Кун хыççăн кун. Нарăс, 19.
Поэта асра тытса
Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Наци библиотекинче çулленех Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин Асăну кунĕсем иртеççĕ. Кăçалхине Геннадий Николаевич çуралнăранпа 80 çул çитнине /1934-2006/ халалланă.
Мероприятисен ярăмĕнче - «Геннадий Айхин литература картти» курав. Ăна сайра тĕл пулакан фондăн «Айгиниана» коллекцийĕн материалĕсенчен хатĕрленĕ.
Курав хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Кĕнекесемпе, картинăсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, пĕчĕк калăпăшлă кăларăмсемпе усă курса поэтăн литература карттине - хăйĕн пултарулăхĕпе йĕркеленĕ литература хутлăхне - «ÿкернĕ».
Куравра «Тăван кĕтес туртăмĕ», «Европа тата Айхи», «Ытти çыран» пайсем пур. Вĕсенче шăпах вăл е ку тапхăрпа е самантпа çыхăннă произведенисене вырнаçтарнă. Карттăн тепĕр пайĕ чĕлхепе çыхăннă. Геннадий Айхин ĕçĕсене тĕнчери 52 чĕлхене куçарнă, кĕнекисене 36 çĕр-шывра пичетленĕ, хăй 20 патшалăха çитсе курнă.
Н.СМИРНОВА.
Сочие çитсе курнă
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕ пулăшнипе çамрăк спортсменсемпе вĕсен тренерĕсем Сочие çитсе курнă.
Иртнĕ çул Николай Владимирович вĕсен хушшинче ятарлă конкурс ирттернĕ. Ĕçре, вĕренÿре тата спортра палăрнисене Олимп вăййисене кайма сертификатсемпе хавхалантарнă. Çак чыса камсем тивĕçнĕ-ха/ Етĕрне районĕнчи спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Александр Семенов, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студенчĕ Евгений Паркин, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи çамрăк йĕлтĕрçĕ Андрей Петрейкин тата унăн вĕрентекенĕ Светлана Петрейкина. Вĕсем Олимп хулипе паллашнă, хоккей матчĕнче тата сноубордçăсен ăмăртăвĕнче Раççей спортсменĕсемшĕн «чирленĕ», чемпионсемпе призерсене чысланă церемонисен илемĕпе киленнĕ.
Е.АНДРЕЕВ.
Химиксен хулинче - çамрăк тĕпчевçĕсем
Çĕнĕ Шупашкарти А.И.Андрианов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен аталанăвĕн центрĕнче «Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану» çамрăксемпе шкул ачисен регионсен хушшинчи ăслăлăх конференцийĕ иртнĕ.
Вăл Чăваш Республикинчи тата Мари Элти тĕрлĕ хулари çамрăк тĕпчевçĕсене вун çиччĕмĕш хут пухнă. Кăçал унта 447 яшпа хĕр хутшăннă. Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - пултаруллă ачасемпе çамрăксене тупса палăртасси, хавхалантарасси. Жюри ?унăн йышĕнче - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсем% 375 тĕпчев ĕçне пăхса тухнă. Пурĕ 25 секци ĕçленĕ. Кăçал конференци йĕркелÿçисем «Хула историйĕ - манăн истори», «Хими енĕпе чи лайăх ăслăлăх ĕçĕ», «Çĕнтерÿ салтакĕсем», «Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн», «Спорт - манăн пурнăçăм!», «Чăваш Енĕн культура пуянлăхĕ» ятарлă номинацисем кĕртнĕ. Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Матвеев çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата укçан премипе чысланă. Номинантсене те парнесемсĕр хăварман. Пухăннисене çавăн пекех «Экспромт» хореографи студипе «Лик» ташă театрĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
А.ГРОМОВА.
Уява туссене йыхравларĕç
Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи культура учрежденийĕ уçăлнăранпа 40 çул çитрĕ. Кунта тăрăшакансем пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн Правительствин - 100, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Петрова 50 пин тенкĕлĕх хавхалантарăвне тивĕçрĕç.
Иртнĕ çул культура вучахĕн çуртне 1,5 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсаса хăтлăлатнă хыççăн кунта ăшă та çутă, капăр та таса. Час-часах тĕрлĕ мероприяти иртет, вунна яхăн кружок ĕçлет.
Культура учрежденийĕнче вăй хуракансене савăнăçлă пулăмпа район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсен пуçлăхĕсем Андрей Шестаковпа Николай Пантелеймонов, Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх ертÿçи Алексей Львов, сумлă ентешсем - Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи Георгий Николаев тата ыттисем ăшшăн саламларĕç, парне кÿчĕç. Район администрацийĕ юрă-кĕвĕ инструменчĕсем туянма 30 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ.
«Айтăр, пĕрле савăнар» концерта вырăнти артистсемпе пĕрле районти пултарулăх коллективĕсем те хутшăнчĕç.
В.ДАНИЛОВ.
Парне - хоккей лапамĕ
Куславкка районĕнчи Кунер шкулĕнчен вĕренсе тухнă Сергей Посредников ял спортсменĕсене пысăк парнепе - хоккей лапамĕпе - савăнтарнă.
Çак пулăма халалласа ялта пысăк уяв иртнĕ. Хăйăва каснă хыççăн çĕнетнĕ лапамра çамрăк хоккеистсемпе ветерансен командисем ăмăртăва тухнă. Хисеплĕ хăнасем - Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 4-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Олег Салтыков тата Остап Перков инструктор шкула Олимп çулăмне илсе килнĕ. Ял çыннисем тĕнче ăмăртăвĕн символне тытса курнăшăн та кăмăллă пулнă, асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ.
Ялта хĕллехи кунсенче унччен те каток пулнă, паян унта хоккей курупки, спортсменсемпе куракансене лармашкăн саксем вырнаçтарнă. Хоккеистсем халĕ каçхине те каток çине тухма пултараççĕ - йĕри-тавра çутă. Çĕнĕ лапам уçăлни конькипе ярăнма юратакансене те хавхалантарнă.
А.МИХАЙЛОВ.