Комментари хушас

18 Нарăс, 2014

Яваплăха хамăрăн та туймалла

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Енĕн Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕ тĕлне республикăра пушарсен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 22,7%, вилнисен йышĕ 42,1% ÿснĕ.

Пушарсен тĕп сăлтавĕсем - кăмакасем тумалли тата вĕсене ĕçлеттермелли йĕркене пăсни /50 тĕслĕх/, электрооборудование вырнаçтармалли тата ĕçлеттермелли йĕркене пăхăнманни /38/, вут-çулăмпа асăрханусăр пулни /29/. Асăрханулăх çитменнипе пушарта çынсем çав-çавах вилеççĕ, вилнĕ 27 çынран 13-шĕ ÿсĕр пулнă. Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Пăрачкав, Тăвай районĕсенче пушарсен шучĕ тата вилнисен йышĕ ÿснĕ.

Михаил Игнатьев пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен çак районсен администрацийĕсен ертÿçисем тунă докладсене итленĕ. Администрацисен пуçлăхĕсем каланă тăрăх - районсенче халăхпа тĕл пулусем йĕркелеççĕ, унта пушар хуралĕн ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ, килсем тăрăх çÿреççĕ, профилактика материалĕсене анлăн сараççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ туса ирттерекен ĕçе тишкерсех тăмаллине палăртнă. «Çынсен хăрушсăрлăхĕн мерисене тивĕçтересси пирĕншĕн тĕп вырăнта пулмалла. Ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлемелле, вĕсене пурне те шута илмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев районсен пуçлăхĕсене.

Пурлăха пушарсенчен страхлас ыйтăва çĕкленĕ. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - ял тăрăхĕсенче халăхпа ирттерекен пухусене страхлакан компанисенче ĕçлекенсене ытларах явăçтармалла, пурлăха страхлани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пайăр тĕслĕхсемпе ăнлантармалла.

«Пурлăха страхласси норма пулса тăмалла. Ăнланмалла ĕнтĕ: çынсене эпир инкекре нихăçан та хăварман. Çапах та пушар тухсан вĕсен республика бюджетне çеç шанмалла мар. Хăйĕн çемйин пурлăхĕшĕн, тăнăçлăхĕшĕн кашнин яваплăха туймалла», - калаçăва пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

2013 çулта Пĕрлехи информаци кунĕсем ирттерни, 2014 çулхи тĕллевсем çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов пĕлтернĕ. Пĕлтĕр çивĕч тăракан 36 темăпа Пĕрлехи информаци кунĕсем 9 хут ирттернĕ, граждансен 241 ыйтăвне пăхса тухнă. Халăха çулсем тăвас тата юсас, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, медицина, вĕренÿ ыйтăвĕсем ытларах хумхантараççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи ыйтусен 30% яхăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен татса памаллине палăртнă. Муркашпа Çĕрпÿ /24-шар ыйту/, Пăрачкав /19/ районĕсенче, Шупашкар хулинче /15/, Сĕнтĕрвăрри /14/, Красноармейски /13/ районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче /12/ пурăнакансенчен ыйту ытларах килнĕ.

2014 çулăн I çурринче Пĕрлехи информаци кунĕсем ирттермелли графика çирĕплетнĕ.


А.ЛЬВОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.