Комментари хушас

25 Çĕртме, 2015

Раççей ăстасемпе пуян

Декораципе хушма искусство маçтăрĕсен Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" конкурсĕ Шупашкарта 13-мĕш хут иртрĕ. Вăл июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕн картишĕнче уçăлчĕ. Унта 10 регионтан килсе çитнĕ 21 тата хамăр республикăри 27 алĕç ăсти хутшăнчĕ. Вĕсем ытти çулсенчи пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнине тивĕçессишĕн ăмăртрĕç.

Ун умĕн конкурса савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, конкурсăн жюри председателĕ - искусствоведени кандидачĕ, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Патшалăх халăх пултарулăх çурчĕн пай пуçлăхĕ Юлия Иванова, жюри членĕсем хутшăнчĕç.

Вадим Петровичпа Юлия Борисовна алĕç ăстисене пултарулăх конкурсĕнче хăйсен талантне кăтартма, туллин уçса пама ăнăçу сунчĕç, вĕсем пурнăçлакан ĕç Раççей халăхĕсен культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварма тата малалла аталантарма пулăшасса, Шупашкарта пулса курни яланлăхах асра юласса шаннине палăртрĕç. Конкурсантсен кăçал хăйсен ĕçĕсене "Çуллахи юмах" темăпа пурнăçламалла. Ăна 2015 çул Литература çулталăкĕ пулнине шута илсе сĕннĕ. Халăх тĕррине пир çине куçарĕç е йывăçа касса эрешлĕç, е тăмран кĕлетке тăвĕç - сăнарсене пĕтĕмпех литература произведенийĕсенчен илĕç.

Хăнасене юрă-ташăпа салам­лакансем те пулчĕç: "Кăмăл" çемье фольклор, халăх ташшисен "Суварята" ансамблĕсем, кăтартуллă "Эревет" ушкăн, ачасен "Илемпи" фольклор, "Уяв", "Çĕньял", "Шордан" халăх коллективĕсем чăваш халăхĕн ламран лама куçса пынă чун-хавалĕн мулĕпе паллаштарчĕç.

Илем, аваллăх управçисен хуçисемпе, Раççей культурине, йăли-йĕркине тытса пыракансемпе хăйсемпе сăмахласа илес терĕмĕр. Мĕнле тĕллевпе, шухăш-кăмăлпа килсе çитнĕ вĕсем Чăваш Ен тĕп хулине?

Виктор Трифонов - Калугăри электросеть тытăмĕнче ĕçлет. Пушă вăхăтра облаçри Хлуднево ялĕнчи мелпе тăмран тетте ăсталать. Вăл çеç мар, амăшĕ те, кукамăшĕ те палăрнă ку енĕпе. Виктор Ивановичăн çулне хĕрĕпе мăнукĕ те суйласа илнĕ.

- Алĕç ăстисен Раççейре ирте­кен темле конкурсне те хутшăннă эпĕ. Халăх пултарулăхне про­пагандăлассине хамăн тĕлле­вĕм тетĕп, мĕншĕн тесен эпĕ çак ĕçе пĕлетĕп, унсăр пурăнма пултараймастăп, ыттисене те кăсăклантарасшăн, - терĕ Виктор Иванович.

Татьяна Воробьева - Кубань тăрăхĕнчи декораципе хушма искусство мастерĕ. Вăл Краснодар облаçĕнчи Кущевская станицинчи ремесла центрĕн ертÿçи. Татьяна Николаевна Шу-пашкарти "Руç ăстисем" конкурса 2008 çулта хутшăннă пулнă. Ун чухне куккурус çулçинчен пукане ăсталас енĕпе ĕçленĕ, халĕ пир тĕртес тĕлĕшпе тар тăкать.

- Юмахри "сĕтел çитти" мĕнле çуралнине ачасем тĕлĕнсе сăнаççĕ. Хăйсем те хутшăнасшăн çак ĕçе. Савăнсах ирĕк паратăп. Хăшĕсем çапла майпа килĕнĕç кăна мар, пурнăç тĕллевне те тупаççĕ, - тет савăнăç туйăмне палăртса Шупашкар хăни.

Ирина Агаева та Краснодар крайĕнчен килнĕ. Пĕлтĕр те хутшăннă вăл "Руç ăстисем" конкурса.

- Шупашкар питĕ килĕшет мана, тирпейлĕ, тăпăл-тăпăл хула, - тет Ирина Владимировна. - Çыннисем те питĕ кăмăллă. Ют çын тесе пăрăнса иртмеççĕ, пырса калаçаççĕ. Акă пуйăсра Шупашкар пикисемпе паллашрăм. Вĕсем те килĕпĕр терĕç-ха конкурс иртекен вырăна. Çывăх çынсем пекех кĕтетĕп.

Пĕрин патĕнчен теприн патне пыратăп. Коми Республикинчи Анна Сурнинăпа е хамăр республикăри Элĕк салинчи Татьяна Петуховăпа, е ыттисемпе калаçатăп-и - пурте хăйсен ĕçне чунран парăннине, юратнине туятăп. Вара пуçра çакăн пек шухăш çуралать: кунашкал ăстасем пур чухне Раççей пурăнать-ха, малалла ăнтăлать-ха.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.