Сырлан
Июнь вĕçĕнче е июль пуç-ламăшĕнче сырлана ешĕл туратран ÿстерме пулать. Тĕмрен 12-15 см вăрăмăш турат суйласа касмалла, аялти 3-4 çулçăна татмалла, папкасене хăвармалла. Турата çĕрнĕ тислĕкпе хутăштарса кăпкалатнă тăпрана лартмалла, шăварса тăмалла.
Сырлана çапла та ĕрчетеççĕ. Хура кĕркунне, чÿк уйăхĕнче, 20-25 см вăрăмăш туратсем хатĕрлемелле. Туратсене шывра 10-12 кун лартмалла. Унтан вĕсене юр айне хумалла, çуркунне юр кайсанах çĕре лартмалла.
Ыхра Jсен-тaрана сиплет
Килти хуçалăхра "химипе" никамăн та ытлашши усă курас килмест паллах. Çавăнпа халăх меслетне мала хума тăрăшмалла. Ыхра - пирĕн тăрăхра лайăх ÿсекен тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хăтăлма май паракан ÿсен-тăран.
Ыхрапа усă курас тесен настойка тумалла. Ăна тĕрлĕ меслетпе хатĕрлеме пулать.
1 меслет. 200 г тасатнă ыхра шăлне пĕр талăклăх тип çăва ямалла. Талăкран çăва сăрăхтармалла, 2 чей кашăкĕ шĕвеке 1 л шыва ярса хутăштармалла. Ÿсен-тăран çулçи çине хутăш çыпăçтăр тесе пĕрер апат кашăкĕ хуçалăх супăнĕн ирĕлчĕкне ярса силлемелле.
Шĕвеке çырса кăтартнă виçепе хатĕрлемелле. Ытлашши "çăра" эмел ÿсен-тăран çулçине сиенлеме те пултарать. Çак шĕвек купăста лĕпĕшĕнчен, хуртĕнчен, уй пăрçинчен, курăк пыйтинчен, уй хăнкăлинчен, ытти хуртсенчен хăтăлма пулăшать. Çавăн пекех тĕрлĕ çĕрĕк, кăмпăска чирĕсенчен упрать.
2 меслет. Ыхран вăрăна кайнă тунисенчен настой хатĕрлеме пулать. Ыхра тунисене касса пуçтармалла, мясорубкăпа авăртмалла. 1:1 виçепе илсе вĕретсе сивĕтнĕ шывпа хутăштармалла та кĕленче савăта ярса лайăх хупмалла. Тĕттĕм çĕрте çак хутăша 7-10 кун тытмалла.
Ÿсен-тăрана пĕрĕхмешкĕн 10 л шыва 30-70 г хатĕр шĕвеке сăрăхтарса хушмалла, курăка çыпăçтăр тесе супăнь ирĕлчĕкĕ хушмалла.
Çак хутăшпа хурт-кăпшанкă ернĕ е тĕрлĕ чир-чĕрпе сиенленнĕ лаптăксене пĕрĕхмелле. Шĕвеке нумай вăхăт упрама юрать. Настойкăна икĕ-виçĕ хутчен сирпĕтмелĕх хатĕрлемелле.
Çак шĕвексем пахчаçимĕçе пачах та сиенлемеççĕ. Çу каçиччен темиçе те пĕрĕхме юрать. Пĕртен пĕр çитменлĕх - çумăр хыççăн ÿсен-тăран тасалать те каллех хурт-кăпшанкăшăн юрăхлă апат пулса тăрать.