Пăрçа акар-и?
Колхоз уйне пăрçа ани çине чупнине лайăх астăватпăр-ха. Хĕрачасем кĕпе аркипе, арçын ачасем çири кĕпене хывса е çанăсене çыхса тултарса, тăраниччен çисе тухаттăмăр пăрçа ани çинчен, çырманалла вирхĕнеттĕмĕр. Еплерех хăрататчĕç-ха тата полевойсемпе: е вĕлтренпе вĕтелет иккен вăл тытсан, е саламатпа çурăма «ислетет». Пурпĕрех пăрçа çине чупнă. Çав «усал» полевой аллине кам та пулин лекнине астумастăп. Ачасене сĕтеклĕ, витаминлă апат кирлине ăнланнах пулĕ çав...
Шел, халĕ пысăк хуçалăхсем саланчĕç. Пăрçана хăшпĕр хуçалăх акмасть те. Тата аксан та пайăр çын анине епле таптăн?
Пăрçа питĕ усăллă ÿсен-тăран: тăпрашăн та, этемшĕн те. Ăна акса çитĕнтерме те кăткăсах мар. Унăн çимĕçĕ хăвăрт пулать. Пĕчĕк хутаçри çиме чи тутлăхлă тата витаминсемпе пуян çимĕç шутланать. Пăрçа лайăх упранать, сивве тÿсĕмлĕ. ?снĕ чухне вара пăрçа тăпрана пуянлатать: унăн çеçки сывлăшран азот пуçтарса тымара ăсатать. Çапла вара тăпра азотпа пуянланать.
Пăрçа юнтармăш ÿсен-тăран мар, лайăх ÿсет. Ăна пăхма ансат. Çавăнпа-ши пăрçа валли кĕтеселле çеç йăран тупăнать. Ют çĕршыв хăнисем - помидор, баклажан, пылак пăрăç - чи лайăх вырăнсене йышăнаççĕ те. Пăрçа вара, асăннă çимĕçсенчен усăлăхĕпе пĕрре те кая мар. Уçă та хĕвеллĕ çĕрте ăнса пулать, хутаççи те вăрăм, йышлă. Хутаçри пăрçа пĕр-пĕрне кăшт çеç лекмелле, ÿссен ăна пуçтарса консервламалла та хĕл валли витаминлă апат пулать. Пăрçана çулталăкра 5-6 килограмран кая мар çимеллине калаççĕ диетологсем. Симĕс пăрçа вара хырăм ĕçне лайăхлатать, токсинсене организмран кăларать, холестерин виçине кирлĕ шайра тытать. Пăрçари колин тата инозит текен активлă веществосем склероза аталанма памаççĕ.
Пăрçа акас йĕрке. Симĕс пăрçа хутаççине чылай вăхăт хушши астивес тесен пăрçана темиçе ăстрăмпа акмалла. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнчех акма юрать, вăл каçхи сивĕсенчен хăрамасть. Иккĕмĕш хут 14 кунран акмалла. Малашне те икĕ эрнесерен - июль пуçламăшĕччен. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче тăпра нÿрĕк-ха: пăрçана шÿтермесĕрех тарăн мар /4-6 см/ касăсене акмалла. Тăпра типĕ пулсан пăрçана 3-4 сехет шÿтермелле. Акнă йĕрсене шăварни пăрçана хăвăртрах шăтса тухма май парать. Акас умĕн тăпрана йывăç кĕлĕ сапни усăллă. Пăрçа йÿçеклĕхе юратмасть.
Икĕ хутчен пăрçана лайăх шăвармалла: пĕрремĕш - çеçке çурăличчен 5-10 кун маларах, тепре - çеçке йышлăн çурнă вăхăтра.
Курăк е выльăх-чĕрлĕх каяшĕн шывĕпе пăрçана шăварма юрамасть. Мĕншĕн тесен çакнашкал шĕвекре азот нумай. Азот ытлашши пулни ăна аталанма кансĕрлет çеç. Симĕс пăрçа хутаççисене кашни 2-3 кунран пуçтармалла, вара пăрçа тата тухăçлăрах пулĕ.
Пăрçа çÿлелле çакланчăк çипĕсемпе кармашать. Çавăнпа ăна валли йăран хатĕрленĕ чухне касăсен икĕ енне шалча çапмалла. Шалчаран çип туртăнтарса çыхмалла, пăрçана çакланмашкăн çипе ярапалантармалла. Тепĕр меслет: икĕ шалча хушшине шултра сетка карса хумалла. Çапла вара пăрçа çеçки çĕрте выртмасть, симĕс хутаçсем те лайăх курăнаççĕ, пуçтарма çăмăл.
Пăрçа сорчĕсем темĕн чухлех. Чи тутлисем «мозговой» текеннисем. Вĕсен çийĕ пĕркеленчĕк /пуç мимине аса илтереççĕ/ хапипе тăваткалрах. Миме пек пăрçара пылак нумай. Çакнашкал сортсем шăпах консервлама юрăхлă.
Апатра хутаçĕпе усă курмалли сортсем /стручковый/ пылак пăрçа йышĕнчен. Вĕсене хутаçсем тулса çитиччен пуçтарса тăмалла.
Пăрçана симĕсле хĕл валли консервлама ансат. Симĕс пăрçа хушса хатĕрлемелли апат рецепчĕ питĕ нумай. Çавăнпа консервланă пăрçа нÿхрепре чылай лармĕ, сĕтел çине васкĕ.
Çур литр банка валли кирлĕ япаласем: 300 грамм тасатнă симĕс пăрçа, пĕр литр шыв, çур чей кашăкĕ тăвар, çур чей кашăкĕ сахăр песукĕ.
Çуса тасатнă пăрçана эмальленĕ савăта хумалла та 1 литр шыв ямалла, çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен çулăма пĕчĕклетмелле, 20 минут тытмалла. Унтан çулăм çинчен илсе дуршлакпа шыва сăрăхтармалла. Сăрăхтарнă шыва икĕ хут марльăпа сĕрмелле. Пăрçана стерилизациленĕ банкăна тултармалла, сĕрнĕ пăрçа шывне мăйĕ таран ямалла та банкăна хупăлчапа витмелле. Унтан ăна ăшă шыв янă кастрюле тĕпне пусма татки хурса лартмалла. Кастрюле çулăм çине лартмалла, вĕреме кĕрсен çулăма пĕчĕклетмелле, 20 минута яхăн тытмалла /пĕр литрлисене 25 минут пĕçермелле/. Шывран кăлармалла та хупăлчана пăрса хупмалла, кутăн çавăрса лартмалла, сивĕниччен тытмалла.