Комментари хушас

19 Нарăс, 2014

Пĕр-пĕринчен вĕренни паха

Пирĕн хуçалăх çамрăк-ха, 2009 çулта йĕркеленчĕ вăл. Çĕр улми лаптăкĕ 25 гектарччĕ.Техники те пулман темелле: пĕр тракторпа комбайн хире тухнă. Çапах пуçа усман, хамăр мĕн тума пултарнине ĕçре кăтартас туйăм вăйлăччĕ. Тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтерес ăсталăх ÿссе пычĕ, майĕпен ура çине тăтăмăр. 2010-2012 çулсем пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслемелли тапхăр пек палăрса юлчĕç. "Иккĕмĕш çăкăра" гектартан вăтамран 300 центнера яхăн е ытларах та пуçтарса кĕртнĕ.

Унтанпа сухаласа акакан çĕр лаптăкне 1030 гектара çитертĕмĕр.Техника паркĕнче 7 трактор, тĕш тырă вырмалли икĕ "Полесье" комбайн, унсăр пуçне Голландире туса кăларнă çĕр улми комбайнĕ. Çĕр улми уйĕ 70 гектар йышăнать. Шăпах пĕр агрегат тулли хăватпа ĕçлемелли лаптăк. Паллах, çанталăк чăрмав кÿмен чухне вăл пирĕн шанăçа тÿрре кăларать. Виçĕ çул кал-кал ĕçлерĕ, ванса ларман. Раççей промышленноçĕ çавнашкал шанчăклă техника кăларма пуçласан тем пекехчĕ.

Тĕш тырă вырса çапнă çĕрте "Полесье" комбайнсем хăйсене лайăх енчен кăтартса пачĕç, хурлас килмест.

Иртнĕ çул çĕр улми тухăçĕ пĕтĕмĕшле 200 центнерпа танлашрĕ. Йĕпе-сапа хыççăн тÿрех сивĕтнĕ çанталăк ял çыннине нумай нуша кăтартнине пĕлетĕр. Хăш-пĕр хуçалăхăн пахча çимĕçĕ юр айне юлчĕ-çке. Эпир ĕлкĕртĕмĕр. Уншăн пур ĕçчене тав тăвасшăн. Шутласан, йыш пĕчĕк - 12 çын кăна. Ÿсĕм ĕçе пĕлсе йĕркеленинчен нумай килет-тĕр.

Хуçалăх тилхепине тытнă ашшĕпе ывăлĕ - Владимирпа Роман Матвеевсем - çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ, хирте ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлес йăлана тахçанах пăрахăçланă эпир. Хушнине пĕр пăркаланмасăр, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансемпе ĕçлеме çăмăлрах. Кашниех темиçе тĕрлĕ техникăпа ?тракторпа, комбайнпа,машинăпа% ĕçлеме пултарать.

Çанталăк типĕ килнĕ çулсенче шыв пĕрĕхтерекен хатĕрсемпе анлă усă куратпăр. Çĕр улми пуссине шăварнă хыççăн купăста уйне "çумăр" çутаратпăр. Ытти çулсенче купăста 20 гектар лартса тунă, тĕплĕн шухăшласа пăхрăмăр та 10 гектар çитет терĕмĕр. Çак лаптăк çуллен 700 тоннăна яхăн çимĕç парать. Ку тĕслĕхпе мĕн каласшăн-ха/ Кирек епле ĕçре те хăв ума пурнăçлама май çук тĕллевсем лартмалла мар тесе шухăшлатăп. Вăю çитет-тĕк - тăрмаш, ан ÿркен.

Ял ĕçченĕсене хумхантаракан тепĕр пысăк ыйту вăл - çăвĕпе тар тăкса çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртсе упрама хурасси. Ĕлĕкрех çимĕçе вăрăм буртсене хунă. Çакă пысăк çухатусем патне илсе пынă. Унчченхи йăнăшсене шута илсе эпир ку чухнехи управ тума вăй çитертĕмĕр. Ангара икĕ пин тонна шăнăçать,пахча çимĕç чиперех хĕл каçать. Пĕлтĕр шăпах çавăн чухлĕ çĕр улми пуçтарса кĕртнĕччĕ. Пĕр пайне сутрăмăр, ыттине вăрлăха тирпейлесе хутăмăр. Вăрлăх тенĕрен, эпир Раççей селекционерĕсем сĕнекен сортсемпе çеç ĕçлеместпĕр. Беларуç, Голланди аграрийĕсен ĕçне-хĕлне тишкернĕ. Уйра темиçе сорт сăнаса пăхатпăр. Пĕр çул вăл е ку сорт лартни ăнăçлă килсе тухать, тепĕр çулне урăххи пысăк тухăçпа савăнтарать. Ку таранччен мĕн тунипе çырлахмастпăр, ял хуçалăх культурисем пирĕн тăрăхра мĕнлерех аталаннине пĕр вĕçĕм сăнамалла, тĕпчемелле.

Çуллен иртекен çĕр улми куравĕпе наука практика конференцине çав тĕллевпе йĕркелеççĕ вĕт-ха. Эпир пĕр курава та сиктермен. Кунта ĕçлĕ çыхăнусем пирки калаçса татăлма май пур. Хальччен чикĕ леш енне ятарласа кайса çÿремен. Раççейре Анăçри партнерсемпе çыхăнтаракан центрсем уçнине ырламалла. Ют çĕр-шывсен опытне хамăр патра сарасчĕ.

Пахча çимĕç управĕн пĕлтерĕшне нумайăшĕ ăнланса илчĕ. Кÿршĕ хуçалăхсем пулăшу ыйтма килеççĕ. Икĕ пайтаçăпа виçĕ фермер хăйсен продукцине килсе пушатрĕç. Чăнах та, шалти сывлăш температурине автоматика йĕркелесе пынă складра купăста та, сухан та лайăх выртать, пачах çĕрмест.

"Иккĕмĕш çăкăр" туса илмелли технологи хăйне евĕр. Ытти хуçалăхсем рет хушшине 70-75 см хăвараççĕ, эпир - 90 см. Çакă çимĕç симĕсленессинчен, тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма пулăшать. Пирĕн пата вăрлăх туянма ытларах фермерсем, уйрăм пахчаçăсем килеççĕ. Паллах çĕнĕ сортсем пирки каласа ăнлантаратпăр, сĕнÿсем паратпăр. Çĕр ĕçĕнче эпир пĕлмен япала темĕн чухлех, пĕр-пĕринчен вĕренни паха.

Валерий Кондратьев,

Муркаш районĕнчи "ВаСем" юлташлăх управляющийĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.