Комментари хушас

9 Çĕртме, 2015

Пушкăрт тăрăхĕ те илĕртет, Мăналăм та кăчăк туртать...

Асăннă ярăмăн хальхи черетлĕ хăни - Шупашкар айккинчи Мăналта çуралса ÿснĕ, халĕ Ĕпхÿре пурăнакан Владимир Портнов. Владимир Иванович ялти шкул хыççăн Серпуховри çар училищинче вĕреннĕ. Ăна, çар çынни пулнă май, Астрахань облаçĕнче те, Читара та, Якутскра та, Мускавра та пурăнма тивнĕ. 13 çул каялла вара Ĕпхÿре тĕпленнĕ. Çак тапхăрта Пушкăртстана юратса пăрахма ĕлкĕрнĕ. Ахальтен-им ăна отставкăри полковник «иккĕмĕш Тăван çĕршыв» тет. Владимир Портнов Ĕпхÿри автомашинăсем юсакан завод директорĕнче вăй хурать. Вăл ЧР Министрсен Кабинечĕн Пушкăртстанри суту-илÿпе ĕçлекен представителĕ. Çав вăхăтрах Пушкăрт Республикинче пурăнакан чăвашсен шăпипе кăсăкланма та вăхăт тупать. Нумаях пулмасть, акă, Слакпуçĕнче К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине уявланă çĕре хутшăннă. Эпир унтан сумлă мероприяти епле иртни пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.

- Эпĕ, чăн чăваш пулнă май, асăннă пысăк праçникрен айккинче ниепле те юлма пултарайман. Уяв программине хатĕрленĕ çĕре те, йĕркелÿ ĕçĕсене те, аякран килнĕ хăнасене кĕтсе илме те хутшăннă. К.В.Иванова эпир ачаранах лайăх пĕлетпĕр, шкулта вĕреннĕ чухне «Нарспи» поэмăн сыпăкĕсене пăхмасăр калама вĕреннĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Слакпуç çинчен каласа панине те питĕ тимлĕ итленĕ. Анчах сăмах вĕççĕн калани урăхларах вăл, чăваш поэзийĕн классикĕ сăпка сикнĕ вырăна çитсе курни пачах расна кăмăл-туйăм çуратать. Тĕлĕнмелле вăйлă хăват тапса тăрать унта. Ялĕ те илемлĕ, сăртлă-туллă, çăлкуçлă вырăнсем те кирек кама та тыткăна илмелле. Константин Иванов çуралнă тăрăх - кашни чăвашшăн хаклă вырăн. Шел те, тĕнчипе паллă «Нарспи» поэма авторĕн маларахри юбилейĕсенче пулса курма тÿр килмен мана. Кăçалхи вара питĕ килĕшрĕ. Пушкăртстанра паян 107 пин чăваш пурăнать. Вĕсенчен нумайăшĕ çак уява çитсе курма тăрăшать. Манăн шухăшăмпа, хăйне хисеплекен кашни чăвашах Константин Иванов, Иван Яковлев, Петĕр Хусанкай çуралнă вырăнсенче пулса курма тăрăшмалла. Константин Иванов уявне хăнасем Челябинск, Оренбург, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Тутарстанпа Чăваш Енрен, Эстонирен, пурĕ 10 регионтан килнĕ. РФ Патшалăх Думин Культура комитечĕн председателĕн çумĕ, Пушкăртстан халăхĕсен Ассамблейин Канашĕн председателĕ Зугура Рахматуллина, Пушкăрт Республикин культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Валентина Латыпова, Чăваш Республикинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ертсе пынипе официаллă делегаци хутшăнчĕ. Делегаци йышĕнче ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Альбина Алексеева, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, паллă çыравçăсемпе поэтсем, журналистсем, культура ĕçченĕсем пул¬чĕç. Константин Васильевичăн произведенийĕсене çирĕме яхăн чĕлхене куçарнă. Çав шутра - пушкăртла та. Вилĕмсĕр поэмăна куçаракансенчен пĕри - Пушкăрт халăх поэчĕ Мустай Карим. Унăн ывăлĕпе хĕрĕ те килсе çитнĕ Слакпуçа. Хăнасене çăкăр-тăварпа, пушкăрт кăмăсĕпе тата чăваш чăкăчĕпе кĕтсе илчĕç. Уяв икĕ куна тăсăлчĕ. Малтанхи каç чăваш йăлипе хуран çакса шÿрпе пĕçертĕмĕр. Вăйă карти йĕркелесе юрăсем шăрантартăмăр. Пысăк концерт пулчĕ. Унта Чăваш Енрен тата Пушкăрт тăрăхĕнчи чăваш ялĕсенчен пухăннă фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пушкăртстанри чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентекен икĕ учителе «Пушкăрт Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята та пачĕç. Чăвашлăха аталантарассишĕн ырми-канми ĕçлекенсене Хисеп хучĕсемпе, Тав Çырăвĕсемпе чысларĕç. Уяв халăха питĕ килĕшнĕ. Шупашкартан сумлă та пысăк делегаци килнишĕн Слакпуçсем сĕре хĕпĕртерĕç.

- Апла, Иванов çулталăкĕ çÿллĕ шайра, йĕркеллĕ иртет...

- Çапла, мероприятисем питĕ нумай. Ĕпхÿри Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнче тăтăшах уявсем йĕркелеççĕ. Питĕ интереслĕ пулаççĕ вĕсем. Унта хастар та пултаруллă ачасем пĕлÿ илеççĕ. Пушкăрт Республикинче 3 шкул К.В.Иванов ячĕпе хисепленет. Музей та пур. Слакпуç шкул¬не Чăваш Енрен ятарласа килнĕ художниксем илемлетнĕ. Унта вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те: «Аван-и?» - тесе кĕтсе илеççĕ. Чăвашла калаçаççĕ, шкулта тăван чĕлхене вĕренеççĕ. Пелепейре вара чăваш гимназийĕ те пур. Чăвашла вĕрентекен шкулсем нумай Пушкăртра. Вĕсенче кăçал чăвашлăхпа çыхăннă мероприятисене уйрăмах нумай ирттереççĕ. Чăвашлăх пĕтмест, аталансах пырать. Унти чăвашсем йăла-йĕркене çирĕп упраççĕ. Мана пĕрре чăваш ялне хăнана чĕннĕччĕ. Шăпах çавăн чухне кунти чăвашсен туйне курма тÿр килчĕ. Питĕ хăйнеевĕрлĕ вăл. Туй халăхĕ ĕлĕкхилле килтен-киле çÿрет. Туй арăмĕсем йăлт чăвашла тумланаççĕ. Юлташăм кафере туй ирттернĕччĕ. Туй халăхĕ кафене те чăваш наци çипуçĕпех пынăччĕ. Туй хыççăн тепĕр кунне: «Атя Атăла пулă тытма», - тесе чĕнчĕç. Вĕсем Белая ятлă юханшыва «Атăл» теççĕ-мĕн. Вĕсем каланă тăрăх - чăвашсен пур çĕрте те Атăл пулмалла. Слакпуç пирки калас-тăк - çитес вăхăтрах унта историпе культура центрĕ тăвасшăн.

- Пушкăрт тăрăхĕнчи чăвашсем мĕнлерех вĕсем?

- Ăшпиллĕ те тарават, ĕçчен, кăштах сирĕнтен урăхларах калаçаççĕ. Çипуçĕ, йăли-йĕрки - кăшт раснарах. Çапах та чăваш йăли-йĕркине питĕ çирĕп тытса тăраççĕ.

- Çар çыннин шăпи Сире таçта та илсе çитернĕ. Ачăрсене эппин чăвашла вĕрентме май та пулман пулĕ?

- Манăн виçĕ ача. Асли - Максим - çар çынни. Йошкар-Олăра пурăнать. Хĕрĕм - Оля - 2011 çулта Чăваш Республикинче ирттернĕ «Чăваш пики» конкурсра çĕн¬тернĕччĕ. Вăл нумаях пулмасть Турцире иртнĕ илем конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кĕçĕнни - Мария - 1-мĕш класс пĕтерчĕ. Ачасем, паллах, чăвашла пĕ¬леççĕ. Мăшăрăм Лариса та - чăвашах.

- Пушкăртстанра чăвашлăхпа çыхăннă мĕнлерех уявсем иртрĕç кăçал?

- Нумаях пулмасть Пишпÿлекре чăваш фольклор юррисен конкурсĕ «Шур çăлкуç» аван иртрĕ. Пултаруллă та маттур ачасем чăваш юррисене шăрантарчĕç, «Нарспи» поэма сыпăкĕсене пăхмасăр каларĕç. Поэмăна тĕпе хурса инсценировкăсем те хатĕрленĕ. Шăпăр калакансем те пулчĕç. Чăваш ачисем сĕре хастар: олимпиадăсемпе тĕрлĕ конкурса, спорт ăмăртăвĕсене хăпартлансах хутшăнаççĕ. Яланах малти вырăнсене тухаççĕ. Çĕнтерÿ кунне уявлама Ĕпхĕве пухăнтăмăр. Митинг пулчĕ, вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечексем хутăмăр. Унччен маларах Ĕпхÿри вырсарни шкулĕнче «К.В.Иванов вулавĕсем» иртнĕччĕ. Унта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем сăвă ăста вулас енĕпе ăмăртрĕç. Паллах, ытларахăшĕ «Нарспи» поэма сыпăкне суйланă. Нумаях пулмасть вырсарни шкулне юсаса çĕнетрĕç. Халĕ унта сцена та лайăх, класĕсем те хăтлă. Унта 50 ытла ача пĕлÿ илет, тавракурăмне аталантарать.

- Çитес вăхăтра мĕнле мероприятисем ирттерме палăртнă?

- Халĕ Акатуйсемпе Сабантуйсем пыраççĕ. Акатуй - чăвашсен юратнă уявĕсенчен пĕри. Пушкăрт тăрăхĕнче Пишкаин ятлă ял пур. Вăл 260 çулта. Ăна пуçараканĕсем - Шупашкар районĕнчи Мăналтан куçса килнĕ манăн ентешĕмсем иккен. Куна вырăнти таврапĕлÿçĕсем тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн ятарласа чĕнсе илсех каласа пачĕç. Çакна та пĕлтерем: пĕлтĕр Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕпе Чăваш Енри Шупашкар районĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме килĕшÿ тунă. Туслăх йăл илсех пырать. Авăркассем Чăваш Ене килсе курчĕç. Унтан Шупашкар районĕсем Пушкăрт тăрăхĕнче хăнара пулчĕç. Кĕркунне Авăркассем каллех Шупашкар тăрăхне килмелле.

- Владимир Иванович, сирĕн хăвăрăн мĕнле ыйтăва хуравлас килетчĕ?

- Тăван ялăм - Мăнал - çинчен сăмах пуçарасшăнччĕ. Пысăк ял вăл, 300 ытла киллĕ. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх - 500 çул ытла каяллах йĕркеленнĕ. Пирĕн Мăнал чиркĕвĕ нихăçан та хупăнман. Чиркÿ кĕнекинче иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕсенчисене те уçса вулама пулать. Эпĕ хама тĕне кĕртни çинчен çырса хунипе те паллашнăччĕ. Афинăран илсе килнĕ 3 вăйлă турăш упранать унта. Чăваш Енри хăшпĕр ялсем паян пушанса пыраççĕ, Мăналăм вара вăйлансах, тĕрекленсех пырать. Пурăнакан вырăн тем пек килĕшет пулсан та тăван тăрăх хăй еннеллех туртать. Кам пĕлет, тен, малашлăхра эпĕ те Чăваш Енех таврăнăп...

Роза ВЛАСОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.