Ĕне муклатнине, сурăх мекеклетнине илтесчĕ
"Красноармейскисем кахал мар, ялĕсем ватăлаççĕ. Кашни çурт урлă – дача. Çамрăксем сахал. Каччисем пулсан та çемье çавăрмаççĕ. Халăхăн çавăнпа выльăх шучĕ чакать", – ăнлантарать район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков. Çĕннине пĕлтермест анчах вăл калани шухăша ярать. Çулталăксерен ял çынни 252 пуç (пĕлтĕр ялсенче ĕне шучĕ шăпах çавăн чухлĕ чакнă) выльăх çухатсан малашне ĕне муклатнине, сурăх мекеклетнине илтеймĕпĕр те-ши?..
Пупленĕçемĕн чун лăпланать. Хресчен яшкана какайсăр çимĕ, курки те сĕтпе тулли пулĕ Сергей Львович хăй каланине сăмахĕнчен ытла цифрăсемпе ĕнентерме тăрăшать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, Раççей Федерацийĕн агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ Красноармейски район администрацийĕн ял хуçалăх пайне ертсе пыма тытăниччен "Таябинка" агрофирмăра ĕçленĕ. Район шайĕнче тилхепене иртнĕ çулхи ака уйăхĕнчен туртать.
– Сергей Львович, пăхатăп та сире юман йывăçпа танлаштаратăп. Хуçалăхĕсем те юман пек кĕреш, çирĕп пулассăн туйăнать. Выльăх-чĕрлĕх çинчен калаçатпăр та пĕлтĕр виçĕм çулхинчен йыш чакнă тетĕр.
– Ял хуçалăх предприятийĕсемпе халăхăнне шута илсен мăйракаллă шултра выльăх çулталăкра 268 пуç чакрĕ. "Янмурзино" кооператив панкрута тухрĕ те кунти выльăха сутрĕç. В. Васильева фермер хуçалăхĕнче йыш самай пĕчĕкленчĕ. Ĕне шутне уйрăмах халăх нумай чакарчĕ – 252 пуç. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 56 пуç кăна çухатнă. Ялсенче сурăх усракансем те сахалланаççĕ.
– Мĕнле-ха капла? Килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредичĕ те парать патшалăх. Район халăхĕ унпа усă куратех ĕнтĕ.
– Паллах. Иртнĕ çулта ку кредита 102 млн тенкĕлĕх илнĕ. Унпа выльăх туянма юрать, анчах районта миçе çын çапла тунине калаймастăп. Çавăн пекех ял çынни çак кредитпа килне газ кĕртме те, выльăх витине юсама та пултарать.
– Аш-какайпа сĕт-çу çиес тесен ял хуçалăх предприятийĕсене утмалла апла. Малтанах – "Таябинка" агрофирмăна. Ахальтен-им эсир унтан район администрацине сумлă ятсемпе çитнĕ.
– Тыр-пул, çĕр улми çитĕнтерессипе те, сысна ашĕ хатĕрлессипе те агрофирма малта. Унашкал тулли мар яваплă пĕрлешÿсем районта тăххăр, кунсăр пуçне сакăр ял хуçалăх кооперативĕ, 17 фермер хуçалăхĕ. Фермерсем паян пур та ыран çук темелле: ĕçлеме пуçлаççĕ те пăрахаççĕ, тепĕртакран каллех пуçăнаççĕ. Ял хуçалăхĕ пĕрлешÿсем çинче тытăнса тăрать. Пĕлтĕр вĕсен аллинче 13 пин гектар ытла çĕр пулнă, фермерсен – 4 пин гектар. Нумай çул усă курман 710 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кăçал та ĕçлеме тивĕ ку енĕпе.
– Çĕр хресчене тăрантарать-и?
– Патшалăх пулăшни, хамăр тăрăшни кирлĕ. Иртнĕ çул районти аграрисем патшалăх пулăшăвĕпе 56 млн тенкĕлĕх усă курнă. Раççей ял хуçалăх банкĕнчен вăраха тата кĕске вăхăтлăх кредитсем 48 млн тенкĕлĕх илнĕ. Çуркунне çĕре вăрлăх акса хăвармалла, минераллă удобренипе апатлантармалла, сухаламалла. Кредитпа хуçалăхсем пĕлтĕр техника нумай туяннă – 78 млн тенкĕлĕх. Сакăр вунă çĕнĕ трактор, комбайн, ял хуçалăх машини çĕр çинче ытлашши пулмĕ. "Таябинка", "Караево", "Красное Сормово" пĕрлешÿсем уйрăмах харсăр пулнă. "Волит" тата "Красное Сормово" кăçал 500 лаша вăйĕллĕ "Беларус" трактор илесшĕн.
Иртнĕ çул хресченшĕн ăнăçлах килмерĕ. Икĕ пин гектар ытла çинче акнă тата лартнă ял хуçалăх культури пĕтрĕ, сая кайрĕ. Пĕтĕмпе 91 млн тенкĕлĕх тăкак тÿсрĕмĕр.
Тырă гектартан – 18 (таса виçепе), çĕр улми – 164, пахча çимĕçĕ 362 центнер ытла тухрĕ.
– Мĕнле пахча çимĕçне хисеп тăвать хресчен?
– Тупăш панине кура пирĕн тăрăхра купăстана хисеплеççĕ. Фермерсем кăмăллаççĕ ăна. Хăшĕ-пĕри Нурăс–Шупашкар çулĕ çине тухсах сутса пĕтернине калать. Пĕлсе çитнĕ çынсемех туянаççĕ-мĕн.
– Калаçăва выльăх çинчен пуçларăмăр та унпах вĕçлес килет. Йыш çухатăвне отрасльти ытти ÿсĕмпе саплаштарма май килнĕ-и?
– Аш-какая виçĕм çулхинчен ытларах хатĕрленĕ. Кунта "Таябинка" агрофирмăн тÿпи пысăк. Сăвăма та ÿстернĕ. Кашни ĕнерен талăкра вăтамран 4031 килограмм сĕт сунă. "Красное Сормово", "Волит", "Караево" пĕрлешÿсем, В. Андреева тата А. Степанов фермерсем пысăк сăвăмшăн патшалăх субсидине тивĕçнĕ.
Пĕлтĕр тата виçĕм çул тинтерех ĕçе пуçăннă икĕ фермер республикăра ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе патшалăх пулăшăвне илчĕç.
– Ыранхи кун мĕн çинчен шухăшлаттарать?
– Инвестици проекчĕсемпе анлăрах ĕçлемелле, вĕсене пурнăçа кĕртмелле. Кăçал "Караево", "Таябинка" хуçалăхсенче тырă тасатса типĕтмелли комплекссене хута ямалла. "Караевăра" тата "Волитра" ферма витисене тĕпрен юсамалла. Проектсене пурнăçа кĕртме укçа питĕ нумай кирлĕ, çавăнпа кредитпа усă курмасăр май килмест. Сĕт укçипе кăна кермен лартаймăн, вăл кредит тÿлеме çитсе пырсан та аван.
Ирина Никитина.