Комментари хушас

5 Çĕртме, 2015

Интернет: ыррипе юнашарах - усалли

Енчен те çак самантра Интернет пĕтрĕ-тĕк - пурнăç чарăнса ларнăнах туйăнĕ, тупата. Унсăр паян алăсăр-урасăр пекех. Усси чăннипех пысăк ĕнтĕ - çакна хирĕçлеймĕн. Анчах хăрушши-киревсĕрри те ыррипе пĕрлех - çакна та йышăнмалла. Шăпах çак самантсене шута илсе республикăн Шалти ĕçсен министерствин Общество канашĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне Чăваш Енри провайдерсен представителĕсене чĕннĕ.

Интернетпа çыхăннă хăрушлăха пĕрле ĕçлесе май пур таран чакарасси - йышпа çак ыйтăва сÿтсе яврĕç. Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Олег Яковлев пытармасть: «Асăннă ĕç пире уйрăмах кирлĕ. Интернет урлă пулакан преступленисен шучĕ ÿссе пырать. Çавăнпа та лару-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен мĕнпур меслет усăллă. Темиçе çамрăка, ачана преступлени çулĕ çине тăрасран е ултав тыткăнне лекесрен сыхласа хăварни те - пысăк пĕл-терĕшлĕ. Çак ĕçĕн профилактика пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Кирлех-тĕк - ăна пирĕн социаллă яваплăх тесе хаклани те вырăнлă».

Общество канашĕн председателĕ Игорь Кустарин Интернетпа усă курса тăвакан преступленисен тĕсĕсене пайăррăн асăнчĕ. Вĕсен шутĕнче - нацисен хушшинчи курайманлăха, пусмăра пропагандăлани, порнографи сарни, цензурăпа килĕшсе тăман лексикăпа усă курни...

ШĔМĕн «К» пайĕн пуçлăхĕ Александр Смирнов виртуаллă тĕнчери ултав тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Кунашкалли Интернет урлă пурлăх сутасси çинчен пĕлтерÿ панă тĕс-лĕхсемпе час-часах сăлтавланать. Банксен «онлайн» пулăшу ĕçĕсемпе усă курнă май ултавçăсем çынсен карточкисем çинчи укçана вăрлаççĕ - кунашкалли пĕлтĕр 425 тĕслĕх пулнă. Çакнашкал преступленисем нумайлансах пыраççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра 350 тĕслĕхе шута илме те ĕлкĕрнĕ. Меслечĕсем тĕрлĕрен. Çулла, сăмахран, çынсем çул çÿреççĕ. Билетсемшĕн Интернет урлă тÿлеççĕ те - капкăна çакланасси часах, сыхă пулмалла.

Иртнĕ çул ачасене явăçтарса ÿкернĕ порнографи сарнипе çыхăннă 15 преступление тупса палăртнă. Кунашкаллисем кăçал та пур. Çавăн пекех ултавçăсем вируслă программăсем сараççĕ. Çапла майпа çынсен электронлă енчĕкĕсене кĕмешкĕн çул уçаççĕ. Унччен виртуаллă тĕнчери ултав тĕслĕхĕсем ытларах хуласемшĕн кăтартуллă пулнă, халь вара, Александр Владимирович çирĕплетнĕ тăрăх, çак «эрешмен» ялсене те çитнĕ.

Интернета кĕнĕ май ачасен уйрăмах сыхă пулмалла. Эппин, ашшĕ-амăшĕн вĕсене асăрханма вĕрентмелле. Электронлă мелпе паллашнă çынсемпе çырусем çÿретеççĕ. Çĕнĕ «тус» кам - паллă та мар. Хăйĕнпе «санăн тантăшу» тесе паллаштарнăскер тĕрĕссипе киревсĕр шухăш-кăмăллă çи-тĕннĕ çын пулма пултарать. Илĕртсе-хистесе ачасене хăйсен кĕлеткин интимлă пайĕсене кăтартма ÿкĕте кĕртеççĕ, ÿкерсе илеççĕ те кайран çав ÿкерчĕксемпе усал тĕллевпе усă кураççĕ.

Кунашкал преступление нумаях пулмасть уçса панă. Çул çитмен хĕр пĕр «каччăпа» çыру çÿретнĕ. Тĕрĕссипе, лешĕ каччă та пулман - çитĕннĕ çын. Хĕре çарамасланма ÿкĕте кĕртнĕ те - виртуаллă майпа ÿкерсе илнĕ. Кайран хăйĕнпе курнăçмашкăн хистеме пуçланă. Килĕшмесен хайхи компромат-ÿкерчĕксене хĕрĕн тус-юлташне кăтартассипе хăратнă. Çул çитменскершĕн çакă тĕлĕнмелле пысăк стресс пулнă ĕнтĕ - ăна психика енĕпе пулăшу кирлĕ пулса тухнă.

ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн оперуполномоченнăйĕ Андрей Яблоков та Интернетпа çыхăннă ултав тĕслĕхĕсем юлашки вăхăтра тăруках нумайланнине палăртать: «Пысăк ытти хулапа танлаштарсан çакнашкал преступленисен шучĕпе эпир юларах пыраттăмăр-ха. Анчах юлашки вăхăтри ÿсĕме кура хакласан - кĕçех хăваласа çитетпĕр пуль...» Сыхă пулмалли пирки çине-çинех асăрхаттарни те чылай чухне пулăшмасть - «çынсем хăйсен ирĕкĕпех ултавçăсене укçа куçарса параççĕ».

Хăй те чутах преступниксен мăшкăлĕ пулманни пирки çыхăну операторĕсенчен пĕрин гендиректорĕ Александр Постаногов каласа пачĕ: «Пурлăх сутасси çинчен Интернет урлă пĕлтерÿ патăм. Кĕçех клиент шăнкăравларĕ: манăн тавара туянасшăн иккен, хакăн 10% карточка çине халех куçарса пама хатĕр - карточка номерне ыйтать. Унăн номерне пĕлтернипе нимĕн те пулмасть-ха тесе шутласа илтĕм те - цифрăсене каларăм. Çапла сывпуллашрăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ - каллех шăнкăравлать: темле чăрмав сиксе тухнă иккен - укçа ниепле те куçараймаççĕ, тÿлев илес тесен манăн телефон çине СМС-пĕлтерÿ мелĕпе килнĕ кода пĕлтермелле... Çакскер самантрах «онлайн» сервиса кĕнĕ ĕнтĕ - манăн карточка çинчи укçана илмешкĕн ăна код кăна кирлĕ. Хăвăрт тавçăрса илтĕм - улталасшăн вĕт! Линин тепĕр вĕçĕнчи çынна çаплах каларăм: ку - преступлени. Кулса ячĕ, «ăнмарĕ иккен» терĕ те трубкăна хучĕ».

Çыхăну операторĕсем хăрушлăха тĕп тăваймĕç, анчах çынсене сыхă пулмашкăн хăнăхтарма пулăшаяççĕ. Провайдерсенчен пĕри, сăмахран, ятарлă памяткăсем хатĕрленĕ. Унта ултавçăсен вăлтине çакланасран сыхланмалли ансат сĕнÿсене пухнă. Вĕсен шутĕнче - саккунлă антивирус программисемпе усă курмаллинчен пуçласа такамсем укçа куçарса памашкăн тархасланинчен хăтăлмалли сĕнÿсем таранах.

Ачасем тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк. Ансат чĕлхепе çырнă канашсем пĕчĕккисемшĕн те, аслăрах классенче вĕренекенсемшĕн те усăллă пулмалла. Сăмахран, «иккĕленÿллĕ файлсене ан упра, вĕсене ан уç», «шанчăксăр пек туйăнакан сайтсене ан кĕр», «хăвăн логинна тата парольне никама та ан пĕлтер», «сана Интернетра хăратаççĕ-тĕк - кун пирки çийĕнчех аçу-аннÿне пĕлтер», «Интернетра паллашнă çынпа курнăçмашкăн нихăçан та ан килĕш. Тĕл пулмаллах-тăк - аслисемпе пĕрле кай» йышши сĕнÿсем ачасене асăрханма пулăшаççех.

 Николай КОНОВАЛОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.