Комментари хушас

25 Çĕртме, 2015

Учитель профессине суйлас тĕллевлĕ Инесса

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕн хастар вĕренекенĕ Инесса Фе­дорова «Чи лайăх эссе» номинацире виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

- Вĕренÿ отличникĕ тĕрлĕ олимпиадăна хут­шăнать. Çĕнтерме ăнтă­лать. Уявсенче куракана пултарулăхĕпе тĕлĕнте­рет. Эпир те, педагог­сем, хамăр вĕренекенпе мăнаçланатпăр. Пĕлтĕр шкулăн 125 çулхи юби­лейне паллă турăмăр. Ăна, паллах, чаплă иртте­рес тесе пурте, вĕренте­кенсем те, вĕренекенсем те, хастар хутшăнтăмăр - тет чăваш чĕлхипе лите­ратурине вĕрентекен Зоя Аркадьевна Григорьева хăпартланса.

Инесса шкулти хастар вĕрентекенсене кура хăй те учитель пулас ĕмĕтпе пурăнать.

- Ачасене тарăн пĕлÿ парасси çăмăл ĕç мар. Пурпĕрех çав çула суйла­тăпах, - çирĕплетет Инес­са. - Килте те иккĕмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Аня йăмăкшăн эпĕ вĕрентекен. Кăткăс задачăна е хăнăхта­рăва тÿрех шутласа-çырса памастăп. Сĕтел çывăхне куçса ларатăп та ăнлантарма пуçăнатăп. Тимлĕ итленĕ хыççăн куçĕсем çуталма тытăнаççĕ:

- Аппа, ăнлантăм! Ăнлантăм! - тесе хавасланса та хăпартланса каллех ручка ярса тытать.

Вăл та вĕренÿ отличникĕ. Халĕ каникулта пĕрле кĕтÿ кĕтме те ĕлкĕртĕмĕр. Утă çинче ĕçлеме те ÿркенмерĕмĕр. Атте-аннене пулăшмалла-çке, унсăрăн епле-ха... Вĕсем тĕпренчĕкĕсемшĕнех тăрăшаççĕ. Пире тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Апла пулсан, пирĕн ачасен, аслисен сăмахĕнчен иртмелле мар. Нихăçан та.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.