Пысăк уяв ячĕпе, Чăваш Ен!
Ĕнер Чăваш Республики черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Ку уява халалланă мероприятисем июнĕн 23-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Республика Кунне тĕп хулара çеç мар, Канаш районĕнче те паллă турĕç. Çак кунсенчех ытти районта та тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе Чăваш Ен 95 çул тултарнине уявларĕç. Икĕ куна тăсăлнă уявăн асра юлнă интереслĕ саманчĕсемпе "Çамрăксен хаçачĕн" вулаканĕсене паллаштарăпăр.
"Чăваш тĕрри - чи лайăххи"
Çапла каларĕç тĕп хулари Карл Маркс урамĕнчи чăваш тĕррин музейне уçнă çĕре хутшăннă хаклă хăнасем. "Чăваш Ен - çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах çĕршывĕ", - тесе ахальтен каламан. Тăван халăхăмăршăн чунне парса тăрăшакансемшĕн, культурăна аталантаракансемшĕн, çитĕнекен ăрушăн, тĕррĕн асамлă тĕнчине кăмăллакансемшĕн июнĕн 23-мĕшĕ, ахăртнех, асра юлчĕ. Шăпах çавăн чухне Шупашкарта чăваш тĕррин музейĕн алăкĕ хăнасемшĕн пĕрремĕш хут уçăлчĕ.
2014 çулта Чăваш наци музейĕ "Чăваш тĕррин музейĕ. 1-мĕш тапхăр" проект хатĕрлесе ЧР Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ. Экспозицисен вырăнĕ 1930 çулта Чăваш Енре уçăлнă педагогика университечĕн çурчĕ пулса тăнă. Унта тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме 4,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Экспонатсене вырнаçтарас тĕллевпе 1-мĕш хутри икĕ пысăк пÿлĕме юсанă, çурт çумĕнчи лаптăка тирпей-илем кĕртнĕ. Грантăн 2,8 миллион тенкипе вара экспозицисене вырнаçтармалли тĕрлĕ оборудовани, манекенсем туяннă, чăваш тĕррипе илемлетнĕ чÿрече кантăкĕсене хатĕрленĕ.
Музейĕн 1-мĕш хутĕнче пирĕн халăхăн XIX ĕмĕрчченхи тĕрĕ историйĕпе паллашма май пур. Кунта несĕлсен, паянхи маçтăрсен алĕçĕсене, Алькешри "Паха тĕрĕ" фабрикăн материалĕсене вырнаçтарнă. Музее уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, РФ тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, СССР ÿнерçисен союзĕн членĕ Алексей Трофимов, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова хутшăнчĕç. Уява Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин "Янтал" фольклор ушкăнĕ илем кÿчĕ. Алексей Трофимов кунашкал музей Германире çеç пулнине асăнчĕ. Мария Симакова чăваш тĕррин "асамлă тĕнчи" уçăлнă ятпа саламланă май Михаил Васильевича тав сăмахĕ каларĕ. "Кунашкал проекта ытти регионтан маларах пурнăçа кĕртрĕмĕр. Пирĕн халăх тĕрри - чи илемли. Хамăн пурнăçăмра çармăссен, мăкшăсен тата ыттисен алĕçĕсене самай курнă. Анчах чăвашăнни пекки ниçта та çук", - палăртрĕ РФ тава тивĕçлĕ ÿнерçи.
Чăваш тĕррин музей проекчĕн 2-мĕш тапхăрне 2016 çулта вĕçлеме палăртнă. Унччен асăннă çуртра экспозицисен "Кĕмĕл арча" залне уçасшăн. Унта чăваш хĕр-хĕрарăмĕн кĕмĕл алки-вăчăрипе паллашма май пулĕ. Унсăр пуçне асăннă залрах алĕçĕсемпе наци тумĕсене, кĕмĕл алка-вăчăрана çĕнетмелли мастерскойсем вырăн йышăнĕç.
Çветтуй Александр Невский ячĕллĕ фестиваль
Çулталăк каялла РФ Президенчĕ Владимир Путин 2021 çулта Александр Невский кнеç çуралнăранпа 800 çул çитнине уявлама хушу алă пуснă. Авалхи Руçĕн пархатарлă ывăлĕ, пултаруллă çар пуçĕ, ăслă политикĕ хăйĕн паттăрла ĕçĕсемпе историе çырăнса юлнă. Александр Невский ячĕпе Чăваш Енре пĕрремĕш хут фестиваль иртрĕ.
Вырăс кнеçне халалланă унашкал мероприятин программине "Невский" продюсер центрĕпе "Çветтуй Александр Невский" фонд йĕркелесе пурнăçа кĕртнĕ. Фестиваль июнĕн 23-мĕшĕнче старт илчĕ. Асăннă кун тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре "АТТАКА" ушкăн тата "Если" хард-рок ушкăн солисчĕ Стас Бартенев концерт кăтартрĕç. Чи кĕтнĕ хăна - "Глас Ангельской Руси" халăх премийĕн лауреачĕ Владимир Нелюбин пулчĕ. Вăл "Александр Невский" оперăри юрăсемпе паллаштарчĕ.
Асăнса хăвармалла: Авалхи Руçĕн мухтавлă ывăлĕсенчен пĕрне халалланă мероприятисем 2015-2021 çулсенче иртĕç. Çак ятпа Раççейре тĕрлĕ музыка проектне, куравсене, театрпа ташă постановкисене йĕркелеме палăртнă.
Каçхи Шупашкар - тĕрлĕ тĕспе
Çулленех Республика Кунĕн уявĕ фейерверкпа вĕçленет. Кăçалхи шоу икĕ кун пычĕ. Тĕп хулари заливра иртнĕ фейерверксен фестивальне 5 команда хутшăннă: Мускаври, Мускав облаçĕнчи, Шупашкарти, Беларуç Республикинчи, Болгарири София хулинчи организацисем. Сăмах май, вĕсен салючĕсем чылай хулари уявсене, Мускаври Çĕнтерÿ кунне, Сочири Олимп вăййисене илем кÿнĕ.
Кăçалхи фестивале Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалланă. Конкурсăн пĕрремĕш кунне "Аслă Çĕнтерĕве - Мухтав" ятпа ирттерсе 150 метр çÿллĕше çитекен фейерверк вĕçтернĕ. Салют куракансем Интернетра ирттернĕ ыйтăмра хăйсен кăмăлне кайнă организацисемшĕн сасă панă. Конкурсçăсене тĕрлĕ конкурсра хакланă, çĕнтерÿçĕсене уяв вĕçĕнче чысланă. Республика Кунĕнче тÿпе каллех тĕрлĕ тĕспе çуталчĕ. Хальхинчи салютсен гала-концертĕнче 350 метр çуллĕше çитекен фейерверк вĕçрĕ.
"Раççей
çăлкуçĕсем"
Чăваш Енре кашни çулах Республика Кунне паллă тунă чухне халăх пултарулăхĕн "Раççей çăлкуçĕсем" уявĕ иртет. Фестивале Раççейри çеç мар, ют çĕршыври чылай коллектив та килет. РФ Культура министерствипе ЧР Правительстви пĕрле пуçарнă проекта хутшăнма тĕрлĕ çулта Бельгири, Италири, Венгрири, Египетри, Иранри, Болгарири, Чехири, Намибири, Германири, Эстонири пултарулăх ушкăнĕсем килсе кайнă.
Кăçалхи "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале пирĕн çĕршыври 16 регионти тата Беларуç Республикинчи 19 ушкăн килчĕ. Концерт Республика уявĕ умĕн пĕр кун маларах Хĕрлĕ тÿремре савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль тĕп хулари тĕрлĕ лапамра иртрĕ. Акă тĕрлĕ регионтан çитнĕ ансамбль-ушкăнсем "Шупашкар" суту-илÿ çурчĕ, "Чебоксары-Арена" пăр керменĕ, "Салют" культура керменĕ умĕнче, Лакрей вăрманĕнче куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Юрă-ташă ăстисен пĕр пайĕ Канаш районĕнче Республика Кунне уявланă çĕре хутшăннă. "Раççей çăлкуçĕсем" фестивалĕн гала-концерчĕ каçхи 7 сехетре пуçланчĕ. Унччен маларах пултарулăх ушкăнĕсем ЧР Наци библиотекинчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити утрĕç.
Хальхи вăхăтра Раççейре халăх пултарулăхĕ пысăк вырăн йышăнать. Кунашкал фестивальсем культурăна аталантама, йăла-йĕркене, юрра-ташша сыхласа хăварса ламран лама куçарма пулăшаççĕ. Çакна "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль те туллин çирĕплетет.
Руç маçтăрĕсем
тупăшрĕç
Республика Кунне ирттернĕ май тĕп хулара çĕршыври тĕрлĕ регионта пурăнакан алăстисен фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. Вăл хальхинче те икĕ куна тăсăлчĕ.
Маçтăрсен ăсталăх лаççисем Чăваш наци музейĕн картишĕнче вырнаçрĕç. Июнĕн 23-мĕшĕнче фестивале ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов савăнăçлă лару-тăрура уçрĕ. Вадим Петрович уява пуçтарăннисене Республика Кунĕпе саламласа конкурсçăсене ăнăçу суннă. Унсăр пуçне халăх пултарулăхĕ Раççейри тĕрлĕ культурăна сыхласа хăварас ĕçре пысăк вырăн йышăннине каланă. Асăннă фестивалĕн жюри председателĕ - искусствоведени кандидачĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юлия Иванова - конкурса хутшăнакансен йышĕ çулленех ÿснине палăртнă.
Кăçалхи маçтăрсен фестивальне Литература çулталăкне халалланă, вăл "Çуллахи юмах" ятпа иртрĕ. Шупашкара Раççейри 10 республикăпа облаçри - 23, Чăвашри 27 маçтăр килсе çитнĕ. Юмах - литературăн хăйнеевĕр жанрĕ. Конкурсçăсем куракансен умĕнче çак темăпа çыхăннă ĕçе 8 сехет ăсталанă. Пултарулăх тупăшăвĕ 10 номинацире иртнĕ: тĕрлесси, йывăçран касса кăларасси, йывăçа ÿкерсе илемлетесси, хурăн хуппипе ĕçлесси, вĕтĕ шăрçаран алĕçĕ тăвасси, пир-авăртан пукане хатĕрлесси, тăмран, татăк-кĕсĕкрен мозаика тăвасси, пир тĕртессипе çыхасси, ÿсен-тăран материалĕсенчен тĕрлĕ хатĕр ăсталасси. Руç маçтăрĕсенчен чи лайăххисене Хисеп хучĕ парса чысларĕç.
Кану паркĕнче - велочупу
Республика Кунне халалланă мероприятисенчен пĕри "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче иртрĕ. Кунта тĕп хулари Мускав районĕпе хула администрацийĕн çамрăксен правительстви пуçарнипе велочупу йĕркеленĕ. Ăна Чăваш Республикин 95-мĕш çуралнă кунне çеç мар, Раççейри çамрăксен тата Пĕтĕм тĕнчери наркоманипе кĕрешмелли кунсене те халалланă.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен колонни районти тĕрлĕ кĕтесе çитсе курнă. Çав вăхăтра паркра тĕп хулари, районсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен концерчĕсемпе савăнтарнă. Унсăр пуçне çынсем тĕрлĕ аттракционра ярăннă, вĕсем валли "Алĕçĕсен асамат кĕперĕ" курав йĕркеленĕ.
Кĕрлесе иртрĕ Акатуй
Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ тĕп хулара виççĕмĕш хут йĕркеленчĕ. Республика Кунĕнче иртнĕ çак уяв çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ чăвашсене çеç мар, аякри йăхташсене те пуçтарчĕ. Кунта Раççейри 12 регионти тата Беларуç Республикинчи коллективсем çитнĕ. Уява республикăри кашни районтанах пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Малтанах кашниех вĕсене Хĕрлĕ тÿремри пысăк сцена çинче курма пултарчĕ. Кайран пултарулăх ушкăнĕсем Анне монуменчĕ умне алран тытăнса утрĕç.
Мăчавăрсем уява ирттерме пил панă хыççăн мероприятие ертсе пыракансем пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисене юпаран хăю çыхма ыйтрĕç. Ун хыççăн вĕсем мăчавăрсемпе пĕрле "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнчи юпа патне чÿк тума çул тытрĕç.
Анне монуменчĕ умне пуçтарăннă кашни çынна республикăри районсемпе хуласем йĕркеленĕ çуртсен куравĕ илĕртрĕ. Пирĕн регионти пултарулăх ушкăнĕсем ытти йăхташăмăра чăваш тĕррипе, кил-тĕрĕшри ĕлĕкхи япалапа паллаштарчĕç, наци апат-çимĕçĕпе хăналарĕç.
Канаш районĕнче
Июнĕн 24-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Республика Кунне Канаш районĕнче уявланă çĕре хутшăнчĕ.
Уяв ячĕпе чăваш халăхне РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант саламланă. Асăннă мероприятирех Канаш районĕн çыннисене тав хучĕсемпе чысланă. Вырăнти управлени аталанăвĕшĕн тăрăшнăшăн Канаш районĕн пуçлăхне Иван Иванова ЧР Хисеп хучĕпе, чылай çул ырми-канми ĕçленĕшĕн Уçырма ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп эксперт специалистне Наталия Петровăна тав хучĕпе тата сехетпе чысланă. Павел Семеновпа Татьяна Захаровăна фермер хуçалăхне аталантармашкăн 1 миллион тенкĕпе танлашакан гранта илме сертификат панă. "Агат" организацире вăй хуракан Валерий Иванов электрогазосварщик, "Исток" организацири Ольга Иванова дояркăпа фермер хуçалăхĕн ертÿçи Иван Протасов ялта ĕçлекенсене пурăнмалли кĕтесе лайăхлатмалли социаллă тÿлеве илме тивĕç пулнă.
Июнĕн 24-мĕшĕ Канашсемшĕн кунта Республика Кунĕ ирттернипе çеç мар, Çĕнĕ Юнтапара çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнипе те асра юлĕ. Савăнăçлă лару-тăрăва ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова, Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Канаш районĕн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Рената Федорова, ЧР медицина страхованийĕн вырăнти фончĕн директорĕ Вячеслав Александров хутшăннă. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн кашниех çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕпе паллашнă.
Ирина КОШКИНА.
Автор, В.КУЗЬМИН тата Интернетран илнĕ сăнÿкерчĕксем.