Кÿрентерсен те - чăтатăн
"Икĕ кун çакăнта тăратăн, тарăхтарса çитертĕн! Кай кунтан, ботаник!" - тавралла илтĕнмеллех кăшкăрчĕ çулланнă арçын пĕр çамрăка. Чăнах та, хайхискере эпĕ те Шупашкарти тĕп пасар çывăхĕнче пĕрре мар асăрханă. Унта çеç мар, тепĕр суту-илÿ центрĕ умĕнче те куркаланăччĕ-ха ăна. Куçлăх тăхăннăскерĕн хул хушшинче журнал, иртен-çÿрене сывлăх сунса пĕчĕк хут листисем парать. Анчах ăна пурте кăмăллăн хуравламаççĕ-çке. Эппин, урамра çапла тăрса кун ирттерме кирлех-ши? Яшпа çакăн пирки сăмах пуçартăм.
- Эпĕ алăкпа чÿрече тăвакан организацире ĕçлетĕп. Иртен-çÿрене организацин ви-зиткине салатнисĕр пуçне ăнлантаратăп. Пахалăх енĕпе ĕçлекен консультантра тăрăшнă хыççăн тата çÿлерех хăпарма пулать. Халĕ эпĕ инструктор шутланатăп, çĕнĕ консультанта хатĕрлетĕп, - хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ Алексей Яковлев. - Малтанлăха хăнăхма, вĕренме виçĕ кун тухрăм. Пĕрремĕшĕнче çур кун кăна тăтăм. Халĕ ирхи тăхăр сехет çурăран пуçласа каçхи пилĕк сехетчен ĕçлетĕп.