Комментари хушас

23 Çĕртме, 2015

Вырăн тупма кансĕр граждансене пулăшасси - приоритетлă тĕллев

Кăçалхи июнĕн 19-мĕшĕнче Тăвай район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин коллегийĕн анлă ларăвĕ пухăнчĕ.

Асăннă мероприятие Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пай пуçлăхĕ Александр Атамов, республикăн район-хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва ведомство ертÿçи Сергей Викторов уçрĕ. Хăйĕн докладĕнче вăл коллеги членĕсене Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмри çивĕч ыйтусене уçăмлатрĕ.

«Çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă граждансене социаллă тÿлев уйăрса парас енĕпе Раççей Федерацийĕ панă полномочисене 2014 тата 2015 çулсенче финанспа тивĕçтересси» темăпа Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Татьяна Михайлова доклад турĕ.

Асăннă ведомство пуçлăхĕн çумĕ Наталья Тараканова «Ĕç шыранă чухне йывăрлăха лекнĕ граждансене ĕçлĕ тăвасси, çав шутра сусăрсене квотăланă вырăнсене йышăнасси» темăна хускатрĕ. Вăл палăртнă тăрăх - ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе юлашки çулсенче асăннă ушкăна кĕрекенсене ĕç тупса парассин шайĕ ÿссе пырать: 2010 çулта центра пынисенчен 49,5 процентне вырнаçтарма май килнĕ-тĕк, 2014 çулта - 69,9 процент. Кăçалхи пилĕк уйăхра ку кăтарту 61,5 процентпа танлашнă.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн кăçал çÿлерех асăннă ушкăнри 685 граждана вăхăтлăх ĕç тупса пама палăртнă.

2015 çулхи январь-май уйăхĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем ĕç паракансемпе вăхăтлăх вырăн йĕркелемешкĕн 208 килĕшÿ çирĕплетнĕ, вĕсемпе килĕшÿллĕн 317 çынна йышăннă е çулталăкра палăртнин 46,3 процентне пурнăçланă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин çынсене вырнаçтарассине йĕркелекен пай пуçлăхĕ Геннадий Константинов Чăваш Республикинче пурăнакансен ĕç миграцийĕн мониторингĕ пирки каласа панă.

Çĕмĕрле, Канаш хулисенчи, Шăмăршă, Етĕрне, Куславкка, Елчĕк районĕсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсем анлă ларăва хутшăннисене хăйсен опычĕпе паллаштарнă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.