Комментари хушас

3 Çĕртме, 2015

Ака-суха - алçемми Акса пĕтернĕ

Хĕрÿ тапхăр - ака-суха – вĕçленсе пырать. Çумăр çунипе, ăшă çанталăк тăнипе çурхисем шăтса тухрĕç уй-хир симĕс кавирпе витĕнме те ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ.

Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 200 538 гектар сухаласа акса хăварнă. Ку палăртнин 101,2 проценчĕ пулать. Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Вăрмар, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенче плана ирттерсех пурнăçланă.

Çак тапхăрта çĕрулми 9 396 гектар ?75, 9 процент% лартнă. «Иккĕмĕш çăкăрăн» чи пысăк лаптăкĕ Патăрьел тăрăхĕнче – 1645 гектар. Çапах Патăрьелсем çĕрулми лартса та пĕтернĕ. Комсомольски, Куславкка, Вăрмар тăрăхĕнче те вăл самай. Кунта та çак ĕçе вĕçлесе пыраççĕ.

Çĕрулми сахал туса илекенсене те асăнмасăр иртеймĕн. Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче 20 гектар ытларах çеç йышăннă вăл. Сăмах май, Пăрачкав районĕнче кăçал унăн лаптăкне икĕ хут ÿстернĕ.

Халĕ уй-хирте хĕрсех пахчаçимĕç лартаççĕ. Пурĕ 750 гектар акнă-лартнă. Патăрьел, Комсомольски, Куславкка тăрăхĕсенче ку ĕçе уйрăмах аван йĕркеленĕ.

Вăрнар, Елчĕк енче вара куккурус лаптăкĕсем çулсеренех ÿссе пыраççĕ. Кăçал та пĕр пин гектар ытла акнă. Юлашки вăхăтра выльăхшăн паха апата ытти хуçалăхсенче те туса илме тытăнчĕç. Вăрнар районĕнче вара куккуруса вăрлăхлăх та çитĕнтереççĕ. Çуракинче пĕр пин гектар ытла акса хăварнă. Хăмла 85 гектар çинче çакнă. «Симĕс ылтăнпа» ĕçлекен районсем шутлă кăна темелле. Паянхи вăхăтра вăл Вăрнар, Вăрмар, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенче çеç ÿсет.

Сенаж хываççĕ

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенĕ. Çурхисем акса пĕтерсенех хуçалăхсем ешĕл курăк çулма тытăннă. Апла каллех хĕрÿ тапхăр - утçи - пуçланчĕ. «Коминтерн» ?Хĕрлĕ Чутай районĕ%, «Новый путь» ?Элĕк районĕ%, «Атлашевский», «Колос» ?Шупашкар районĕ% хуçалăхсенче ешĕл курăкран сенаж хываççĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ те утçине тухнă. Халĕ Малтикассинчи сĕт-çу ферми валли çемçе курăка утăлăх çулаççĕ. Паха выльăх апачĕ хатĕрлесе юласшăн ĕçченсем. «Курăк хытсан усси сахал, сĕтеклĕхĕ пĕтет, улăм çитернĕпе пĕрех», - теççĕ специалистсем. Кĕркунне кунта викăпа урпа ыраш хутăшне утăлăх 145 гектар акса хăварнă. Выльăх-чĕрлĕхшĕн сĕтеклĕ те тутлăхлă апата вăхăтра çулса илме уй-хире икĕ косилка кăларнă. Механизаторсем 40 гектар ытла çулнă ĕнтĕ.

- Ĕç нумай, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă, сенаж çителĕклех хатĕрлесшĕн, - пĕлтерет Малтикасси сĕт-çу фермин директорĕ Валентина Тимофеева. - Уяр çанталăкра çулса типĕтсе ĕлкĕресчĕ.

Хĕл хырăмĕ пысăк çав. Апла апат сахал мар кирлĕ. Тата ĕнен сĕчĕ те чĕлхи çинче. Сăвăма ÿстерес тесен çу каçа çанă тавăрсах ĕçлемелле. Çывăх вăхăтра вара пĕр пин гектар çинче ашкăрса ларакан люцернăна та çулма тытăнасшăн. Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ май пушаннă техникăна, çынсене утçине явăçтарасшăн. «Çанталăк лайăх тăрать, типĕтсе ĕлкĕр кăна», - теççĕ вĕсем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.