Шурă халатлисен уявĕ "Шурă балпа" вĕçленчĕ
Июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе иртнĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хутшăнчĕç.
Шурă халатлă çынсене уявпа саламланă май Михаил Игнатьев çакна палăртрĕ: пациентсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси патшалăхăн приоритетлă çул-йĕрĕ пулса тăрать. Больницăсене çĕнетсе улăштармашкăн, ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем туса лартмашкăн, вĕсене хальхи йышши оборудованипе пуянлатмашкăн çулленех пин-пин тенкĕ уйăраççĕ.
Пирĕн республикăра та медицина Чăваш Ен патшалăх политикинче тĕп вырăн йышăнать. Çĕнĕ поликлиникăсем хута каяççĕ, сиплевĕн пысăк технологиллĕ енĕсем вăй илеççĕ. Çавăнпа пĕрлех халăх медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернипе кăмăллă пулнин шайĕ сиплев учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕ шутланать.
"Сывлăх сыхлавĕ çуллен аталанса пыни тата çакă пĕтĕмпех пациентсен ырлăхĕшĕн пулни чăннипех савăнтарать, - терĕ Алла Самойлова ĕçтешĕсене саламласа. - Юлашки çулсенче пирĕн республикăра Сывлăх сыхлавĕн модернизаци программине ăнăçлă пурнăçланă май сиплев учрежденийĕсен çуррине ытла тĕпрен юсанă, чылай оборудование çĕннипе улăштарнă, пысăк технологиллĕ аппаратура туяннă. Çакăн усси куç умĕнчех: çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланса пырать, халĕ çак кăтарту вăтамран 71 çулпа танлашать. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕнчен, усал шыçăран вилесси чакса пырать. Тин çуралнă ачасем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлассин кăтартăвĕ пĕчĕккипе эпир Раççей Федерацийĕнче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнатпăр.
РФ Президенчĕ Владимир Путин 2015 çула чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе палăртсан хамăр тĕслĕхпе ентешсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыни уйрăмах пĕлтерĕшлине çирĕплетме пикентĕмĕр, вĕсене тухтăрсемпе пĕрле уçăлса çÿреме, зарядкăсене йыхравлама тытăнтăмăр.
Сире кулленхи пархатарлă ĕçĕршĕн, йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшма хатĕр пулнишĕн тав тăватăп. Республикăри больницăсенче паллиативлă уйрăмсен шучĕ ÿссех пырать. Çакă та - пирĕн ĕçĕн, пахалăхлă пулăшупа тивĕçтернин кăтартăвĕ".
Михаил Игнатьевпа Алла Самойлова отрасльти пултаруллă ĕçченсене патшалăх наградисемпе чысларĕç. Уяв мероприятийĕ "Шурă балпа" вĕçленчĕ.