Комментари хушас

5 Çĕртме, 2015

Тавах çĕнелнĕ «Хыпара»!

Хамăн пурнăçра эпĕ ачаран пуçласа халичченех чăвашсен тĕп хаçатне, вăл тĕрлĕ ятпа - «Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» тухса тăнă пулсан та - ачаран пуçласа вуланă, иртнĕ ĕмĕрти 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнчен пуçласа çырса тăнă. Тăван республикăра мĕн пулса иртнине, унта пурăнакансен пурнăç-хĕлне, паллă çыннисем, хуласемпе ялсем çĕнелсе пынине, çĕнĕ заводсемпе фабрикăсем ĕçлеме пуçланине - пурне те хаçат хыпарласа, çынсен пĕлес кăмăлне тултарса тăратчĕ. Хаçатăн тиражĕ те иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемччен чылай пысăкчĕ.

Анчах 90-мĕш çулсен иккĕмĕш пайĕнче «Хыпар» темшĕн чăваш чĕлхине пăсса çырас çул çине тăчĕ. Чылай чухне эпĕ хаçатра хам çырнине те ăнланса илейми пултăм. Хĕлле эпĕ хулара, çулла ытларах ялта пурăнатăп. Каç пулттипе почтальон килсерен хаçат валеçсе çÿренĕ хыççăн урамра эпир ватăсем «Хыпара» вулама тытăнатпăр та, пурте - ваттисем те, çамрăккисем те, - хаçатра ĕçлекенсене ятлаçма-вăрçма тытăнаççĕ. Кун ячĕсене ĕмĕртен пĕрле çырнă пулсан, «Хыпар» вара чи малтанах вĕсене уйрăм çырнинчен пуçланатчĕ: тунти кун, ытлари кун, юн кун, кĕçнерни кун, эрне кун, шăмат кун, вырсарни кун. Тĕлĕнеççĕ пурте, мĕн пулса тухнă тăван чĕлхепе?

Хисеп ячĕсене - 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 80, 90, 200, 300, 400, 500, 600, 700, 800, 900 - уйрăм çырма тытăннă, тĕл пулу, аса илÿ, пĕр пеклен, пĕр пеклĕх, вунă кунлăх, пĕр пĕтĕмлĕх, çул çÿрев, тĕнче курăм, хăй хаклăх тата нумай сăмахсене вулакансем ниепле те ăнланаймастчĕç, вĕсене яланах пĕрле çырнăччĕ-çке кĕнекесенче те, хаçатсенче те! Йĕке хÿре, йытă пырши тесе çырни те мĕне пĕлтерет - чĕрчун органĕсем е вырăсла каласан крыса, тепри вара уй-хирте, пахчара пĕтĕм çимĕçе сиен кÿрекен курăк? Ниепле те ăнланса илейместĕн вырăсла пĕлмесен, юрать-ха хальхи чăвашсем вырăсла та пĕлеççĕ, ытти чĕлхесене те çăмăллăнах ăнкарма вĕренсе çитнĕ. Пилĕк çуллăх, хăй хаклăх, ум сăмах, хыç сăмах тесе çырнине йышăнмаççĕ пирĕн вулакансем.

Кун пек тĕслĕхсем нумай илсе кăтартма пулать. Хаçат редакцине, Чăваш кĕнеке издательствине кĕретĕп те мĕншĕн чĕлхене пăсса пичетлетĕр, тетĕп. Вĕсем мана кула-кулах çапла хуравлаççĕ: «Э-э, эсĕ пурнăçран юлнă, 90-мĕш çулсенче орфографи правилисене улăштарса саккун кăларнă, эсĕ пĕлмесĕрех юлнă иккен, эпир саккун хушнине пăхăнса ĕçлетпĕр», - ăнлантараççĕ мана.

Пĕлекенсем мана çав ахăрсаманара пĕр эртель каварлашса орфографие улăштарни çинчен каласа кăтартрĕç. Ăнлантăм вара, асар-писер самана сиксе тухсан пурнăçа экономика енчен кăна мар, пур енчен те аркатаççĕ, çав хушăра - чĕлхине те. Ученăйсем чĕлхене пăснине чĕлхе эрозийĕ тесе ят панă. Камсем-ши çак эртельте тесе шырама пуçларăм та «Хыпар» редакторĕ А.П.Леонтьев патне кĕтĕм, ăнлантарма пăхатăп йăнăш çулпа кайнине.

- Ан калаçса çÿре, халĕ халăх çĕнĕлле çырма вĕренчĕ, çирĕм çул хушшинче пурте уйрăм çыраççĕ сăмах майлашăвĕсене, - татса хучĕ вăл мана.

- Икĕ сăмах пĕр ăнланăва /логическое понятие теççĕ ăна вырăсла/ пĕлтерет пулсан пĕрлех çырмалла, - тетĕп эпĕ, - чăвашсем И.Я.Яковлевран пуçласа чĕлхене тĕрĕс çырма вĕренсе çитнĕччĕ...

- Эсĕ кая юлнă, орфографие урăх никам та улăштармасть, - татса хучĕ Алексей Петрович.

Çук, йăнăшрĕ вăл, чăвашсен ытларахăшĕ çак пăсăк правилăсене йышăнмарĕ, учительсем те, писательсем те, вулакансем те. Вĕсем тăрăшнипе пăснă орфографие хирĕç тăракансен юхăмĕ вăйланса пычĕ, канашлусем иртрĕç, саккуна улăштарма комисси те тунă, теççĕ. Уйрăмах Чăваш наци конгресĕнчи ватăсен йышне, писательсене тав тумалла. Хаçата çыракансенчен Василий Цыфаркин хытă тăрăшни, вăл чĕлхене пăсакансене парăнманни питĕ савăнтаратчĕ.

Саккуна çĕнетессе кĕтсе лармасăрах «Хыпар» çĕнелни чуна хăпартлантарчĕ, кунта кун ячĕсене те, нумай пулмасть «çĕр-шыв», «хĕр ача», «тĕл пулу», «юлан ут», «тĕп сак ай» вырăнне вĕсене пĕрле çырма пуçлани хаçатран аяккалла писнĕ çынсене те «Хыпар» хăй енне туртма пуçларĕ. Хама та вĕсен шутнех кĕртетĕп.

Тата çакна каласа хăварас тетĕп. Чĕлхене пăсакансен эртелĕнче И.А.Андреев профессор та пулни мана хытă тĕлĕнтернĕччĕ. Институтра вăл пире малтан асăннă сăмах майлашăвĕсене, хутлă сăмахсене пĕрле çырма вĕрентетчĕ. Вăл хăй вĕрентнине хирĕç кайнине ĕненес килмерĕ. Пĕр темиçе çул каялла эпĕ Иван Андреевича вĕрентÿ институтĕнче тĕл пултăм, чăваш орфографийĕ пирки калаçу пуçартăм.

- Хам та ăнлантăм-ха йăнăшнине, - терĕ Иван Андреевич, - анчах халĕ эпĕ нимĕн те тăваймастăп, вăй-хал чакса кайрĕ, виç-тăват хут инфаркт чăтрăм, ан тив-ха мана халĕ, ура çинчех чун тухса кайма пултарать. Эсĕ кун пирки Ю.Виноградовпа курса калаç-ха. Пустуях пăсрăмăр тĕрĕс çырассине.

Çав калаçу хыççăн Иван Андреевич нумай пурăнаймарĕ, тепĕр çултанах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Эпĕ те Ю.Виноградов патне çул тытмарăм, ун статйисене «Хыпарта» вуласа курнă, вăл хăй тĕрĕс маррине нихçан та йышăнас çук пек туйăнать мана. Çавăн пекех сухаллă Н.Егоров та... Вĕсемшĕн пулсан чăн-чăн чăвашла çырасси мар, хăйсен ятне мала хурасси çеç...

«Хыпар» çĕнелет, вулакансене хăй патне туртать. Çакă вара пурне те хавхалантарать, чăваш орфографийĕ пирки тĕрĕс саккун йышăнасса шантарать.

Чĕлхе пирки каланă май чăваш юррисене те пăсни çинчен асăрхаттарас килет. Чăваш юррисем янравлă пулнине тĕнче пĕлет. Анчах чăваш радиовĕнче чăваш юррисене пăсма тăрăшни те чуна хурлантарать. Кашни вырсарникун кăнтăрла чăваш радиовĕпе хит-парад текен передача параççĕ. Унта юрă тенисен чылайăшĕ чăваш юрри мар, вĕсене вырăсла речитатив теççĕ, музыки пур пек, «юрă» сăмахĕсен çепĕçлĕхĕ, янравĕ çук, вĕсене проза сăмахĕсене юрланçи, ĕнерленçи туни вăл чăваш юрри мар. Пирĕн тĕлĕнмелле паха юрăçсем те сахал мар, мĕншĕн-ши вĕсем чăваш юррин янравлăхне пăсакансене чарма тăрăшмаççĕ-ши?

Каçарăр 82 çулти ватă журналиста, чун ыратнипе çыртăм. Ман çула çитнĕ çынна çырма та йывăр. Татах тав чăваш чĕлхипе тĕрĕс çырма хăюллăх çитернĕшĕн, чăвашăн чăвашсенех култармалла мар...

Василий РОМАНОВ,

Журналистсен союзĕн ватă членĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.