Комментари хушас

27 Çĕртме, 2015

Сăтăрçăсен... рейтингĕ

Россельхознадзор хăйнеевĕрлĕ пĕтĕмлетÿ - ют çĕршыв продукцийĕнче пуринчен ытла тĕл пулакан карантин объекчĕсен списокне - хатĕрленĕ.

1. "Лайăх мар" рейтингра Анăç /Калифорни/ чечек трипсĕ тивĕçлипе пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Раççейре вăл чи малтан Санкт-Петербург хулинче 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче курăннă. Унта вăл Анăç Европăран чечексемпе лекнĕ. Çак амак çĕршывăмăрта сарăлсах пырать тесен те юрать. Халĕ ăна Курск, Тверь, Чулхула, Тула, Омск, Калининград, Ленинград, Мускав, Магадан, Ульяновск облаçĕсенче, Краснодар, Приморье, Красноярск тата Ставрополь крайĕсенче, Кабарда-Балкар, Карачай-Черкес, Удмурт республикисенче теплицăра асăрханă.

Чăваш Енре ку нăрра пуçласа "Агрофирма "Ольдеевская" АХра 2008 çулта тупнă. Юлашки çулсенче чечек тунисенче курнă тĕслĕхсем пулчĕç. Çавна май хăш-пĕр чухне пĕрре пăхма илемлĕ кĕл чечексенех тĕп тума тивет. Асăрхăр: çулçăсем тĕссĕрленме, шăтăкланма, типме тытăнни сăтăрçă çакланса килнине систерет. Мур кĕл чечексен, хризантемăсен, герберсен папкисенче уйрăмах вăйлă аталанать. Папка вĕçĕсем çак нăрăсем кăларакан сахăр евĕрлĕ шĕвекпе çыпçăнса лараççĕ те - чечек япăх тата хитре мар çурăлать. Кăчкăсенчен тата папкасенчен ку нăрра кăларма питĕ хĕн.

Çак сăтăрçă 300-е яхăн культурăна сиен кÿрет. Вăл пăрăçпа, хăярпа, суханпа, томатпа, çĕр çырлипе, иçĕм çырлипе, персикпа, салатпа тата ытти пахча çимĕç, улма-çырла культурисемпе тăранса пурăнать, çавăн пекех нумай чечеке "кăмăллать": кĕл чечексене, герберсене, хризантемăсене, цикламенсене, цинерарисене, гвоздикăсене тата ыттине те.

2. Иккĕмĕш вырăнта - сÿслĕ шăши кикенекĕ. Раççее килнĕ ÿсен-тăранра 446 хутчен тупса палăртнă ăна. Ытларах - Латви çимĕçĕнче: 371 хутчен. Парагвайран тата Бразилирен "çитнĕ" тĕслĕхсене чылай шута илнĕ.

Тĕлĕнмелле, ăшă та нÿрĕк çĕршывран тухнăскер халĕ çав регионсенче, Европăрипе танлаштарсан, сахалрах тĕл пулать.

Чăваш Ене çитернĕ продукцире кашни çулах тупса палăртаççĕ. Ытларах чухне соя шротĕнче тĕл пулать. Вăл 6 пин таран вăрă кăлараять. Америкăра, Африкăра, Австралире, Португалире, Испанире тата Азири нумай çĕршывра сарăлма ĕлкĕрнĕскер пахчара кăна мар, уй-хирте те, çул хĕррисемпе те лайăх аталанать.

3. Виççĕмĕш вырăнта - ипомея. Ăна 422 хутчен асăрханă. Ытларах Латвирен килнĕ продукцире - 300 ытла тĕслĕх.

Çак курăк ярса илнĕ лаптăкра тухăç 30-35 процент сахалрах пулать. Специалистсем вăл Раççейре ÿсмест теççĕ, çапах та ăна Краснодар тата Приморье крайĕсенче темиçе çĕрте кашласа ларнине асăрханă.

4. Пурçăн. Импорт продукципе пĕрле çакланса килнĕ 414 тĕслĕхе шута илнĕ.

Вăл Раççейĕн Вăтам Азири кÿршисене - Таджикистана, Узбекистана, Кăркăсстана - çавăрса илнĕ.

Чăннипе, Раççейре те аванах ÿсет. Тĕнчипе çак курăкăн 150 тĕсĕ палăрнă, Раççейре - 15. Хăш-пĕр регионсене, ытларах кăнтăр енчисене, пуçĕпех ярса илнĕ. Анчах та Çĕпĕр, Приморье тăрăхĕнче те ÿснĕ, кăшман тухăçне 50 процент таран чакарнă.

Чăваш Еншĕн те вăл - тахçанах хăрушă тăшман. Иртнĕ çулсенче Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем Канаш тата Комсомольски районĕсенчи фермăсем çывăхĕсенчи усă курман çĕрсем çинче тапса тухнă вĕлтрен пурçăнĕпе кĕрешнĕччĕ, Канаш станцийĕ çывăхĕнче вара - уй-хир пурçăнĕпе.

5. Калособрухус йышĕнчи зерновка. Пĕлтĕр ку нăрра ял хуçалăх продукцийĕпе Раççей территорине илсе кĕме тăнă 400 ытла тĕслĕх пулнă. Пĕтĕмĕшле, зерновка Европа, Ази, Африка, Америка çĕршывĕсенчен, Австралирен килекен çимĕçре час-часах тупăннă. Апла пулин те пирĕн пата вăл Таджикистанран, Узбекистанран тата Азербайджанран лекет.

Чи хăрушши: ку сăтăрçă пиçсе çитнĕ çимĕçе кăмăллать, çавăнпа та соя тата пăрçа йышшисемпе çĕнĕрен те çĕнĕ территорие çăмăллăнах куçса çÿрет.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

Россельхознадзорăн республикăри

управленийĕн пресс-секретарĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.