пĕрлехи организаци статусне панă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн. Урăхла каласан потребительсем ăшă энергине тÿрремĕнех пирĕнтен илеççĕ, КТ вара транспортировка тивĕçне çеç пурнăçлать. Анчах «Коммуналлă технологисен» парăмĕн эпĕ асăннă виçи - иртнĕ çулсенчи парăм: 2013-2014 çç. тÿлевсене халĕ те татман - 116 млн тата 446 млн тенкĕ ытларах.

Çавăн пекех пысăк парăмлисен шутĕнче - панкрут предприяти «Новэк» УК» ООО. Унăн парăмĕ 80 млн тенкĕ патнелле. Нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăмалли лицензи пама хирĕçленĕ управляющи компанисем 173,5 млн тенкĕ парăм пухнă. «Домовой», «Пик-1», «Стрелка-М», «РЭУ» ОООсем, «Наш двор», «Рябинка», «Центр», «Альфа» УКсем тата ыттисем миллион-миллион тенкĕ парăма кĕнĕ. Çакă пушшех кÿренмелле: ку парăмсен никĕсĕнче - халăх укçа тÿлеменни мар, УКсем пирĕн укçапа сывпуллашма васкаманни.

Промышленноçа илес-тĕк - кунта парăм «Промтрактор» АУОн /104,5 млн тенкĕ/, «ЧАЗ» АУОн /26,2 млн/ уйрăмах пысăк. «ЖБК / 2» ООО 1 млн тенке яхăн парăм пухнă. Çавăн пекех «Энергозапчасть», «Текстильмаш» АУОсен парăмĕсем курăмлă.

Пирĕн вара топливăшăн тÿлемелле, оборудование юсамалла, пăрăхсем туянмалла, сотрудниксене ĕç укçи тÿлемелле... Çавăнпа та компани ятне улăштарни вăйра тăракан килĕшÿсемпе çыхăннă обязательствăсене пырса тивмест, çавна май парăмлисем эпир вĕсене каçарасса ан кĕтчĕр - парăма татмах тивет.

Николай КОНОВАЛОВ.

НА-СВЯЗИ.ru сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.