Комментари хушас

16 Çĕртме, 2015

Çак ăнтăлу халĕ те пĕрремĕш вырăнта».

М.Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар çыннисен пĕр ушкăнне патшалăх наградисене, çамрăксене Раççей гражданинĕн паспортне пачĕ. Уява хутшăннисем çĕршыв гимне юрларĕç.

Куславккана çитсе район Акатуйне хутшăнчĕ. Раççейĕн Литература тата Чăваш Енĕн К.В.Иванов çулталăкне халалланă литература картишне кĕрсе курчĕ. Пĕр экспозицире хулари ĕлĕкхи типографирен юлнă ĕç хатĕрĕсене кăтартрĕç. Вĕсемпе усă курса районăн «Ялав» хаçатне пичете хатĕрленĕ. «Ăна пĕр вăхăтра «Ĕмĕр сакки сарлака» роман авторĕ Николай Мранькка редакциленĕ, - терĕ район хаçачĕн тĕп редакторĕ Валентин Константинов. - Редакцире паллă çыравçăсем Николай Стуриков, Герман Желтухин, ытти автор вăй хунă».

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем вырăнти çыравçăсен пурнăçĕпе, вĕсен илемлĕ произведенийĕсемпе паллаштаракан экспозицисем хатĕрленĕ. Районта Чăваш халăх писателĕ Петр Осипов, Трубина Мархви, Мария Ухсай, Гаврил Кореньков, Анатолий Смолин çуралса ÿснĕ.

Кунтан Макар Хури, Маркиян Удалов, Иван Иртышов, Николай Маклаков, Сергей Утемов, Николай Зайцев, Михаил Андреев, Людмила Васильева, Анатолий Уткин çыравçăсем тухнă. М.Игнатьев кашни экспозицие пахаларĕ. Чăваш поэчĕсен сăввисене ачасем пăхмасăр каларĕç.

Уяв сцени - анлă Атăл хĕрринче. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб çуракине пĕтĕмлетрĕ. «Çурхи культурăсене пĕлтĕрхинчен 6: пысăкрах лаптăкра акнă, - терĕ. - Малтан усă курман çĕрĕн пĕр пайне пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Кăçалхи 5 уйăхра ялхуçалăх техники иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан нумайрах туянтăмăр».

М.Игнатьев Куславккара пуçтарăннисене те Раççей кунĕпе саламларĕ. «Вăл Раççей гражданĕсемшĕн - уйрăм пĕлтерĕшлĕ уяв, - терĕ. - Эпир çĕршыва юрататпăр, унăн нумай ĕмĕрлĕ историйĕпе, культурипе мухтанатпăр, ăслă йăхташăмăрсен еткерне тирпейлĕн упратпăр. Çакăнпа пĕрлех аталанăва, çĕнĕлĕхе анлă çул паратпăр».

Куславккасен тĕштырă культурисем кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах çитĕннине палăртрĕ. Çĕр ĕçченĕсене акана вăхăтра ирттернĕшĕн тав турĕ. Районта пурăнакансен пысăк ушкăнне патшалăх наградисене, Раççей хыснинчен пурăнмалли пÿрт тума уйăракан укçа свидетельствине, хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелемелли грант сертификачĕсене, ĕç ветеранĕн удостоверенийĕсене, Раççей гражданинĕн паспорчĕсене пачĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.