Комментари хушас

19 Çĕртме, 2015

Имçам имĕш

Нумаях пулмасть Шупашкарти Ленин районĕн сучĕн Тутарстанăн икĕ çынни тĕлĕшпе палăртнă приговорĕ саккунлă вăя кĕчĕ. Вĕсемпе пĕрлех Шупашкарсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем те - тата çиччĕн - суд тенкелĕ çине ларчĕç. Кÿршĕ республика çыннисем вĕсене те хăйсен каварлашнă ушкăнне явăçтарнă.

Тутарстан çыннисем Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта лавккасенче наркотик тата унăн аналогĕсене сутассине йĕркеленĕ. Лавккисем влаçсенчен ирĕк илсе уçнăскерсем мар, апла пулин те суту-илÿ лайăх пынă. Преступниксем конспираци мерисене пăхăнса ăнăçлă ĕçленĕ. Наркăмăша илемлĕ пĕчĕк хутаçсене тултарса чечексене апатлантармалли имçам тесе сутнă.

Пĕтĕмпе тăватă "лавкка" уçнă, сутуçăсемпе хуралçăсене тара тытнă, хăйсен ĕçне рекламăлама та именмен. Саккунлă лавккасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман темелле. Касса аппарачĕсем кăна пулман. Персонала вара полици сотрудникĕсем кĕтмен çĕртен килсе тĕрĕслес пулсан мĕн тумаллине тĕплĕ вĕрентнĕ.

Клиентсем йышлă пулнă - "чечек юратакансем" нумайăн килсе çÿренĕ. Уйрăмах ăнăçлă кунсенче пиншер хутаç та сутма пултарнă. Вăтамран куллен кĕсьене 150-шар пин тенкĕ кĕнĕ. Ушкăн йĕркелÿçисем вăйра тăракан саккунсене сăнасах тăнă. Хăйсем сутакан хутăша наркотиксен списокне кĕртчĕр кăна - вĕсем ăна самантрах урăххипе, хальлĕхе списокра çуккипе, улăштарнă.

Çавна май право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем вĕсене пĕрре кăна мар тĕрĕсленĕ пулин те наркотик хутăшĕсене саккуна пăсса сутнăшăн уголовлă ĕç пуçармашкăн ниепле те май килмен. Анчах, Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн пресс-служби палăртнă тăрăх, преступниксем пĕр саманта шута илмен: вĕсем сутлăха кăларакан сиенлĕ хутăшăн çĕнĕ кашни тĕсĕн хими тытăмĕ çаврăнăшне чарнă наркотиксеннипе пĕрешкел. Çапла вара ФСКН управленийĕн сотрудникĕсем ятарлă операци йĕркеленĕ май преступниксен ушкăнне сиенсĕрлетнĕ.

Саккунсăр çаврăнăшран хайхи наркăмăша тултарнă 1,5 пин ытла пĕчĕк хутаçа туртса илнĕ. Тата - наркотикпе унăн аналогĕсене сутса тунă 1,4 млн тенке. Следстви вăхăтĕнче хăйнеевĕрлĕ экспертизăсем ирттерме тивнĕ, тĕпчев наркодилерсенчен туртса илнĕ хутăшсем наркотик аналогĕсен шутне кĕнине çирĕплетнĕ.

Суд кашнин тĕлĕшпех тивĕçлĕ яваплăх палăртнă - пурне те ирĕклĕхсĕр хăварнă. Ушкăн йĕркелÿçи çирĕп режимлă колонире 13 çул ирттерĕ. Çийĕнчен унăн тата тусĕсен "тар тăкса" пухнă укçипе пурлăхне туртса илнĕ - пĕтĕмпе 12 млн ытла тенкĕлĕх.

К.НИКОДИМОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.