Комментари хушас

20 Çĕртме, 2015

Кÿршĕ кинĕ

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Татьяна чунне уçса çырнине вуларăм та пирĕн кÿршĕсен кинĕ шăрçаланăнах туйăнчĕ. Паллах, ун пек хĕрарăм çĕр çинче пĕрре кăна мар. Анчах эпĕ калаканни те упăшкипе çаплах пурăнать.

Асапланать темелле-ши тепĕр хутчен? Иртĕхет. Унсăрăн каялла йышăннă пулĕччĕ-и? Хăш-пĕр саманта уçăмлатни те кирлĕ-тĕр.

Ячĕсем те çаплах-çке - Ванюкпа Танюк. Пурнăçри пулăмсем те пĕрешкел.

Кÿршĕ каччи те техникумра вĕреннĕ чухне авланчĕ. Хула хĕрне качча илекенскерне ялти чылай яш ăмсанчĕ-тĕр. Ара, çамрăк чухне куç илеме курать-çке. Танюк вара чĕрнисене хĕретсе, капăрланса çÿретчĕ. Шурă шăлаварĕ те такама та илĕртетчĕ çав. Эпир те, ял хĕрарăмĕсем, Танюк кукамăшĕ патне килсен ăна ăмсанса пăхаттăмăр.

Шкулта вĕреннĕ чухне хамăр ял хĕрĕпе туслă çÿрерĕ Ванюк. Надя çав тери тирпейлĕ те сăпайлăччĕ. Савнийĕ чупкăнччĕ çав. Ара, Ванюк çамрăклах ялти миçе хĕрарăм патне çитмен пуль? Тăлăх арăмсене те, çамрăк хĕрсене те тиркемерĕ вăл. Тĕрĕссипе, йăхĕ те çапласкер-ха - ахальтен «ясарсем» темен. Аслашшĕ те упăшкисене вăрçăран кĕтсе илеймен хĕрарăмсене йăпатнă теççĕ. Ашшĕ те килне таврăнмасăр çÿретчĕ, ватлăх енне сулăнсан çеç лăпланчĕ. Ывăлĕ те çавнашкал. Икĕ тăван пĕр хĕрарăм патне çÿренине те пĕрре мар калаçрĕç ялта.

Пĕр хушăран Начукпа Ванюк хушшинче хура кушак каçса кайрĕ. Паллах, куншăн хĕр тăванĕсем савăнчĕç çеç. Ясар кĕрÿ кама тивĕçтерĕ?

Часах йĕкĕтĕн салтака кайма та ят тухрĕ. Техникумра вĕреннине пăхмасăр çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама кайрĕ ентешĕмĕр. Ăсату каçĕнче Танюк та пулнă теççĕ. Шăпах çавăн чухне пĕрне-пĕри куç хывнă та икĕ çамрăк. Хула хĕрĕ ял каччине кĕтсе илме шантарнă.

Çамрăксен туйăмĕ мĕн тери вĕри те çирĕп пулнине эпир пĕлес çук. Анчах салтакран таврăнсан çур çултан вĕсем чăннипех туй кĕрлеттерчĕç. Ванюк техникумра вĕреннине те пăхмарĕç. Пуян кине вĕçертес мар терĕç-ши? Ара, Зоя инкепе Сантăр пиччен хăтипе тăхлачи шăпах укçаллисен йышĕнчен-çке. Ывăлне чаплă туй туса парас тесе ялтисем те сахал мар тăрăшрĕç-ха. Йышлă хăнине хулари ресторантах ĕçтерчĕç-çитерчĕç. Паян куншăн нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Вунпилĕк çул каялла вара туйсене ялта кĕрлеттеретчĕç, кафе таврашĕ пирки тĕлленекен те пулман.

Чунне уçакан хĕрарăмăнни пекех пирĕн Ванюк та часах аякри хуласене çÿреме пуçларĕ. Çемье хушăнасса кĕтекенскерсене хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ хваттер туянса панă сас-хура та ялта часах сарăлчĕ. Куншăн ăмсанакан та тупăнчех пулĕ ун чухне.

Кÿршĕ ывăлĕпе кинĕ еплерех килĕштернине эпир тĕрĕс каласа кăтартаяс çук - хăнана килсен хăйсене еплерех тытнипе çеç хаклаятпăр. Анчах кин кахалрах пулчĕ курăнать. Хула хĕрĕ - мĕн тăвăн? Уçă сывлăша питех те сайра килчĕ вăл, Ванюк çавăнпах час-часах пĕччен çÿрерĕ. Арăмĕ маттуррине курманпа пĕрех.

Пĕррехинче пахчари пĕр йăран кишĕре епле çумласа тухрĕ-ши? Эпир ăна çывăрса кайрĕ пулĕ терĕмĕр. Аран-аран куçать те. Пĕр вырăнта мĕн суйларĕ тульккăш? Кин ĕçченлĕхĕ çакăнта палăрчĕ те. Каярах вăл пачах килми пулчĕ. Зоя инке савăт та çумасть, апат патне те пымасть тесе хама та каламан мар. Ара, амăшĕшĕн ачи çеç телейлĕ пултăр...

Ял çăварĕ хапха мар. Шăрпăк пĕрчи чĕртсен те кăвар тивет, çулăмран сĕрĕм тухатех. Часах мăшăр шăкăл-шăкăл мар, кушакпа йытă пек пурăннине илтрĕмĕр. Ялта пĕр çын сиссен ыттисем пĕлмеççĕ-и вара?

Ванюк епле чупкăн пулнă - çаплах юлнă иккен. Мăшăр каçсерен юттисене ăшăтса çÿ¬ре¬ни мĕнле хĕрарăма вĕчĕрхентермĕ? Паллах, хĕрарăм чĕнетех. Арçын вара мăкăртатнине юратмасть. Анчах çакна кÿршĕсем те, ачисем те тĕплĕ пытарма тăрăшрĕç, çын çинче ят каясран ытла та шикленеççĕ çав. Темле пулсан та хăйсем пирки лайăх калаттарас килет мар-и?

Кĕçех Ванюк юттисен хушшинче пĕр каçлăх киленÿ шыранă сас-хура сарăлчĕ. Варука чунран савнине пĕлтĕмĕр. Шупашкарта пирĕн ялтан тухнисем те сахал мар пурăнаççĕ-çке. Ванюк çĕнĕ савни патне тăтăшах çÿренине те, тепĕр чухне эрнипех ун патĕнчен тухма пĕлменнине те пĕр хăлхаран тепĕрне пăшăлтатаççĕ.

Анчах Танюк вĕсене сивĕтнĕ теççĕ. Çамрăк хĕр пуçне çавăрассишĕн арçын хăй çемьеллине те каламан пулать. Çакна сиссенех арçынна хăйĕн патĕнче текех тытман Варук.

Танюкăн кăмăлĕ пирки те асăнса хăвармалла-тăр. Ун пек çынсене çĕр епле чăтать-ши тульккăш? Ытла та вĕчĕрхенÿллĕ те усал-çке. Мăнкăмăлланас, каçăрăлас йăли те çав тери пысăк. Унран та ытла, хăйĕнчен чаплă çын çук тесе шухăшлать-иç. Укçа çинче иртĕхнĕ çав. Халĕ те упăшкине юратнăран мар, мулĕшĕнех тытса тăрать. Ара, пысăк шалăва урăх хĕрарăмпа пайлас килтĕр-и? Тем тесен те чунсăр çав хĕрарăм. Çавăнпах упăшки чупкăннишĕн эпĕ ăна шеллеместĕп те.

ВАЛЕНТИНА Д.

Патăрьел районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.