Фазан та ĕрчетеççĕ
ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлĕхĕ /"Чувашохотрыбсоюз" общество организацийĕ/ пуçарнипе пĕлтĕр Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинчи фермăран республикăна 30 фазан илсе килчĕç.
15-шне - Етĕрне районĕнчи "Янăм" предприяти, 9-шне районсен хушшинчи сунарçăсемпе пулăçсен "Канаш" обществи, 6-шне Çĕрпÿ районĕнчи пĕр сунарçă туянчĕ. Çак уйăх пуçламăшĕнче амисем çăмартасене пусма ларнине пĕлтерчĕç.
Истори докуменчĕсенче фазан чăваш вăрманĕнче чĕп кăларни çинчен çырса хăварман. Нумайăшĕ ăна курман. Вăл мĕнлерех-ха? Интернета кĕрсе сăнÿкерчĕкĕсене, фазансем çинчен ÿкернĕ видеофильма пăхса лартăм. Аçи аминчен илемлĕрех. Куçĕ тавра хĕп-хĕрлĕ, мăйĕ шенкер, çурăмĕ хĕрлĕ-шурă, çунаттисем сарă-хăмăр тата пĕсехи хĕрлĕ-шенкер чăпар, хÿри вăрăм та урлă хура йăрăмлă. Кÿлепин çÿлти пайĕ симĕсрех, аялти шенкертерех. Тĕкĕ çуталса тăрать.
Тушки 3 кг таран таять. Вăтам йывăрăш 1,2 кг. Аçин тăршшĕ - 60-85, амин 50-65 см. Аçи качаллă, киккириклĕ, мăйĕ çинче шап-шурă татăк пур.
Ами аçинчен тĕсĕпе уйрăлса тăрать. Çутă-хăмăр чăпар чăхха аса илтерет. Ĕренки йĕри-тавра - çулçă хĕрри евĕрлĕ вĕтĕ хура ÿкерчĕксем. Чĕп чухне аçи те ами пекех. Виçĕ уйăхран улшăнса илемленме тытăнать. Çитĕнсе çитсен, март-апрельте, илĕртсе темиçе ама ертет. Вĕсем çĕр çинче, çатăрка-тĕм хушшинче йăва çавăраççĕ. Апрель-август уйăхĕсенче ĕрчеççĕ. Кашни ама 10-16-шар çăмарта тăвать, вĕсене 23-27 талăк ăшăтать. Чĕпсене 15 эрне таран пăхать. 13-15 çул пурăнаççĕ. Уçланкăллă-прачаклă вăрманта е пысăках мар ĕшнере, йывăç-тĕмлĕхпе шурлăх-путлăх таврашĕнче, тĕпленеççĕ. Фазан - ушкăнпа пурăнакан вĕçенкайăк. Çырлапа, вĕт панулмипе, çемçе курăкпа, папкапа, çулçăпа тăранать. Хурт-кăпшанка, çĕлен-калтана, тĕл пулсан йăвари кайăк чĕпписене те çиет. Хĕлле апат тупайманран начарланать. Фазанлăха тилĕ, кашкăр, ытти çăткăн пырса тухсан çăралăха кĕрсе тарать. Çÿллĕ йывăç çине çĕр каçма çеç вĕçсе хăпарать.
Кашни сехетре вĕçсе вăтамран - 60, хăйне çăткăн кайăк хăваланă чухне 80 çухрăм хыçа хăварать. Фазаншăн этем куçĕнчен пăхса пурăнма - фермăра е килти хуçалăхра йăх тăсма - йывăр мар. Америкăра ăна - 10 млн, Аслă Британире - 3,5 млн, ытти çĕршывра нумай усраççĕ. Ашĕ тутлă теççĕ, ăна юратса çиеççĕ.