Комментари хушас

Вĕсен паттăрлăхĕ манăçмĕ

Нарăсăн 15-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра Афганистанран Совет Çарĕн контингентне илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç.

Юбилее халалланă уяв Чул хулара та иртнĕ. Унта пирĕн республикăри 89 «афганец», ветерансен юхăмĕн, çар-патриот воспитанийĕн организацийĕн ертÿçисем хутшăннă. Вĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федераци Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ячĕпе унăн çумĕ Алексей Сухов ăшшăн саламланă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, федерацин Атăлçи округĕнчи Афганистан вăрçин ветеранĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Франц Клинцевич 25 çул каяллахи вăрçă ветеранĕсемшĕн, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн, пулăшу кÿме тăрăшнăшăн РФ Президенчĕн полномочиллĕ представительне Михаил Бабича чĕререн тав тунă.

А.СТЕПНОВ.

 

Диплома тивĕçнĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Пирĕн пурнăç» хаçат корреспонденчĕ Альбина Замуткина сусăр çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатнăшăн РФ Журналистсен союзĕн Дипломне тивĕçнĕ.

Сусăр çынсен кун-çулĕпе кăсăклантарас тĕллевпе РФ инвалидсен обществи тата Раççей Журналистсен союзĕ 2012-2013 çулсенче «Йывăрлăхсене çĕнтерсе» конкурс йĕркеленĕ. Телекуравпа радио, пичет кăларăмĕсенче кун çути курнă чи лайăх статьясемпе очерксемшĕн, интервьюсемпе репортажсемшĕн тата ытти материалшăн ятарлă премипе чыслаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене Мускавра Журналистсен тĕп çуртĕнче иртекен пресса балĕнче саламлаççĕ.

А.ПЕТРОВ.

 

Çĕнĕ каток

Канаш хулинче çамрăксемпе ачасен канăвне лайăхлатас тата вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе ĕçлекен ятарлă проектсемпе программăсем аван пурнăçланаççĕ.

Хастар та пултаруллă çынсем нумаях пулмасть шăпăрлансене çĕнĕ катокпа савăнтарнă. Спорт лапамĕнче çулла та аван: унта футболла, волейболла тата баскетболла выляма услови çителĕклех. Канаш ачисене сивĕ кунсем те шиклентермеççĕ. Пĕрисем йĕлтĕр сырса çырманалла васкаççĕ, теприсем коньки тăхăнса пăр çине тухаççĕ. Çакнашкал каток хулара пĕрре мар - кашни микрорайонтах пур.

Е.АНДРЕЕВ.

 

Çĕр-шыв рекорчĕсене çĕнетнĕ

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче çăмăл атлетика енĕпе çĕр-шыв чемпионачĕ иртнĕ.

39 регионтан килнĕ 209 спортсмен тĕрлĕ ăмăртура мала тухассишĕн тупăшнă. Чемпионатра атлетсем Раççейĕн 58 рекордне çĕнетнĕ. Пирĕн ентешсенчен унта Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Константин Репин уйрăмах палăрнă. Вăл 60, 200 тата 400 метрлă дистанцисенче пĕрремĕш чупса тухса ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ. РФ тава тивĕçлĕ тренерăн Валерий Васильевăн вĕренекенĕ, Раççей спорт мастерĕ Борис Масленников ?Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 1-мĕш спорт шкулĕ% 400 метрлă дистанцие виççĕмĕш вĕçленĕ. Çÿллĕшне сикес енĕпе Евгений Волков «бронзăпа» пуянланнă. Пултаруллă тренерăн тепĕр воспитанникĕ Иван Скрынник йĕтре тĕртекенсен ушкăнĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă.

О.МАСЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.