Комментари хушас

11 Çĕртме, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 11-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине С. Мусаевăн «Манран канаш ыйтмасăр бизнес та малалла каймасть» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра - редактор сăмахĕ.

"Саккун сакки" рубрикăри суд материалĕ/сем вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр. Кăларăмра В. Смеловăн - "Асăрханни пăсмасть", В. Кошкинăн "Сăпса сăхнă хĕр" кулăшла калавĕсем çапăннă.

"Савăнма сăлтав кирлĕ", "Çыравçăсем шÿтлеççĕ", "Художник куçĕпе" рубрикăсенче интереслĕ материалсем чылай.

Çавăн пекех журналта Р. Сарпин "Тĕкĕр" юптарăвне вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.