Комментари хушас

18 Нарăс, 2014

Кĕрешÿ - манăн пурнăç

Çак каларăш кăçал 57 çула пуснă Владимир Семеновшăн сăмах вылятса калани мар: кун-çул тĕллевĕ тесен те тĕрĕсех.

Патăрьел районĕнчи Каншелте çуралса Чакăра ÿснĕскер Аслă Арапуçри вăтам шкул хыççăн инженер профессине алла илес тĕллевпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн алăкне хăюллăнах уçать. Шкул çулĕсенчех ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен ăмăртăвĕсенче палăрнă вăй питти яш-кĕрĕмпе пĕрле спорт секцине çырăнать. Паллах, çитĕнÿ ĕмĕтленсе ларнипе пулман, пайтах тар тăкма тивнĕ. Вăл çĕр-шыв шайĕнче ирттерекен тĕрлĕ ăмăртăва пĕрре мар хутшăннă, чыслă вырăнсем йышăннă. Анчах пур çĕрте те малта пулма хăнăхнă йĕкĕт пĕр ăмăртура аллине сусăрлатнă. Çавăнпа ăна диплом илсен тÿрех физвоспитани кафедрине ĕçлеме хăвараççĕ. 35 çул çамрăксене вĕрентет те ĕнтĕ инженер-механик професиллĕ пултаруллă тренер. Ун патĕнче ăсталăха туптанă спортсменсем тĕрлĕ шайри турнирта чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Хăй те Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Пурнăçне спортпа çыхăнтарнă Владимир Михайлович 2001 çултанпа тăван тăрăхра ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен ăмăртăвне йĕркелет. Халĕ унта Чăваш Ен спортсменĕсем çеç мар, кÿршĕ республика-облаçран, Мускавпа Питĕртен, Дагестанпа Кабарда-Балкартан, Узбекистанпа Казахстанран килнĕ пăхаттирсем хутшăнаççĕ.

Кăçал Владимир Семеновăн парнисене çĕнсе илмешкĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçне тĕрлĕ регионтан 200 ытла спортсмен пуçтарăнчĕ. Хĕрсен хушшинче Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студенткисем Ирина Алексеевăпа Анастасия Иванова, Олимп резервĕсен ятарлă 5-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Екатерина Михайлова, Çĕнĕ Шупашкарти Наталья Дмитриева, Патăрьел тăрăхĕнчи Ксения Смирнова палăрчĕç. Каччăсен ушкăнĕнче Йĕпреç районĕнчи Павел Питимиров, Георгий Никитин, Канашри Михаил Андрианов çĕнтерчĕç.


Василий ПУШКИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.